Техĕмлĕх курaкĕсем

24 Чÿк, 2016

Пăрăç — хĕрлĕ хаяр пăрăç пирĕн тăрăхра та аванах çитĕнет. Вăл 60 см çÿллĕш, тăсмака çулçăллă. Çимĕçĕ тутлă пăрăçран тăсмакрах, çинçерех. Хальхи вăхăтра икĕ пин ытла сорт кăларнă. Вĕсем çимĕç формипе, тĕсĕпе, хĕртÿлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне пăрăçсăр май килмест. Пулă, аш-пăш, пахчаçимĕç тăварлама, маринадлама, пăшăхлама, пĕçерме кирлĕ вăл.

Хаяр хĕрлĕ пăрăçа пиçсе çитнĕ çимĕçрен хатĕрлеççĕ. Ăна татса пуçтараççĕ, типĕтеççĕ, вăрринчен, тунинчен уйăрса авăртаççĕ. Пăрăç мĕншĕн чĕпĕтет? Капсаицин текен вещество «айăплă» çакăншăн.

Европăра, сивĕ тăрăхсенче пурăнакансем пăрăçа шăрăх çĕрсенче пурăнакансенчен сахалрах çиеççĕ.

Пăрăçа халăх медицининче тата фармацевтикăра та усă кураççĕ. Вăл микробсене пĕтерет, апат çиес килнине вăйлатать. Апат анмасан пăрăç настойкине 10-15 тумлам ĕçмелле. Анчах хырăмлăх, пÿре сывă çынсемшĕн çеç усăллă вăл. Стенокарди, гастрит, язва, гипертони чирĕсем пулсан вăйлă пăрăçлă апат çиме, унăн настойкипе сипленме юрамасть.

Пăрăçпа ÿте хĕртсе тăракан маçсем, пластырьсем тăваççĕ.

Техĕмлĕх пăрăçĕ /перец душистый/ — тропик тăрăхĕнче ÿсекен сиплĕ пимент йывăçĕн пулса çитеймен çимĕçĕ. Пиментăн тăван çĕршывĕ — Кариб утравĕсем. Индире, Кăнтăр Америкăра, Кубăра, Ямайкăра çитĕнтерсе туса илеççĕ. Çимĕç техĕмлĕ пултăр тесе пимент вăррине пулса çитиччен пуçтарса типĕтеççĕ.

Техĕмлĕх пăрăçне апат-çимĕç, косметика промышленноçĕсенче, медицинăра усă кураççĕ.

Апат хатĕрленĕ çĕрте унăн вырăнĕ хаяр пăрăçăнни пекех. Апата техĕмлĕх кÿрет, тутлăлантарать. Косметика промышленноçĕнче пимент вăрринчен эфир çăвĕ кăлараççĕ, ăна тĕрлĕ духи, супăнь хатĕрленĕ чухне усă кураççĕ.

Техĕмлĕх пăрăçĕпе вар-хырăм ĕçĕ пăсăлсан, хырăм пăкăртатсан сипленеççĕ. Темиçе пĕрчĕ пăрăçа чăмламасăрах шывпа ĕçсе çăтса ямалла. Вар часах хытĕ. Унран хатĕрленĕ маçсемпе сыпăсем ыратсан сипленеççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.