Сывлав органĕсен чирĕсене пула

27 Янв, 2016

Çуллен 1 пине яхăн çын пурнăçран уйрăлать

Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх - Чăваш Республикинче халăх вилĕмĕн сăлтавĕсенчен тăваттăмĕшĕ сывлав органĕсен чирĕ шала кайнинчен килет. Çавна пула çуллен пĕр пине яхăн çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать.

Аса илтеретпĕр: чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăка пĕтĕмлетнĕ май иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова 2016 çула Чăваш Енре сывлав чирĕсене сирессипе çыхăнтарассине пĕлтернĕччĕ.

Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче асăннă ведомствăра çак ыйтупа ирттернĕ пресс-конференцире унăн представителĕсем журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Мероприятие Алла Самойлова министр, министерствăн штатра тăман тĕп специалисчĕсем Владимир Дубов тата Елена Наумова, «Чăваш Ен» фонд президенчĕ Михаил Федотов хутшăнчĕç.

Юлашки виçĕ çулта республикăра сывлав органĕсен чирĕсемпе нушаланакан йышланнă. Çакă чи малтанах вĕсем пирус туртнипе тата экологи лару-тăрăвĕпе çыхăннă. Амаксен тытăмĕнче грипп, ОРВИ, пневмони, ÿпкен вăраха кайнă чирĕсем, бронх астми тĕп вырăн йышăнаççĕ. Министр палăртнă тăрăх - вĕсемпе кĕрешмелли çулталăк чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене сирессине халалланин тăсăмĕ пулса тăрать. Сăмах май, Нацин сывлăх лигин иртнĕ эрнере пухăннă с<ездĕнче Лео Бокерия академик чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли вунăçуллăх ирттермелли пирки пĕлтернĕ, ку енĕпе нумай вăхăтлăх комплекслă программа кирлине уйрăммăн палăртнă.

«Чĕре амакĕллĕ çыншăн пневмони нушаллă иртет. Вĕсем пĕрне пĕри витĕм кÿреççĕ. Çавна май аслă ăру çыннисемпе тимлĕрех пулма тăрăшатпăр, мĕншĕн тесен асăннă ÿсĕмрисен ÿпкепе çыхăннă çивĕч ыйтăвĕсем - çамрăк чухне пирус туртнин тата вăй хурса сахал ĕçленин витĕмĕ», - çирĕплетрĕ министр.

Министерство сывлав органĕсен чирĕсенчен вилессине чакарас тĕллевпе мероприятисен планне хатĕрленĕ. Врачсен пĕрлĕхĕ диагностикăн хальхи мелĕсемпе, медикаментозлă çĕнĕ йышши препаратсемпе усă курать. Çапах сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси тĕп вырăнта пулĕ. Граждансене ÿпке сывлăхĕн, сывлав органĕсен амакĕн ыйтăвĕсемпе тулли информаципе тивĕçтерессине тивĕçлипе хаклаççĕ, вĕсене диспансеризаци е профилактика тĕрĕслевĕ витĕр тухма сĕнеççĕ.

«Тухтăрпа канашламашкăн шикленмелле мар. Халăха вăл е ку амак тата ăна сирмелли майсем çинчен уççăн пĕлтерессине эпир пĕлтĕр те йĕркеленĕ. Ун чухне «Кăкăр тĕлĕнче ыратма тытăнсан васкавлă медпулăшăва чĕнсе ил» плакатсемпе анлă усă курнă. Пытармалли çук: ÿслĕк ерсен, вĕрилентерсе пăрахсан пациентсенчен хăшĕ-пĕри килте хăй пĕлнĕ пек сипленме тытăннă: температурăна чакаракан препарат, антибиотик ĕçнĕ. Чир шала кайсан кăна сиплев учрежденине лекнĕ. Ăссăрла хăтланни грипп эпидемийĕ вăхăтĕнче уйрăмах хăрушă - кун пек чухне пурнăçпа вилĕм хушшинчи этем шăпине татса памашкăн кашни самант хаклă, кая юлни инкекпе вĕçленме пултарать», - çапла шухăшлать Алла Самойлова.

