Пилеш пăхма пит хитре

27 Юпа, 2016

Çĕр çинче пилешĕн 100 ытла сорчĕ тĕл пулать, вĕсенчен 30-шĕ Раççейре çитĕнет. Çак йывăç Европăра, Азире тата Çурçĕр Америкăра анлă сарăлнă. Унăн çырлипе апат-çимĕç хатĕрленĕ çĕрте усă кураççĕ, йывăçĕпе вара сĕтел-пукан тăваççĕ. Вăл питĕ çирĕп.

Пилеш пур çĕрте те ӳсме пултарать, 50 градус сивве те чăтать. Ăшăрах вырăнта 15 метр çӳллĕш çитĕнет.

Çимĕçĕпе халăх медицининче анлă усă кураççĕ: вирус инфекцийĕсене пĕтерме, вăй-хала çирĕплетме, пуç ыратнине ирттерме. Пилешре С витамин нумай: 100 г çырлара 200 мг. Çавăн пекех каротин тата Р витамин та. Унсăр пуçне органика йӳçекĕпе те пуян вăл, ытларах — сорбин йӳçекĕпе. Ăна пула вăл вируспа çеç мар,бактерисемпе те кĕрешет.

Пилеш, чăн та, пăхма çав тери хитре, анчах йӳçĕ. Тăм ӳксенех унăн тути улшăнать, кăштах тутлăланать. Унăн йӳçеклĕхĕ сахăр шайĕнчен килет. Сăмахран, уй-хирте, вăрманта çитĕнекеннисен сахăр шайĕ 5 процент çеç, килтисен вара 8 процентпа танлашать, тепĕр чухне ытларах та пулать.

Пилеш çимĕç паракан йывăç шутланать. Анчах та ăна халăхра питех хакламаççĕ. Мĕншĕн тесен унăн çырлипе питех усă курмаççĕ. 20 çул çитĕнекен йывăç вара çулталăкра 100 кг тухăç пама пултарать. Раççейре ӳсекен «невежинская» сортăн çимĕçĕ самаях пысăк. Вăл ытти сортран пылакрах пулнипе палăрса тăрать. Унта сахăр шайĕ — 9 процент. Унăн ячĕ Владимир облаçĕнчи Невежино ял ячĕпе çыхăннă.

Раççейĕн кăнтăр регионĕсенче «крымская крупноплодная» сорт анлă сарăлнă. Ăна Крым тутарĕсем ĕрчетнĕ. Çырли ыттисенчен самай шултра, сахăр шайĕ те пысăк, 14 процент. Раççейĕн вăтам тăрăхĕсенче ăна çитĕнтерме кансĕр, мĕншĕн тесен вăл сивĕрен шикленет.

Пилешпе халăх медицининче анлă усă кураççĕ пулин те официаллă медицинăра унран халиччен пĕр эмел те хатĕрлемен.

Шустовпа Смирнов «невежинская» сортран пилеш настойки хатĕрленĕ. Рецептурăра ăна «нежинская» ят панă. Ытти конкурентран уйрăлса тăтăр тесе. Анчах халăхра вăл «Пилеш настойкипех» çӳрет.

Çырли, палан пекех, çемье символĕ шутланать. Ăна чӳрече ани çине, рамăсем хушшине хураççĕ. Пилеш тĕсне çухатмасăр та çемье телейĕ пĕтмест теççĕ. Вăл ытларах хĕрарăмсене пулăшнине калаççĕ.

Пилеше тĕрĕре те анлă усă кураççĕ, кĕпесем çине тĕрлеççĕ. Çак йывăç çынна кăмăл-туйăм пăсăлнинчен те сиплет. Ун çине çурăмпа тайăнмалла çеç.

  •  Пилеш нумай пулсан ыраш вăйлă пулать теççĕ.
  •  Пилешрен тĕрлĕ усал хăраса тăрать.
  •  Пилеш нумай пулсан — хĕлле шартлама сивĕсем кĕт.

Унăн çырлинчен тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Сăмахран, компот, квас, кĕсел, варени, повидло, желе.

Повидло пĕçерме 1 кг пилеше 1 стакан шывра вĕретмелле, пиçсе çемĕçсен ăна ала витĕр юхтарса илмелле. Унта 0,5 кг сахăр ямалла та кирлĕ таран çăралса çитиччен пĕçермелле.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.