Комментировать

24 Ноя, 2016

«Инçет вырăнсенчи тĕлпулусем» — Чурачăкра

Кĕнеке вулакан ачан тавракурăмĕ анлă, ăс-тăнĕ çивĕч. Литература тусĕсене валли Наци библиотеки тăтăшах тĕрлĕрен акци ирттерет. Вĕсенчен пĕри — «Инçет вырăнсенчи тĕлпулусем».

Çак акципе килшÿллĕн нумаях пулмасть Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк шкулĕнче тĕлпулу иртрĕ. Наци библиотекин ĕçченĕ Ольга Тимофеева пĕчĕк вулакансене вĕсен юратнă çыравçипе Николай Ишентейпе тата çамрăк сăвăçпа Лариса Петровăпа паллаштарчĕ.

Николай Ишентейĕн кĕнекисене вуламан ача çуках. Чылай хайлавне шкул программине кĕртнĕ-çке. Нумайăшĕнче ачасем хăйсене палласа илме пултараççĕ. Çавăнпах вĕсем юратнă çыравçăн кашни сăмахне кăсăкланса итлерĕç. Ыйту паракансем те сахал мар пулчĕç. Николай Петрович пурнăçĕпе пултарулăхĕнчи интереслĕ самантсене аса илчĕ. Чи малтанхи сăввине вăл улттăмĕш класра вĕреннĕ вăхăтра çырнă иккен. Çавăн чухнех хăйĕн пĕрремĕш премине — виçĕ тетраде — тивĕçнĕ. Пĕрремĕш кĕнеки вара 1993 çулта пичетленсе тухнă.

Паллах, ачасене Николай Петрович шкулта мĕнле вĕренни те, мĕншĕн Ишентей хушма ят суйласа илни те, хавхалану ăçтан килни те кăсăклантарчĕ.

— Отличник пулман, — пат татса каларĕ поэт пĕр пытармасăр. — Анчах лайăх вĕреннĕ. Ишентей — манăн асаттен тĕне кĕричченхи ячĕ. Хавхаланăва вара таврари çынсенчен илетĕп. Эсир те мана питĕ хавхалантаратăр.

Лариса Петрова та ачасене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, «Тантăш» хаçатра пĕрремĕш хут пичетленнĕ сăввине вуласа пачĕ, пĕчĕк сăвăçсене хăйсен ĕçĕсене хаçат-журнала ярса пама сĕнчĕ.

Мероприяти вĕçĕнче вара илемлĕ вулав конкурсĕ иртрĕ. Ачасем Николай Ишентейĕн хайлавĕсене çав тери палăртуллă, тăрăшса вуларĕç, юратнă поэтăн кĕнекисене тивĕçрĕç.

«Инçет вырăнсенчи тĕлпулусем» çакăнпа кăна вĕçленмĕç, çывăх вăхăтрах республикăмăрăн ытти районĕнче те пулĕç. Эсир вара, вулаканăмăрсем, хăш çыравçăпа тĕл пулса калаçас килнине вырăнти вулавăш ĕçченĕсене пĕлтерме пултаратăр.

Лада МАРКИЗОВА.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.