Сывлав органĕсен чирне амалантаракан тĕп сăлтавсенчен пĕри - пирус туртни. Çавна май сиенлĕ йăлана сирмешкĕн медицина учрежденийĕсенчи сывлăх центрĕсен тата кабинечĕсен специалисчĕсен тĕллевлĕ ĕçлеме тивет. Общество организацийĕсемпе пĕрле «табак туртнине хирĕçлекен» саккуна пурнăçланин мониторингне малалла ирттереççĕ.

Унсăр пуçне министерство общественноçа хутшăнтарса пĕ­тĕм тĕнчери профилактика кунĕсенче - бронх астмипе кĕрешмелли, табак туртмасăр ирттернĕ кунсенче /çу уйăхĕнче/, спирометри кунĕнче /авăн уйăхĕнче/, пневмонипе тата ÿпкен обструктивлă чирĕсемпе кĕрешмелли кунсенче /чÿк уйăхĕнче/ тĕрлĕ акци йĕркелет.

Алла Самойлова министр шухăшĕпе, сывлав органĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăкра çакнашкал проектсене малалла тăснипе пĕрлех уçă сывлăшра йĕркеленисен хисепне ÿстермелле. Сывлăха тĕреклетмелли мероприятисене çынсене ытларах хутшăнтарма пултарнин эффективлăхĕ пы­сăкланмалла. Табакран пистерес тĕллевлĕ акцисем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалла, мĕншĕн тесен пирус туртакансен йышне кăçал татах чакармалла. Пĕлтĕр суту-илÿ центрĕсенче, халăх йышлă çÿрекен вырăнсенче «Юн тымарĕн патрулĕсем» тĕрĕслевсем йĕркеленĕччĕ. Кăçал вара «Сывлав патрулĕсем» дежурствăна тухĕç, юн пусăмне кăна мар, ÿпке калăпăшне те, вăл мĕнле ĕçленине те хаклĕç. Çынсем спирометрипе тата смокелайзерпа усă курса экспресс-диагностика тутарма пултарĕç.

Сывлăх сыхлавçисене пневмоние тата ÿпкен обструктивлă вăраха кайнă чирне пула çынсем вилесси ÿсни канăçсăрлантарать. Унашкаллисем сывлав органĕсен амакне пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнисен 88 проценчĕ шутланаççĕ.

Планăн пĕлтерĕшлĕ пункчĕсенчен пĕри - республикăри халăха грипран тата пневмококк инфекцийĕнчен иммунизацилесси. 2015 çулта грипран çынсен 30 процентне прививка тунă, пилĕк çул каялла ку кăтарту 18 процент кăна пулнă. Вакцинаци пулăшнипе юлашки 3 çулта гриппа ОРВИ чирĕсене ытлашши сарăлма паман.

Пневмококк инфекцийĕнчен республикăра 2014 çулта иммунизацилеме пуçланă. Профилактика прививкисен Наци календарĕпе килĕшÿллĕн çулталăка çитмен ачасене чи малтан хÿтĕленĕ, вĕсемсĕр пуçне - сахăр диабечĕпе, чĕре, пÿре, пĕвер чирĕсемпе нушаланакан аслă ÿсĕмри 2 пин çынна. Кăçал пневмококк инфекцийĕнчен асăннă чирсем пуррисен 3 пинĕшне вакцинацилеме палăртнă.

«Хăшне-пĕрне прививка тутармашкăн шикленÿлĕх туйăмĕ чарса тăрать пулинех. Хăрамалли çук, практика çирĕплетнĕ тăрăх, вакцинациленĕ пĕр çын та пневмонипе чирлемен», - палăртрĕ министр.

Валентина ИЛЬИНА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.