Архив - 24 Ноя, 2016
«Иккĕмĕш анне те, психолог та»
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 46 /895/ №, 24.11.2016
Чечек парнелесчĕ... Чечек çыххисем мĕнле йĕркелесси, пÿрте-çурта илемлетесси пирки Зоя Сергеева флористкăпа калаçрăмăр.
Жимолость — ир пиçекен çырла Рационта чĕрĕ паха апат сахал чухне çемçе кăвак çырласен илĕртÿлĕхĕ пурах.
Техĕмлĕх курaкĕсем Пăрăç — хĕрлĕ хаяр пăрăç пирĕн тăрăхра та аванах çитĕнет.
Ӳсен-тaрана тĕрĕс витмелле Çулсеренех ÿсен-тăрана хĕле хатĕрлемелли пирки калаçатпăр. Пурпĕрех «хăçан, мĕнле, мĕнпе витмелле?» ыйтусем чылай килеççĕ.
Чечек парнелесчĕ...
Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче кун тăршшĕ кĕскелсех юлать, хĕвел те йăпăрт çеç курăнкаласа илет. Çут çанталăк, ÿсен-тăран тĕнчи — канма каять. Шăпах хура кĕркунне, чÿкĕн юлашки вырсарникунĕнче Амăшĕсен кунне паллă тăваççĕ. Çакă лайăх та. Уяв ăмăр çанталăкра килсен те кăмăла çĕклентерет. Çулла-çуркунне уяв шухăшĕ-и? Йăлтах ĕлкĕрмелле — пахчаçимĕç ÿстермелле, выльăх-чĕрлĕх пăхмалла, чечек-курăк... Халĕ, пахча ĕçĕ вĕçленнĕ майăн, уяв тĕлне киле-çурта илемлетсе хăтлăх кÿме, аннесене чечек çыххи парнелеме сăлтав пур.
Чечек çыххисем мĕнле йĕркелесси, пÿрте-çурта илемлетесси пирки Зоя Сергеева /сăн ÿкерчĕкре/ флористкăпа калаçрăмăр.
Жимолость — ир пиçекен çырла
Жимолость — пирĕн тăрăхра чи малтан çимĕç паракан тĕм. Пахчара редискăпа сухансăр, çамрăк салатсăр пуçне нимĕн те пулса ĕлкĕреймен-ха, çăка чечекĕ те çурăлайман, жимолость вара çимĕç пама ĕлкĕрет. Çĕртме уйăхĕн çурринчех пиçсе çитеççĕ унăн çырлисем. Рационта чĕрĕ паха апат сахал чухне çемçе кăвак çырласен илĕртÿлĕхĕ пурах. Жимолость хăйне валли нумай вырăн та ыйтмасть. Улма йывăçĕсен айккипе, карта çуммипе, чĕрĕ хÿме вырăнне те лартма пулать ăна.
Техĕмлĕх курaкĕсем
Пăрăç — хĕрлĕ хаяр пăрăç пирĕн тăрăхра та аванах çитĕнет. Вăл 60 см çÿллĕш, тăсмака çулçăллă. Çимĕçĕ тутлă пăрăçран тăсмакрах, çинçерех. Хальхи вăхăтра икĕ пин ытла сорт кăларнă. Вĕсем çимĕç формипе, тĕсĕпе, хĕртÿлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне пăрăçсăр май килмест. Пулă, аш-пăш, пахчаçимĕç тăварлама, маринадлама, пăшăхлама, пĕçерме кирлĕ вăл.
Хаяр хĕрлĕ пăрăçа пиçсе çитнĕ çимĕçрен хатĕрлеççĕ. Ăна татса пуçтараççĕ, типĕтеççĕ, вăрринчен, тунинчен уйăрса авăртаççĕ. Пăрăç мĕншĕн чĕпĕтет? Капсаицин текен вещество «айăплă» çакăншăн.
Ӳсен-тaрана тĕрĕс витмелле
Çулсеренех ÿсен-тăрана хĕле хатĕрлемелли пирки калаçатпăр. Пурпĕрех «хăçан, мĕнле, мĕнпе витмелле?» ыйтусем чылай килеççĕ.
Малтанах çакна асăрхаттарса хăвармалла. Пахчара ăçта, мĕнле сортсем ÿснине ятарлă блокнота паллă тумалла. Çакă пахчаçăна хăш сортсем сивве тÿсĕмлĕ, лайăх хĕл каçнине, малашне вĕсене мĕнле пăхмаллине палăртма пулăшĕ. Çакна улма-çырла тĕмĕсемпе çеç мар, пĕр çул ÿсекен ÿсен-тăранпа та йăлана кĕртмелле. Блокнотра вăл е ку пахчаçимĕç тухăçлăхĕ, хăйнеевĕрлĕхĕ пирки çырса хуни малашне хăвăра килĕшнĕ сорта суйлама пулăшĕ.