Архив - Окт 2016

октября 27th

27 Окт, 2016

Çынсен чунсăрлăхĕ сусăр чĕрине амантать

Катя Самойлова 16 çул тултарсан йытă-повадырь пирки /куç япăх тата пачах курман çынсене ертсе çӳремешкĕн ятарласа вĕрентнĕ йытă/ ĕмĕтленме тытăннă. 18-мĕш çуралнă кунне паллă тусанах вăл çакнашкал йытăсене хатĕрлекен шкула кашни кун тенĕ пекех шăнкăравлама пуçланă. Вăхăт нумаях та иртмен — Катьăна Мускава тăватă ураллă тусĕпе паллашмашкăн чĕннĕ. «Час-часах шăнкăравланă хĕрача килчĕ», — Чăваш Ен ачине курсан пăшăлтатма тытăннă пансионатра. Катя Вакса ятлă лабрадорпа тӳрех пĕр чĕлхе тупнă. Чăваш Ене таврăннă чухне Çĕр çинче унран телейлĕ çын пулман: тинех вăл шкула хăй тĕллĕн çӳреме тытăнĕ, ашшĕ-амăшĕ пулăшмасăрах уçăлма тухĕ…

27 Окт, 2016

Йывăр чухне те Турăран пулăшу ыйтман

Кĕçех иккĕмĕш пепкине çуратма хатĕрленекен Аньăран телейлĕрех хĕрарăм Çĕр çинче çук та пулĕ. Хĕвел пек çутă сăн-пит, кĕлте пек хулăн та вăрăм çӳç... Çак илеме куç ӳкерес мар тесе çепĕç саслă, йăваш чунлă Аня çине тĕсесе пăхма та шиклентĕм. Юратнă упăшка, чун тĕпренчĕкĕ Оксана, пысăк та хăтлă çурт... йăлтах пур унăн халĕ. Кам та кам, анчах 24-ри Аня çак телее курма тивĕçлех. Мĕн чухлĕ хуйхă тӳссе ирттермен-ши вăл? Малалла вулас...

 

27 Окт, 2016

Кашни роле чунран вылять

Пӳлĕме тăпăлкка та чипер сăн-питлĕ, именчĕк хĕр кĕрсе тăни паянхи кун та асран тухмасть. «Сывлăх сунатăп. «Çăлкуç» халăх театрĕ çакăнта вырнаçнă-и?» — сăпайлăн ыйтрĕ вăл. «Çакăнта», — терĕм. Ун чухне Роза Иванова мана хăйĕн сăввисемпе паллаштарчĕ. Юрласа-ташласа кăтартма та ӳркенмерĕ. «Чăн-чăн артистка ку», — тесе шухăшларăм ăшăмра. Малалла вулас...

27 Окт, 2016

Арăмĕ упăшкине тĕрмене хуптарнă

Анчах хăй те ирĕкре нумай пурăнайман

«Ир такăнсан каçчен», — çапла калатчĕ тăнлавне пас тытнă кукамай. Куславкка районĕнчи Куснар ялĕнче пурăнакан Педюсевсем патĕнче пулнă хыççăн шăпах çав сăмахсем аса килчĕç. Унта эпир ачисене пĕччен ӳстерекен ашшĕне шыраса çитрĕмĕр.

27 Окт, 2016

Пилеш пăхма пит хитре

Çĕр çинче пилешĕн 100 ытла сорчĕ тĕл пулать, вĕсенчен 30-шĕ Раççейре çитĕнет. Çак йывăç Европăра, Азире тата Çурçĕр Америкăра анлă сарăлнă. Унăн çырлипе апат-çимĕç хатĕрленĕ çĕрте усă кураççĕ, йывăçĕпе вара сĕтел-пукан тăваççĕ. Вăл питĕ çирĕп.

Пилеш пур çĕрте те ӳсме пултарать, 50 градус сивве те чăтать. Ăшăрах вырăнта 15 метр çӳллĕш çитĕнет.

27 Окт, 2016

Хаяр тымарĕ

Вăл сывлăхшăн сиплĕ витаминсемпе, ами­но­йӳçексемпе тре­­­­­онин, лейзин, феланин, триптофан, метионин, эфир çăвĕсемпе пуян. Хаяр тымарĕнче марганец, тимĕр, кали, фосфор, магни тата ытти усăллă япала нумай.

Вăл юна шĕветет, апата лайăх ирĕлтерет, хырăмлăх сĕткенĕн ĕçне лайăхлатать, апатпа наркăмăшлансан пулăшать, иммунитета çирĕплетет.

27 Окт, 2016

Çĕр пулăхлă-и?

Садри, пахчари сăтăрçăсемпе хыр йĕппи кĕрешме пулăшать. Ăна 1 кг пуçтаратпăр та 5 л шыва яратпăр, пĕр эрнелĕх тĕттĕм вырăна лартатпăр. Хыр йĕппи сиплĕхне вăйлатма шĕвеке кунсерен пăтрататпăр. Ун хыççăн сăрăхтаратпăр. Сапас умĕн малтанхи шая çитиччен шыв хушатпăр. 5 литра 20 г шĕвĕ супăнь ярсан шĕвек сиплĕхĕ тата та ӳсет. Унпа усă курса пахчаçимĕçпе улма-çырлана тĕрлĕ хурт- кăпшанкăран хӳтĕлетпĕр.

27 Окт, 2016

Кăмпа пирки пĕр-ик сăмах

— Типĕтнĕ кăмпана темиçе сехет тăвар янă сĕтре тытмалла. Вăл тин татнă пек пулĕ.

- Кашни кăмпан тути урăхларах. Çавăнпа вĕсене уйрăмшарăн тăварламалла.

- Маринадланă кăмпа пăнтăхасран çиелтен ӳсентăран çăвĕ ямалла.

- Типĕтме, тăварлама çирĕп, сиенленмен кăмпа лайăх.

— Шултра, шурă кăмпасене типĕтсен лайăхрах. Маринадласан вĕсем саланаççĕ, тăвар шывĕ те пăтранчăк пулать.

— Кăмпа йăлтах тутлăхлă мар. Сăмахран, унăн шĕлепкинче клетчатка сахалрах. Çавăнпа хырăмлăхра та çăмăллăнах ирĕлет.

Страницы