«Эпĕ вĕрентĕм вулама»

Пĕрремĕш саспаллипе паллашнă вăхăтсем кая юлчĕç ĕнтĕ. Сыпăкăн-сыпăкăн çыхăнтарса вулани те унпа пĕрлех. Паян ак эпир сасăпа шăкăртаттарса вулама та пултаратпăр!

Хамăр ентеш, паллă педагог Геннадий Никандрович Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри вăтам шкула кăçал пуçласа килнисем çак кунсенче пултарулăх сехечĕ ирттерчĕç. «Эпĕ вĕрентĕм вулама»… Çакăн пек ытарлă ятпа пулчĕ вăл. Чăннипех те савăнăçлă самант парнелерĕ кĕçĕннисене çак уяв.

Пĕрремĕш класра вĕренекен çирĕм виçĕ ача хăйсен ертÿçипе Т.Н.Ласточкинăпа шкулти вулавăша çитсе кĕчĕ. Мал ĕмĕтлĕ ачасене вулавăш ертÿçи Любовь Германовна Адюкова ăшă кăмăлпа йышăнчĕ. Вĕренекенсем çÿлĕксем çинчи тирпейлĕн вырнаçтарнă кĕнекесене тĕлĕнсе те савăнса пăхрĕç. Кашни кĕнеке вĕсене хăйсем патне кăчăк туртнăн туйăнчĕ. «Чимĕр-ха, туссем, эпир кĕçех сире кашнине алла илсе вулама тытăнатпăр ак. Хулăнраххисемпе вара кăшт çитĕнерех паллашăпăр», - текен шухăшсем явăнчĕç тейĕн кашни ачара. Аслисем вĕренекенсене «пĕлÿ çăлкуçĕпе» тирпейлĕ пулмаллине ăнлантарчĕç.

Капăр чăваш тумĕ тăхăннă ачасем ытарлă ыйтусене пĕрин хыççăн теп-рине тупăшсах хуравларĕç, сăвăсем каларĕç, илемлĕ юрă шăрантарчĕç.

Ачасем вулама вĕренсе çитнине шута илсе Любовь Германовна вĕсене вулакансен ретне илнине пĕлтерчĕ, формулярсем уçса библиотекăран пĕрремĕш кĕнеке илме сĕнчĕ.

«Эпĕ вĕрентĕм вулама», - терĕ кашни ача йăл кулăпа çиçсе.

Маша АДЮКОВА.

Елчĕк районĕ,

Аслă Елчĕк шкулĕ.

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: ачасем вулавăшра.

/«Тантăш» хаçат - Елчĕк ра-йонĕнче» кăларăмпа 3-мĕш стр. паллашма пултаратăр/.

Маша АДЮКОВА"Тантăш" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.