Жимолость — ир пиçекен çырла

Жимолость — пирĕн тăрăхра чи малтан çимĕç паракан тĕм. Пахчара редискăпа сухансăр, çамрăк салатсăр пуçне нимĕн те пулса ĕлкĕреймен-ха, çăка чечекĕ те çурăлайман, жимолость вара çимĕç пама ĕлкĕрет. Çĕртме уйăхĕн çурринчех пиçсе çитеççĕ унăн çырлисем. Рационта чĕрĕ паха апат сахал чухне çемçе кăвак çырласен илĕртÿлĕхĕ пурах. Жимолость хăйне валли нумай вырăн та ыйтмасть. Улма йывăçĕсен айккипе, карта çуммипе, чĕрĕ хÿме вырăнне те лартма пулать ăна.

Жимолость хăвăрт ÿсекен тĕм. Пĕр çулхи тĕме лартатăн та икĕ çултан унăн пирвайхи çырлисене тутанса киленетĕн. Тепĕр çултан вара самаях çырла пуçтарма пулать.

Халĕ жимолость сорчĕсем нумай. 5 метра яхăн çитĕнекеннисем те, çын çÿллĕшĕнчен лутрараххисем те пур. Çÿллĕ жимолостĕн çырлисем çиме юрăхсăр пулма пултараççĕ. Çавăнпа ятарлă питомниксенчен туянмалла, унăн пахалăхĕсемпе кăсăкланмалла. Ятарласа чĕрĕ хÿме вырăнне çитĕнтермелли сортсем пур. Çырлаллă пулас тесен çакăн пирки тĕпчеме ан манăр.

Лайăх сутуçă тĕме мĕнле çитĕнтермеллине, пăхмаллине, ĕрчетмеллине ăнлантарса паратех.

Жимолость хунавне туяннă чухне мĕн пăхмалла-ха?

  • 2-3 çулти тĕм пулсан аван. Çимĕç тепĕр çулхинех çисе пăхма пултарăр.
  • Туратсем лайăх авăнмалла, хуçăк-хăрăк тĕм ан пултăр.
  • Жимолость вулли яка мар, хăрпăкланса вистенсе тăрать. Ку тиркемелли сăлтав мар, çапла пулмалла та.
  • Тымар лайăх аталаннине пăхăр. Йышлă тымар, хунавсем çинче папкасем пулни тĕм пахалăхне çирĕплетет.
  • Жимолость — хĕреслĕ шăркаланса çимĕç çитĕнтерет. Пĕр тĕм тата пĕр йышши сорт çителĕксĕр. Пĕр тĕм çеç лартсан нихăçан та çырла памĕ вăл. Икĕ-виçĕ тĕрлĕ сорт туянни çителĕклĕ. Каярах, жимолосте килте ĕрчетме пулать. Хунава çĕр çумне авса çирĕплетсе тымарлантарма, турат-сапанран ĕрчетме пулать.

Юнтарчăк, кутăн ÿсен-тăран мар пулин те çимĕç илес тесен хăшпĕр сăлтавсене пĕлмеллех. Йывăç айĕнче, сулхăн енче пулсассăн унăн çырли сĕре сайра пулĕ, хăвăрт пиçмĕ. Пулăхлă тăпрара, çутă çĕрте жимолость ăнса пулать. Çиллĕ вырăна юратмасть. Хÿтлĕхе кăмăллать.

Ăна тĕрлĕ чир-чĕр аптăратсах каймасть. Кĕркунне хăрнă, ытлашши чăтлăхланакан туратсене касмалла, тĕм айĕнчи тăпран çиелти сийне кăпкалатмалла, çумкурăкран тасатмалла. Çуркунне тислĕкпе, азот удобренийĕпе апатлантармалла.

Пахчара жимолость валли вырăн тупсан çулсеренех çăва тухнă-тухманах усăллă та сиплĕ çырла çисе савăнма май пулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.