Архив - Янв 2016

январь 27th

27 Янв, 2016

Сывлав органĕсен чирĕсене пула

Çуллен 1 пине яхăн çын пурнăçран уйрăлать

Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх - Чăваш Республикинче халăх вилĕмĕн сăлтавĕсенчен тăваттăмĕшĕ сывлав органĕсен чирĕ шала кайнинчен килет. Çавна пула çуллен пĕр пине яхăн çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать.

Аса илтеретпĕр: чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăка пĕтĕмлетнĕ май иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова 2016 çула Чăваш Енре сывлав чирĕсене сирессипе çыхăнтарассине пĕлтернĕччĕ.

27 Янв, 2016

“Çулталăк ансат пулмарĕ...”

Çак сăмахсене эрнекун ЧР Шалти ĕçсен министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче трибуна умне тухнисем пĕри те тепри палăртрĕç. Канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ, Мускавран РФ ШĔМĕн оперативлă шырав информацийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Виталий Шулик генерал-майор килнĕ, право хуралĕн органĕсен Чăваш Енри тытăмĕсен ертÿçисем пухăннă. Полицин иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç те - «ансат пулманни» докладсенче асăннă цифрăсенче те курăнать.

Преступленисен шучĕ 12% хушăннă

27 Янв, 2016

Кун çути курайман 66-мĕш

"Хыпар" хаçат хăйĕн вăрăм кун-çулĕнче темĕн те чăтса ирттернĕ. Мана 66-мĕш номерпе çыхăннă пăтăрмах кăсăклантарать. Пĕлес килет: мĕн сăлтавпа кун çути кăтартман ăна? Çав вăхăтра "Хыпар" редакторĕ кам пулнă?

П.РОМАНОВ.

Çĕмĕрле районĕ.

27 Янв, 2016

Лобачевский чĕртнĕ вучах хĕмленет

Тĕнчипех палăрнă математик Николай Лобачевский /1792-1856/ Куславкка тăрăхне пĕрремĕш хут килсенех килĕштернĕ теççĕ. Унăн чунне Атăл хăй тата ешĕл тавралăх тыткăнланă паллах. Тĕрĕссипе, унти илем камăн кăмăлне ан çавăртăр. Çавăнпа пĕр шухăшламасăрах вăл Куславккара çĕр туяннă.

27 Янв, 2016

Илеме фитнес-аэробика упрать

Кăрлачăн 24-мĕшĕнче Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче фитнес-аэробика енĕпе фестиваль иртрĕ. «Аэробикăпа туслă çын сывă та чипер, ырă чунлă та тăрăшуллă, хăюллă та ăнтăлуллă. Илем тĕнчене çăлать, илеме фитнес-аэробика упрать», - теççĕ.

27 Янв, 2016

Маунтинбайк ăсти кĕнеке вулама кăмăллать

Иртнĕ çулхи сезон маунтинбайк ăстишĕн Ольга Терентьевăшăн ăнăçлă пулчĕ: çамрăк спортсменка çĕршыв чемпионатĕнче çĕнтерчĕ тата тĕнче чемпионатĕнчен кĕмĕл медальпе таврăнчĕ.

январь 23rd

23 Янв, 2016

«Чăваш хĕрарăмĕ» 2 /924/ №. 23.01.2016

23 Янв, 2016

Ют çĕршыв çамрăкĕсем Шупашкарта хăйсене хăтлă туяççĕ

Республикăра тĕрлĕ халăх çынни туслă пурăнать. Шупашкарти аслă шкулсене вĕренме ют çĕршыв çамрăкĕсем çуллен килеççĕ. Студентсен кунĕ умĕн эпир Чăваш патшалăх университечĕн «хăнисемпе» курса калаçрăмăр.

«Пăрахса кайма пултараймарăм»

23 Янв, 2016

Тулли сумкăпа çÿреме кăмăллă

Лăпкăскер кун каçа темĕн те тума ĕлкĕрет вăл. Кил-тĕрĕшре, хуçалăхра та ĕç нумай. Каçал тăрăхĕнчи Нĕркеç хĕрĕ качча тухиччен уй-хир хуралçинче тăрăшнă. Ачаран ял илĕртнĕрен шкул хыççăн хулана тухса каяс темен вăл. Пĕр ĕçе те тиркемен сăпайлă та ырă кăмăллă пикене кÿршĕ ял каччи куç хывнă та урăх вĕçертмен.

23 Янв, 2016

Тăлăх нуши тăхăр сыпăклă

Юлашки çулсенче республикăра тăлăхсен шучĕ чаксах пырать. Ку чылайăшĕ ача çуртĕнчи шăпăрлансене хăйсен çемйине йышăннипе çыхăннă. «Пĕр хуранри яшка пурин валли те çитет», - тесе ахальтен каламаççĕ пуль çав. Икĕ ача пур çĕрте виççĕмĕшĕ те, тăваттăмĕшĕ те ытлашши мар.

Страницы