Архив - Сен 2015

сентября 29th

29 Сен, 2015

Наци кросĕ туслăха çирĕплетет

ФОТОРЕПОРТАЖ

Вырсарникун Шупашкарти залив хĕррине иртенпе халăх пуçтарăна пуçларĕ. «Мĕн уявĕ вара паян?» - кăсăкланчĕç кунта уçăлса çÿрекенсем. «Наци кросĕ!» - пулчĕ хурав. Чăн та, туя васканă пекех юрă-кĕвĕ лапамне халăх утрĕ те утрĕ. Спорт уявĕ вуншар-вуншар çынна - ватти-вĕттине, ашшĕ-амăшĕпе вĕсен пепкисене, тĕрлĕ предприяти-организаци ĕçченĕсене, шкул ачисемпе студентсене, çамрăк спортсменсемпе сывă пурнăç йĕркин хастарĕсене - хулари чи илемлĕ вырăна йыхравларĕ.

29 Сен, 2015

Унччен вăрмансем сад пекчĕ, халĕ ‐ тайга

Çутçанталăка, вăрмана юратакан çын чун хавалĕпе пуян. Кăмăлĕпе - ырă та сăпай. Илем ытамĕнче пурăнакан çын урăхла пулма та пултараймасть. Комсомольски районĕнчи вăрман хуçалăхĕнче 30 ытла çул ĕçленĕ Андрей Кондратьев та мана чун илемĕпе тыткăнларĕ.

29 Сен, 2015

Пуйăс каять, пуйăс килет ­- полици тĕлĕрмест

Сентябрь - курорт сезонĕ вĕçленекен тапхăр. Çынсем канма йышлăн çул çÿренĕ май çуллахи вăхăтра, паллах, транспорт полицийĕшĕн те ĕç хушăнать. Çавна май шăпах курорт тапхăрне пĕтĕмлетес тĕллевпе Шалти ĕçсен министерствин транспорт çинчи Чăваш лини пайĕ журналистсем валли брифинг ирттерчĕ.

29 Сен, 2015

Хамăртан çеç килет...

Пирĕн, чăвашсен, Раççейре пурăнакан халăх пулнăран тăван чĕлхене те, вырăс чĕлхине те лайăх пĕлмелле. Чăваш хулара пурăнни е урăх халăх çыннипе çемье çавăрни унăн тата ачисен чăвашла калаçма пăрахмаллине пĕлтермест. Тăван чĕлхене малалла аталантарсан çеç эпир хисепе тивĕçлĕ çынсем тата халăх пулма пултарăпăр.

29 Сен, 2015

Кун пекех пулсан наци пуянлăхĕнчен мĕн юлĕ?

Ялта çуралса ÿссе те çĕр епле тата мĕнпе пурăннине, унта мĕнле процессем пулса иртнине куçпа пăхнипе çеç пĕлеймĕн. Паян çак самантсене лаборатори тĕпчевĕсем уçăмлăн «ăнлантараççĕ».

Сиенленнĕ çĕр - çын организмĕшĕн те хăрушă

29 Сен, 2015

Кунтан та тертлĕ шăпа пулĕ-ши?

Ял пурнăçĕн иртнĕ кунĕсем çинчен аса илсен куç умне яланах 1941-мĕш çулта пуçланнă хăрушă вăрçă кунĕсем тухаççĕ. Пирĕн ялтан çак тискер вăрçа 226 çын хутшăннă. Вĕсенчен 102-шĕ каялла килĕсене таврăнайман - яланлăхах çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Фронта тухса кайнисен хушшинче 2 хĕрача пулнă: Мария Николаева тата Александра Ягненкова. Шел пулин те, Александра Васильевна таврăнаймарĕ. Паян эпир Мария Никитична Николаева çинчен çеç тĕплĕнрех аса илме пултаратпăр. Александра Ягненковăн тăванĕсенчен никамах та юлман.

Мария Николаева

29 Сен, 2015

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткине Ольга Почалкинăна асăнса

Чăваш çамрăкĕсен Çеç­пĕл Мишши ячĕллĕ патшалăх театрĕ пысăк çухату тÿсрĕ. 2015 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Ольга Михайловна Почалкина пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.

сентября 28th

28 Сен, 2015

Собрание законодательства Чувашской Республики. №6 часть 2 - 2015 от 28 сентября 2015 года

28 Сен, 2015

"Тăван Атăл" журнал, 9 №, 2015 çул.

КĂЛАРĂМРА:

«ЛИТЕРАТУРА ÇУЛĔНЧИ ЧИ ЛАЙĂХ ХАЙЛАВ» КОНКУРС

Лев МЕДВЕДЕВ. Ким Чунэ Дун. Повесть

Юлия СИЛЭМ. Шанатăп

 

ПОЭЗИ

Николай ТЕВЕТКЕЛ. Телейлĕ чĕресем юрларĕç сассăр

 

сентября 26th

Страницы