«Иккĕмĕш анне те, психолог та»
Вĕрентекен профессийĕнче, ытти ăсталăхри пекех чи кирли — хăв пурнăçлакан ĕçе чунтан юратни. Педагогсем çине пăхсан вĕсем пĕтĕмпех пĕлнĕн туйăнать, ачан кашни ыйтăвне хуравлама пултараççĕ. Анчах çакăн патне çитме мĕн чухлĕ тăрăшмалла…
Шупашкарти 37-мĕш шкул вĕрентекенĕ Елена Владимировна Ефремова пирки: «Вăл учитель пулмах çуралнă», — теççĕ. Чăнах та, вăл пĕчĕкренех çак профессипе кăсăкланнă. Хăйне пĕлÿ пухма пулăшакан пĕрремĕш вĕрентекенне — Александра Аркадьевна Яковлевăна — ырă сăмахпа аса илет Елена Владимировна.
— Манăн пĕрремĕш учитель питĕ ырă кăмăллăччĕ, эпир унăн урокĕсене хаваспах çÿреттĕмĕр. Шăпах ăсталăхне кура çак профессие кăмăллама, ÿссен вĕрентекен пулма ĕмĕтленме пуçларăм, — тет аслă категориллĕ педагог.
Елена Владимировна Красноармейски районĕнчи Çеçмер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Саккăрмĕш класс хыççăн Канашри педагогика училищинче, ун хыççăн Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлÿ пухнă. Алла диплом илсен çамрăк специалист Муркаш районĕнчи Тивĕш шкулĕнче вăй хунă.
Шупашкарти шкулта вăл 1994 çултанпа тăрăшать. 35 çул хушшинче миçе ачана вĕрентсе кăларман-ши хастар педагог? Хăшĕ-пĕрисем ÿссе çитĕнсен те хăйсен «иккĕмĕш амăшне» манмаççĕ, шкула пырса çÿреççĕ, унпа çыхăннă самантсене аса илсе кăмăллăн йăл кулаççĕ.
Кăçал Елена Владимировна — 1-мĕш класс ертÿçи. Тин çеç ача садĕнче выляса-кулса вăхăт ирттернĕ шăпăрлансене пĕлÿ тĕнчипе кăсăклантарма çăмăлах мар. Чи малтанах вĕсене пĕр вырăнта кирлĕ пек ларма, пĕр-пĕринпе хутшăнма хăнăхтармалла. 32 ача пĕр туслă йыш пулса тăмалла. Пĕчĕкскерсене саспаллисемпе хисепсене ăса хывма çăмăлрах пултăр тесе Елена Владимировна занятисене вăйă евĕрлĕ ирттерет. Ача садĕнче вĕренме пуçланине халĕ малалла тăсмалла-çке вĕсен.
— Вĕрентекенĕн вĕренекенсемшĕн амăшĕ те, кукамăшĕ-асламăшĕ те, психолог та пулмалла. Кашнинпе пĕр чĕлхе тупмалла, ачана ăнланма тата пулăшма пĕлмелле, — тет пĕрремĕшсемшĕн кĕске вăхăтрах çывăх çын пулса тăнă педагог.
Вĕренекенĕсене тÿрĕ те ырă кăмăллă, çивĕч ăс-тăнлă та анлă тавракурăмлă, çĕршыва юрăхлă çын тăвасси — унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Çак тивĕçсене вăл чунтан тата туллин пурнăçлать, çулсерен вун-вун ачана ырă тĕслĕх кăтартса пĕлÿ тĕнчине ертсе кĕрет.
Нина ЦАРЫГИНА.
И.КЛОЧКОВ сăнÿкерчĕкĕ.
Комментировать