Фуксия
Фуксия - йышлă çурăлакан, хăйнеевĕрлĕ тата илемлĕ янкăр тĕссемлĕ çеçкеллĕ чечек. Ăна хăлха çаккипе, ташлакан балеринăпа танлаштараççĕ. Фуксин тăван çĕршывĕ - Кăнтăр Америкăн тропик тăрăхĕ. Ирĕкри ÿсен-тăран çÿллĕшĕ - 40-80 см. Килте ÿстерекен фуксине тĕрлĕрен йĕркелеме пулать: ампельный - кĕске туна çинче сарăлса ларакан туратсемлĕ е çÿллĕ, е усăнса тăракан çеçкеллĕ. Çакă чечеке пăхаканăн кăмăлĕнчен килет.
Пÿлĕмре ÿсекен фукси çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех çеçкеленет. Чечекĕ - ахальли, çурма кăпăшка сийли тата кăпăшка сийли /махровые/ пулать. Тĕсĕ - тĕрлĕрен - кĕрен, шупка хĕрлĕ, фиолет, шурă тата икĕ тĕслисем. Çуллахи вăхăтра фуксие ирĕке кăларса лартма юрать.
Фуксине пăхма йывăр мар. Вăл +18... + 25 градусра лайăх туять, ÿсет, чечекленет, ĕрчет. Шăрăхра ăна хĕвел лекесрен упрамалла. Хĕлле канать: 5-10 градус ăшă пулсан та çитет. Тăпрана тиркемест - вăтам пулăхлă тăпра та юрать. Пуш уйăхĕнчен пуçласа юпа уйăхĕччен икĕ эрнере пĕрре чечекленекен ÿсен-тăран валли хатĕрленĕ удобренипе апатлантармалла. Фукси - тÿрремĕн ÿкекен хĕвеле юратмасть, çавăнпа чÿречене тюльпе кармалла. Хĕвел тухăç е хĕвел анăç енчи чÿрече янаххи çине вырнаçтармалла. Пÿлĕмре икĕ-виçĕ кун тăнă шывпа шăвармалла. Çуркунне-çулла-кĕркунне чечеке тăпрана ытларах шыв сапса тăмалла, анчах ытлашши ислетсе ямалла мар, çĕр исленчĕк пулсан чечек виçĕ-тăватă кунранах пĕтме пултарать. Çулла ÿсен-тăрана пульверизаторпа шывпа пĕрĕхмелле. Хĕлле, каннă вăхăтра, ăна уйăхра 1-2 хут çеç шăвармалла, çулçăсене шывпа пĕрĕхме кирлĕ мар. Çеçкеленнĕ вăхăтра фуксине вырăнтан-вырăна куçарма, енчен-енне çавăрса лартма юрамасть: чечексем хăвăрт тăкăнса пĕтме пултараççĕ.
Фукси лайăх чечеклентĕр тесен унăн ытлашши турачĕсене, ватăлнисене касмалла. Çак ĕçе пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче, ÿсен-тăран ÿсме пуçласассăн, тумалла, туратсене 2/3 пай хăварса касмалла.
Чечек формине мĕнле тăвасси чечекçĕрен килет. Енчен те ăна чÿрече умĕнче çакăнса тăракан чÿлмекре, çеçкисем усăнса тăмалла тăвас тесессĕн ÿснĕ чухне виçĕ мăшăр çулçă тухнă фуксин тăррине татса илмелле. Тĕм пек ÿстерес килет-тĕк çеçкене иккĕмĕш мăшăр çулçă хыççăн татмалла. Йывăç пек çÿлелле ÿстерес тесессĕн çамрăк ÿсен-тăранăн тĕп тунинчен тухакан туратсене татмалла, тунине çирĕп хăйă çумне çыхмалла. Кирлĕ чухлĕ çитĕнсессĕн тăррине татмалла, ун айĕнче тухакан туратсене - икĕ е виçĕ мăшăр çулçă тухсан. Хăйăна ÿсен-тăранăн туни хулăмланса хытсан илмелле /2-3 çул кирлĕ/.
Çуркуннесерен çĕнĕ тăпрана куçарса лартнине юратать фукси: туратсене кĕскетсе каснă хыççăн икĕ эрнерен куçармалла. Чечек татах çитĕнтĕр тесен пысăкрах савăта лартмалла, малтанхи пекех юлтăр тесен çав савăтах çĕнĕ тăпрапа куçармалла.
Чечеке тÿрех пысăк савăта ан лартăр. Мĕншĕн тесен чÿлмекри тăпрана тымар ÿссе туличчен вăл чечек çурмĕ. Çулсерен пысăкрах савăта куçарни вырăнлă. Пĕр савăта икĕ е виçĕ расна тĕслĕ фукси лартсан чечекленÿ тапхăрĕ тата илĕртÿллĕрех курăнĕ.
Фуксие туратран, çулçăран, вăрăран ĕрчетме пулать. Туратран çитĕнтересси - чи анлă сарăлнă меслет. 5-7 см турат касса илмелле те тымарлантармалла: шыва, хăйăра е нÿрлĕ тăпрана лартмалла. Тымарланнăскерне пысăках мар савăта лартмалла. Нумай чухне фукси çав çулах çеçке çурса пăхакана савăнтарать.
Комментировать