Комментировать

27 Окт, 2016

Çĕр пулăхлă-и?

Садри, пахчари сăтăрçăсемпе хыр йĕппи кĕрешме пулăшать. Ăна 1 кг пуçтаратпăр та 5 л шыва яратпăр, пĕр эрнелĕх тĕттĕм вырăна лартатпăр. Хыр йĕппи сиплĕхне вăйлатма шĕвеке кунсерен пăтрататпăр. Ун хыççăн сăрăхтаратпăр. Сапас умĕн малтанхи шая çитиччен шыв хушатпăр. 5 литра 20 г шĕвĕ супăнь ярсан шĕвек сиплĕхĕ тата та ӳсет. Унпа усă курса пахчаçимĕçпе улма-çырлана тĕрлĕ хурт- кăпшанкăран хӳтĕлетпĕр.

Шĕвеке хăвăрт хатĕрлемелле чухне хыр йĕппипе вĕретнĕ шыва 1:1 виçепе илетпĕр, пĕр талăк лартатпăр. Сăрăхтаратпăр, шĕвĕ супăнь хушатпăр. Усă куриччен çăра шĕвеке шывпа хутăштармалла 1:5 виçепе. Пахчаçăсен сĕнĕвĕпе унпа ӳсентăрана каç енне сапмалла. Капла унăн витĕмĕ пысăк.

Çак виçене шута илмелле: хурлăхан тĕмне – 1,5 л, йĕплĕ хурлăхана – 1 л, хăмла çырлине – 2 л, пĕр тăваткал метр çĕр çырлине – 0,2 л, çитĕннĕ йывăçа – 10 л. Хурлăханпа йĕплĕ хурлăхана чечеке ларсан пĕрĕхтереççĕ. 5 кун иртсен ку ĕçе тепĕр хут пурнăçлаççĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.