Комментировать

4 Фев, 2016

Пурăнатпăр çĕр çинче хăнара

Çĕршывра та, хамăр республикăра та тĕрлĕ çулталăка халалланă уявсем иртсе кайрĕç. Пирĕн ялти ырă пулăмсемпе, тăван ял çыннин кулленхи пурнăçĕпе кăсăкланакан Л.Н.Изекеева сăвăç, композитор, эстрада çăлтăрĕ килсе çитрĕ. Унпа пĕрлех Культура çурчĕн сцени çинче Надежда Заводскова юрăç композитор, чăваш эстрада çăлтăрĕсем Альбина Федорова-Пăрчăканпа Евгений Николаев пулчĕç. Вĕсем хăйсен юрри-ташшипе куракансене савăнтарчĕç. Изекеева пушă алăпа килмен. Вăл темиçе çул каяллах вулавăшра литература студийĕ уçма сĕнÿ панăччĕ. Кăçал «Ăраскал» ача-пăча студийĕ йĕркеленчĕ. Шăмалакри вăтам шкулта тăван чĕлхене сума сăвакан ачасем, ял вулавăшĕн хастар вулаканĕсем, тĕрлĕ мероприятипе конкурса хутшăнса пĕрре çеç мар çĕнтерÿçĕсем пулма тивĕçрĕç. Чăваш литературин классикне Константин Васильевич Иванова халалланă уявсене валли ачасем амăшĕсене пиртен ятарласа чăваш тумĕсем çĕлеме ыйтрĕç. Капăр тумсемпе çамрăк артистсем куракансем умне тухса вилĕмсĕр «Нарспи» поэма сыпăкĕсене вуларĕç. Карина Лисовăна, Вероника Усановăна, София Шуйковăна, Валерияна Черновăна, Юлианна Герасимовăна, Анитана Ермаковăна Лидия Николаевна Изекеева чăвашсен обществăпа культура центрĕн Тав çырăвне парса хисеп тур. Ачасен ашшĕ-амăшне те ырă сăмахпа хавхалантарчĕ. Чăваш культурине аталантарассишĕн тăрăшнăшăн Культура çурчĕн ертÿçине А.П. Ермаковăна республика çыравçисен Хисеп хучĕпе чысларĕ. Ялти чи ватă хĕрарăм аннене Раиса Васильевна Ермаковăна Лидия Изекеева хăйĕн юррисен пуххине парса савăнтарчĕ.

Ял халăхĕ те парăмра юлмарĕ: хăнасене тăвăллăн алă çупса саламларĕ, татах та килсе çÿреме ырă сунчĕ.

Концерт программипе чăваш эстрада çăлтăрĕсем Яманчурелпе Çĕнĕ Эйпеç ялĕсенче те пулчĕç, илемлĕ юрăсемпе ял çыннисене савăнтарчĕç.

Вероника УСАНОВА,

ял библиотекарĕ.

Шăмалак ялĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.