«Вилсен те... cав котлета cиместeп»

24 Авăн, 2015

«Хама купăста пек туятăп. Ара, çире миçе хут тум-ши манăн? Апла пулин те ăшă мĕн иккенне пĕлместĕп. Сивĕ. Вăй çуккипе килтен те тухайми пултăм. Çавăнпа çÿлĕк çинчи кĕнекесене тепĕр хут вулама тытăнтăм.

Вăрçăччен кĕнекери сăнарсен шухăш-кăмăлне, ĕçĕ-хĕлне урăхларах кураттăм. Паян вара... страницăсене хăвăрт-хăвăрт уçкалатăп. Килĕшекен вырăнта чарăнатăп. Хĕрачасемпе арçын ачасем тулли кăмăлпа сĕтел хушшине ларни - маншăн хăйне евĕр савăнăç. Вĕсемпе пĕрле хам та алла çăкăр чĕлли тытатăп пек те... кăшт çăмăлрах. Çав йĕркесене пĕрре мар - темиçе хут та вулатăп. Тăварлă куççулĕм кĕнеке çине пăт та пат тумлать. Çиес килет... Вăрçăччен, паянхи пек астăватăп, кăвакарнă çăкăра пĕрех никам та çиес çук тесе йытă умне пăрахрăм. Халь пулсан-и? Кăвак мамăкпа витĕннĕскере хамах çинĕ пулăттăм, ним йĕрĕнмесĕр, никамран ыйтмасăр. Анчах паянхи кун ун пекки те çук пирĕн. Авă пуян çынсем те хăйсен мулĕсене çăкăрла улăштарма тытăнчĕç. Ĕнтĕ мăнкăмăллăскерсемшĕн те çимелли пурнăçра чи хакли пулса тăчĕ.

Пĕр кунхине кÿршĕ хĕрарăмĕ пирĕн пата каçрĕ, аллинчи çур котлета сĕтел çине хучĕ. Ним чĕнмесĕрех каялла тухса кайрĕ. Турăçăм! Пÿлĕме тутлă шăршă самантрах сарăлчĕ.

- Анне... Анне... Котлета кăшт хуçса парсам. Çиес килет, - терĕм кăмака çумне ăшăнма ларнă юратнă çыннăм çине пăхса.

Вăл чĕнменнине кура юлашки вăя пухса вырăн çинчен çĕкленесшĕн пултăм. Эккей, нимĕн те пулаймарĕ манран. Хам кĕлеткене йăтма хал çитерейменрен макăрсах ятăм.

- Ачам, вилсе выртсан та... çав котлета çиместĕп. Сана та астивме хуш-мастăп. Кирлĕ мар. Пĕлетĕн-и, ăна вилнĕ çын какайĕнчен пĕçернĕ, - терĕ сасартăк анне, унтан чыхăнса кайрĕ.

Çÿç вирелле тăчĕ. Пĕр самант хырăм выççи те иртрĕ. Аннен сăмахĕсене манас тесе каллех алла кĕнеке илтĕм... Каллех апат çинчен калакан йĕркесене сурчăк çăта-çăта вулама тытăнтăм. «...Ачасем урамра выляса ывăннă хыççăн тулли кăмăлпа апат-çимĕç астивме пÿртелле васкарĕç» текен йышши предложенисем... чуна ыраттараççĕ. Эх, çав сăнарсемпе пĕрле çăкăр çиме чупăттăм, сĕтел çине ÿкекен пĕр тĕпренчĕке сая яман пулăттăм. Вĕсене пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса, авă, кăмака çумĕнче вăйсăррăн ларакан аннене панă пулăттăм».

/Ю. В. Маретин/.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.