Трактор - манăн тетте
Çĕрпÿ районĕнчи Паваркасси ача садне çÿрекен Алеша Иванов темпе те кăсăкланать. Хутран касса тетте ăсталама, тĕрлĕ тĕслĕ кăранташпа çутçанталăка сăнарлама, машина-тракторпа выляма кăмăллать.
Садике ир пыма тăрăшать вăл. Çитсенех алла пурă илсе доска çине ÿкерме тытăнать. Тăрăшса та савăнса хĕвеле сăнлать, хăйне килĕшмесен - самантрах хуратать.
- Сарă хĕвелĕн хитре пулмалла. Вăл çынсене ырă кăмăл парнелет. Ахальтен мар аслисем: «Çÿл тÿперен ялан хĕвел çутаттăр», - тесе каланине пĕрре мар илтнĕ эпĕ. Воспитательсем те çавăн пекех çирĕплетеççĕ, - тет вăл кантăкран урамалла тинкернĕ май.
Садике çÿреме çав тери юратать пĕчĕкскер. Тус-юлташĕпе выляса ывăннă хыççăн юратнă тракторне «гаража» лартать. Унтан тĕрлĕ «пайĕсене» тĕрĕслеме тытăнать.
- Техникăн яланах юсавлă пулмалла. Унсăрăн çул çинче чарăнса ларма пултарать. Е тата тĕрлĕ ĕçе те вăхăтра пурнăçлама май килмĕ, - тет теттине сăтăркаланă май. - Мана садикре çав тери килĕшет. Тутлă çитереççĕ, çывăрттараççĕ тата выляттараççĕ. Хăш чухне киле те каяс килмест. Кунтах ачасемпе юлас килет. Воспитательсем юмах вуласа панине уйрăмах итлеме юрататăп. Çавăн пек чухне тутлă ыйха путма аван - куçсем хăйсемех хупăнаççĕ, - йăл! кулса калаçать маттурскер.
Умра - Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ пулнине пĕлет Алеша. Кун пирки килте те, садикре те каланине илтнĕ пĕчĕкскер. Тус-юлташĕ валли парне те хатĕрлес ĕмĕтлĕ тата!
- Пысăклансан хам та салтак ретне тăрăп. Анчах унччен пурăнмалла-ха. Малтанах шкул сумки те çакас килет, - тет пĕчĕкскер мăн çын евĕр пуплесе.
Комментари хушас