Хапхана мечĕк кĕртрĕ Саша, ăна саламларĕ тусĕ Паша

24 Сен, 2015

Акă ĕнтĕ миçемĕш кун уяр çанталăк ачасене ырă кăмăл парнелет. Кăвак тÿпе пăртан тасалнă тинĕс евĕрех курăнать. Хĕвел хĕртет те хĕртет. Сентябрь уйăхĕн-чи юлашки ăшă кунсем тăраççĕ ахăртнех.

Çиччĕмĕш классем, паян та физкультура урокĕ стадионта иртессине пĕлсен, хавассăн урра! кăшкăрчĕç.

- Апла паян та футболла вылятпăр! - тесе савăнăçлăн пĕр-пĕринпе ăмăртмалла урамалла чупрĕç.

Чăн та, вĕсем ĕмĕтленнĕ пекех пулса тухрĕ. Ольга Николаевна Павлова вĕрентекен ачасене икĕ ушкăна пайларĕ, футбол вăййи пуçланнине систерсе шăхличĕпе шăхăртрĕ. Ачасем тин кăна читлĕхрен кăларнă арăслан çÿрисем пек мечĕк хыççăн ыткăнчĕç. «Çаврашка» пĕр хапха тĕлĕнчен теприн патне кускалать çеç. Пилĕк, вунă минут иртрĕ... Анчах нихăш хапхана никам та мечĕк тапса кĕртеймерĕ-ха. Ачасем те ывăнма тытăнчĕç, теприсен чупу хăвăртлăхĕ чакрĕ. Вĕсем пурпĕрех хăйсене тыткăнлакан асамлă пÿске çинчен куç илмесĕр ăшталанса çÿрерĕç. Ĕнтĕ пурте хĕремесленнĕ. Хăшĕ-пĕри хашкать, теприсен çамки çине çÿç пайăркисем тарпа йĕпенсе çыпăçнă. Савăнăçпа тулнă куçĕсем кăна çунса тухасла ялтăраççĕ.

Урок тухасси икĕ минут юлсан, тапăнса вылякан Саша Осипов, ултавлă хусканусем тукаласа мечĕке унталла-кунталла вылят-каларĕ. Унтан ăна пĕтĕм вăйран тапрĕ. Мечĕк тахăшĕн урисем хушшипе пĕр чăрмавсăрах вĕçсе тухрĕ те хапха еннелле вĕçрĕ...

- Урра! Эпир çĕнтертĕмĕр! - савăнăçлăн чупса пырса ыталарĕ ăна тусĕ Паша Чувиляев.

Çĕнтерÿçĕ ушкăн пĕр-пĕрне саламласа кĕпĕрленсе тăчĕç.

- Маттур эсĕ, Саша! - терĕ кашниех хастар арçын ачана çурăмĕнчен лăпкаса.

Выляса янисем, ассăн сывларĕç пулин те, юлташĕсене ырă кăмăлпах саламларĕç.

- Паян савăнăçĕ сирĕн ушкăнта. Маттурсем! Ыран вара çавнашкал хавхалану пирĕнте пулĕ. Курса тăрăр, - терĕç тарланă пит-куçĕсене шăлнă май.

...Кĕçĕн классене тата физкультура урокĕсене ертсе пыракан Ольга Николаевна хастарсене хăй ачисем пекех юратать.

- Кĕçĕн класра та хам вĕрентнĕ ачасен пултарулăхĕ паян та тапса тăнине кура чун савăнать. Пурте кирек ăçта та йăрă, çаврăнăçуллă. Вĕренÿре «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пыракансем иккĕн: Яна Егоровăпа Дима Лаврентьев. Спортра хастаррисем - Саша Осипов, Паша Чувиляев, Максим Дмитриев, Кристина Федорова, Дима Лаврентьев. Ыттисем пирки те ыррине çеç калама пултаратăп. Класс туслă, пĕр-пĕрне кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр, - терĕ Ольга Николаева юратнă вĕрентекенĕсем пирки.

Элиза ВАЛАНС.

Çĕрпÿ районĕ,

Михайловка.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.