"Уйăх тăхри" мĕне пĕлтерет?

3 Пуш, 2016

Хаçатра çанталăк пирки çырнинче «уйăх тăхри» тени пур. Мĕне пĕлтерет вăл?

Юля.

Елчĕк районĕ.

«Уйăх тăхри» тени тÿпери уйăхăн тăрăмĕпе çыхăннине ăнкараççĕ ĕнтĕ вулакансем. Чылайăшĕ вăл мĕне пĕлтернине те ăнланать-тĕр.

Этем сĕм авалтанах уйăха темĕнле асамлă вăйпа çыхăннă тесе шухăшланă. Ара, уйăх пĕрре тулать, тепре катăлса пырать, унтан пачах çухалать те каллех чĕрĕлсе ÿсме пуçлать. Эпир халĕ те уйăх календарьне пăхăнса йывăç-курăк акатпăр-лартатпăр, ытти пахча ĕçĕсене пурнăçлатпăр. Çĕнĕ ĕçе пуçланă чухне те уйăх мĕнлине шута илеççĕ.

Уйăхăн пĕр тулли çаври /цикл/ 29,5 кунпа танлашать. Çĕнĕ уйăх пуçлансанах малтанхи кунах ахаль куçпа курăнмасть те - ытла çинçе, унтан унăн çурли курăнма пуçлать. Çурла мăнтăрланса пырса 8-9-мĕш кунсен тĕлнелле çурма çавра пулса тăрать. Ку - уйăх чĕрĕкĕ, уйăх тăхри теççĕ ăна. Тепĕр чĕрĕкрен уйăх тулса çитет, унтан катăлма пуçлать. Катăлнăçемĕн тепĕр 8-9 кунран вăл каллех çурри çеç юлать. Ку - кивĕ уйăхăн тăхри.

Кивĕ е çĕнĕ уйăх иккенне уйăх календарьне пăхмасăрах уйăрма çăмăл. Пирĕн тăрăхра çĕнĕ уйăх каçхине курăнать, унăн çурли çап-çавракан авăнать. Катăлакан уйăхăн çурли тепĕр еннелле авăнчăк, вăл ирхине те курăнать. Кивĕ уйăхăн çурлине куçпа тăсса çавăрсан тăсмакрах, сарлакарах çавра пулать.

Уйăха 4 тата 8 чĕрĕке /фазăна/ пайлаççĕ. Чăвашсем, каларăмăр, 4 чĕрĕке пайланă ĕлĕкренех. 1-мĕш чĕрĕк - çĕнĕ уйăх, 2-мĕш чĕрĕк - уйăх тăхринчен пуçласа тулса çитиччен, 3-мĕш чĕрĕк - катăлса çурри юличчен /кив уйăх тăхри/, 4 -мĕш чĕрĕк - катăлса /кивелсе/ курăнми пуличчен.

Апла-и, капла-и, уйăхĕ вара пĕр чарăнми «ĕçлет». Вăл уйăх тăхринче те, тăп-тулли чухне те пĕр самант та тытăнса тăмасть. Тулса çитет те тÿрех катăлма пуçлать, вĕçсĕр-хĕрсĕр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.