Кролик куçне сиплемелле
Кролик çурисен куçĕсем куççулленме пуçларĕç? Çакă мĕнрен килет тата ăна мĕнле сиплемелле?
Виталий АТЛАСКИН.
Вăрмар районĕ.
Хăшпĕр чухне кроликсен куçĕсем хĕрелме, куççульленме пуçлаççĕ. Чĕрчунăн куçĕсем çурма хупă, çутăна кăларсан вуçех те уçаймасть. Çакă кроликăн кон<юнктивит чирĕ. Вăл куçа çапăнтарнипе, шĕвĕр япалапа лектерсе ыраттарнипе, куçа çÿпĕ кĕрсен тасалайманнипе аталанать. Кролик çурисен апатра витамин А çитменнипе те кон<юнктивит пуçланма пултарать. Чирлĕ кролик куçĕ куççульленет, хĕрелет, йĕри-таврашĕнчи çăмĕ те йĕпенет, пĕрмаях йĕпе тăнипе куç таврашĕнчи çăмĕ тăкăнма пуçлать. Чĕрчуна вăхăтра сиплемесен куçра пÿрлешке чирĕ аталанать. Пÿр типсе куç хупанкисене çыпăçтарса лартать. Куç йĕри-тавра шыçма пуçлать.
Витамин А çитменнипе пулакан кон<юнктивит чухне чĕрчунăн сывлавĕ йывăрланать, хусканăвĕсем япăхланаççĕ, шăнăр туртма пултарать, ÿт температури ÿсет. Кролик çури начарланса суккăрланать, вилет.
Конъюнктивита сиплемелле. Чĕрчун куçĕсене 3:-лă бор йÿçекĕн /кислоти/ е фурацилинăн вăйсăр шĕвекĕпе çумалла. Унтан 2-3 тумлам резорцин ямалла.
Куç пÿрленсе тăрсан пÿре фурацилин шĕвекĕпе йĕпетнĕ мамăкпа тасатмалла. Куç хупанки айне бор маçĕ хумалла, е 0,25-0,5: зеленка, е 30: альбуцид тумлатмалла. Чĕрчуна сиплеме çын усă куракан маçсемпе куç тумламĕсем юрăхлă.
Малашне чирлесрен читлĕхсене лайăх тасатмалла, вăхăт-вăхăт вĕсене децинфекцилемелле. Кроликсем патĕнче тăрăнакан япаласем пулмалла мар.
Выльăх рационне каротинлă апат /витамин А/ кĕртмелле.