Комментировать

4 Фев, 2016

Усăллă тĕлпулу

Пирĕн шкулта час-часах паллă çынсемпе кăсăк тĕлпулусем иртеççĕ. Акă нумай пулмасть эпир Илья Степанович Клочков фотокорреспондентпа тĕл пултăмăр.

Вăл 4 «б», 8 «а» класра вĕренекенсене юратнă профессийĕн вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ. Фотоĕçпе кăсăкланакан çамрăк сăнÿкерÿçĕсене фотоаппарат тĕсĕсемпе паллаштарчĕ, çак хатĕре туяннă чухне мĕне тимлемеллине ăнлантарчĕ. Илья Степановичăн хăш-пĕр ĕçне курма та май пулчĕ.

Лидия Васильевна Егорова вĕрентекен хăй те курав йĕркеленĕччĕ. Шкул хăни ăна тивĕçлĕн хакларĕ.

Ачасем тимлĕн итлерĕç сăнÿкерÿçе. «Тĕрĕс хатĕрленĕ ĕçсем паха та хаклă, çавăнпа та вĕсене тума чуна памалла. Чи кирли - сирĕн çак ĕç патне туртăм пулмалла», - терĕ Илья Степанович. Фотоĕçе юратакансемшĕн те, ăна хăнăхса пыракан шкул ачисемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те тĕлпулу усăллă иртрĕ.

Светлана ФЕДОТОВА.

Шупашкар,

24-мĕш шкул.

Лидия ЕГОРОВА сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.