Фуксия - йышлă çурăлакан, хăйнеевĕрлĕ тата илемлĕ янкăр тĕссемлĕ çеçкеллĕ чечек. Ăна хăлха çаккипе, ташлакан балеринăпа танлаштараççĕ. Фуксин тăван çĕршывĕ - Кăнтăр Америкăн тропик тăрăхĕ. Ирĕкри ÿсен-тăран çÿллĕшĕ - 40-80 см. Килте ÿстерекен фуксине тĕрлĕрен йĕркелеме пулать: ампельный - кĕске туна çинче сарăлса ларакан туратсемлĕ е çÿллĕ, е усăнса тăракан çеçкеллĕ. Çакă чечеке пăхаканăн кăмăлĕнчен килет.
Хаçатра таса шыв ĕçмелле теççĕ. Мĕнле шыв-ши вăл, таса шыв? Эпир, ял çыннисем, килте çăл чавнă, ялти башня шывне киле кĕртнĕ, вăл йĕркеллех ĕçлесе çитереймест.
Çăл шывне вĕретсе ĕçмелле-ши е тÿрех çăлтан ăснине ĕçмелле? Кунне 2-3 литр ĕçмелле теççĕ тата.
Çуркунне лаç кĕтессинче сăпса йăва çавăрнăччĕ. Ăна тĕкĕнмерĕм. Малтан пĕчĕкчĕ вăл, майĕпен йăвана пысăклатсах пычĕç. Сăпсасем те йышланчĕç. Вĕсем çинчен ытларах пĕлес килет. Хăшĕ-пĕри сăпса, сăвăслан сиенлĕ тет, тĕрĕсех-ши?
Пĕрремĕш саспаллипе паллашнă вăхăтсем кая юлчĕç ĕнтĕ. Сыпăкăн-сыпăкăн çыхăнтарса вулани те унпа пĕрлех. Паян ак эпир сасăпа шăкăртаттарса вулама та пултаратпăр!
Çĕршывра та, хамăр республикăра та тĕрлĕ çулталăка халалланă уявсем иртсе кайрĕç. Пирĕн ялти ырă пулăмсемпе, тăван ял çыннин кулленхи пурнăçĕпе кăсăкланакан Л.Н.Изекеева сăвăç, композитор, эстрада çăлтăрĕ килсе çитрĕ.
Çĕрпÿ районĕнчи Паваркасси ача садне çÿрекен Алеша Иванов темпе те кăсăкланать. Хутран касса тетте ăсталама, тĕрлĕ тĕслĕ кăранташпа çутçанталăка сăнарлама, машина-тракторпа выляма кăмăллать.