Архив - Сен 2015

сентября 25th

25 Сен, 2015

Канăçсăр чунлă Тимофеев

"Эпир сире ĕçлеме вĕрентнĕ. Кирек ăçта кайсан та выçă лармăр", - пурнăçăн анлă çулĕ çине çапла каласа кăларнă ачисене Мария Даниловнăпа Валерий Павлович Тимофеевсем. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шанарпуçĕнче кăна мар, таврари ялсенче те çак çемьене пĕлмен çынна тупаймăн. Хисеплеççĕ ăна. Валерий Павлович пурнăçран уйрăлнăранпа пилĕк çул иртрĕ ĕнтĕ. Вăл çине тăрса яваплă ведомствăсемпе министерствăна çитмен пулсан Шанарпуçне, тен, паян та Сĕнтĕрвăрринчен, Çĕнĕ Шупашкартан пассажирсене турттаракан автобуссем çÿремĕччĕç.

25 Сен, 2015

Пĕлсе суйламалла

Сĕт нумай паракан ĕнене суйланă чух кÿлепине лайăх сăнăр, мĕншĕн тесен çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сĕтлĕ выльăхăн мускулатури ытла вăйлă аталанман, хырăмĕ, çилли пысăк, ÿт шăмми çирĕп.

Кунашкаллин апат ирĕлтерекен тытăмĕ тата ÿпки лайăх аталаннă. Аяк пĕрчисем хушши сарлака пулсан аван, кун пек выльăхăн ÿпки пысăк.

сентября 24th

24 Сен, 2015

Ĕне сĕчĕ - чĕлхи çинче

Ĕне туянас тетĕп. Ĕне сĕтлине мĕнле паллăсемпе пĕлме пулать, мĕнле ăратлине туянсан лайăхрах-ши?

Людмила ПРОКОПЬЕВА.

Муркаш районĕ.

Ялхуçалăхне пĕлмен çыншăн ĕне - сĕт паракан выльăх çеç. Ĕне ăрачĕ-мĕнĕ питех кăсăклантармасть тейĕпĕр. Ял çыннишĕн ĕне - чи кирлĕ чĕрчун. Унăн пахалăхĕ - тĕп ыйтусенчен пĕри.

Ĕне ăрачĕ йышлă. Сĕтлĕх, какайлăх, сĕтлĕх-какайлăх тĕлĕшпе ĕрчетекеннисем пур. Ку статьяра сĕтлĕх ĕне ăрачĕсем пирки сăмах пуçарăпăр.

24 Сен, 2015

Тaрна кунĕ

Сентябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăрна кунне паллă тăваççĕ. Тăрна - питĕ авалхи кайăк. Вĕсен малтанхи тĕсĕсем 40-60 млн çул каяллах пулнă теççĕ ăсчахсем. Тăрнасен тĕп килĕ - Çурçĕр Америка, унтан вĕсем Азине, каярах Африкăна, Австралине сарăлнă. Хальхи вăхăтра тăрнасем Антарктидăпа Кăнтăр Америкăсăр пуçне пур çĕрте те тĕл пулаççĕ. Хĕл каçма Иран тата Инди çĕршывĕсене вĕçеççĕ. Пурĕ тăрнасен 15 тĕсне /вид/ палăртнă. Вĕсенчен 7 тĕсĕ Раççейре тĕл пулать. Хăшпĕр тĕсне Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ.

24 Сен, 2015

Хуртсем ирĕкрех хĕл каçаççĕ

Чылай хурт-хăмăрçăна, уйрăмах анчах çак ĕçе пуçăннисене е сахал вĕлле тытаканнисене, пыл хурчĕсене мĕнле хĕл каçарасси самаях шухăшлаттарать. Тин пуçлаканăн омшаник та çук, тĕп сакайне антарни те меллех мар. Хурт-хăмăрпа ĕçлеме пуçласассăнах çакă маншăн та пуçватмăш пулнă. Эпĕ вĕлле хурчĕсене ирĕкрех хĕл каçарма пуçларăм. Хамăн опытпа сире те паллаштарма шухăшлатăп.

24 Сен, 2015

«Тантăш» 39 (4453) №. 24.09.2015

24 Сен, 2015

Хапхана мечĕк кĕртрĕ Саша, ăна саламларĕ тусĕ Паша

Акă ĕнтĕ миçемĕш кун уяр çанталăк ачасене ырă кăмăл парнелет. Кăвак тÿпе пăртан тасалнă тинĕс евĕрех курăнать. Хĕвел хĕртет те хĕртет. Сентябрь уйăхĕн-чи юлашки ăшă кунсем тăраççĕ ахăртнех.

24 Сен, 2015

Çамрăксен бригади - ялан малта!

Çитес çул Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнине хапăлласа йышăнтăмăр. Çавна май вĕрентекенсен конференцийĕнче те тĕп ыйту ачасен малашнехи пурнăçра хăйсене кирлĕ профессие тĕрĕс суйласа илмелли пулчĕ.

Страницы