Архив - Сен 2015

1 Сен, 2015

Хаклă парне

Маншăн кашни çĕнĕ кĕнеке - пысăк парне. Ачалăх вăрçă çулĕсенче иртрĕ. Çырма хут-кăранташ çукчĕ, вулама кĕнеке алла лекместчĕ. Шкулта çырма паракан кăранташа шăршлаттăмăр, çав тери перекетлĕ тытаттăмăр. Тăвай районĕнчи Тенеяльне - эпĕ çуралса ÿснĕ яла - вăрçă вăхăтĕнче Ленинград, Таллин, Воронеж хулисенчен килнĕ эвакуированнăйсем çитнĕччĕ. Туслă пурăнтăмăр. Пирĕн килте Иоганн Саакпа мăшăрĕ тăватă хĕл каçрĕç. Асанне апат пĕçерсе çитеретчĕ вĕсене. Юрать, ĕне пулнă. Эпĕ эвакуированнăйсемпе хутшăнса пурăнса шкула кайичченех вырăсла калаçма вĕрентĕм.

1 Сен, 2015

Ахаль çÿресен ахах памаççĕ

- «Пенсие тухсан килти, ялти библиотекăри мĕнпур кĕнекене вулатăп. Пушă вăхăт нумай пулать», - теттĕм. Апла мар иккен, вăхăт пĕрех çитмест. Хĕлле кăна кăштах ирĕклĕрех. Чĕнтĕр те çыхатăп, тĕрĕ те тĕрлетĕп. Çуркунне вара хурт-хăмăр ĕçĕ пуçланать.

1 Сен, 2015

Статистика çул-йĕре тĕрĕс палăртма пулăшать

Федерацин патшалăх статистика службин Чăваш Ен территори органĕшĕн кăçал - пĕлтерĕшлĕ çул. Паян вăл 95 çул тултарать. Унăн ертÿçи Эльвира МАКСИМОВА Чăвашстат кунçулĕпе паллаштарать.

- Эльвира Геннадьевна, Чăваш Республикинче çак служба епле йĕркеленнĕ?

1 Сен, 2015

УНИВЕРСИТЕТ - çут малашлăх алăкĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ - республикăри чи пысăк вĕренÿ заведенийĕ, нумай профильлĕ аслă шкул. 17 факультетра, виçĕ филиалта /Улатăрпа Канаш хулисенче, Патăрьелĕнче/ 15 пин ытла студент вĕренет.

1 Сен, 2015

Кĕтрет çути пек таса ĕмĕтсемпе

Пуçланчĕ! Çак сăмаха паян урăх нимĕн пирки те мар, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ - уроксем, класс тулашĕнчи мероприятисем, киле панă ĕçсем, тĕрлĕ кружокпа олимпиадăсен вăрăм вăчăри... - тĕлĕшпе кăна калатпăр. Пĕр хушă шăплăх хуçаланнă шкулсем çĕнĕрен чĕрĕлнине - ачасен хаваслă сассипе, куллипе тулнине - сăнама кăмăллă. Ачасем кирек хăш саманара та пурнăç тăсăмĕн пĕлтерĕшлĕ палли-çке.

Страницы