Комментировать

1 Сен, 2015

Хаклă парне

Маншăн кашни çĕнĕ кĕнеке - пысăк парне. Ачалăх вăрçă çулĕсенче иртрĕ. Çырма хут-кăранташ çукчĕ, вулама кĕнеке алла лекместчĕ. Шкулта çырма паракан кăранташа шăршлаттăмăр, çав тери перекетлĕ тытаттăмăр. Тăвай районĕнчи Тенеяльне - эпĕ çуралса ÿснĕ яла - вăрçă вăхăтĕнче Ленинград, Таллин, Воронеж хулисенчен килнĕ эвакуированнăйсем çитнĕччĕ. Туслă пурăнтăмăр. Пирĕн килте Иоганн Саакпа мăшăрĕ тăватă хĕл каçрĕç. Асанне апат пĕçерсе çитеретчĕ вĕсене. Юрать, ĕне пулнă. Эпĕ эвакуированнăйсемпе хутшăнса пурăнса шкула кайичченех вырăсла калаçма вĕрентĕм. Çапла тăватă хĕл каçрăмăр шăкăл-шăкăл калаçса, хуйха-суйха пĕрле сирсе. Вăрçă нумай нуша кăтартрĕ. Пирĕн ял масарĕнче вунпĕр эстон çынни лăпкăн çывăрать. Çимĕкре вилтăприсем умĕнче чарăнса пуç таятăп. Ялти ача-пăчасене вĕсем çинчен каласа паратăп. Эстонсем финн-угор халăхĕн йышне кĕреççĕ. Нумай çул хушши çырса тăчĕç пирĕн ялта пурăннисем. Сывпуллашнă чухне пил парса хăварчĕç пире, ачасене. Туслă çыхăну татăлмарĕ.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн пуçламăш классен факультетĕнче вĕрентнĕ чухне «Атăлпа Урал хушшинчи халăхсен ача-пăча литератури» программине хатĕрлерĕм. Куçарусем кирлĕччĕ. Финн-угор халăхĕсен литературине куçарнă чухне Иоганн Саак каласа хăварнă пил сăмахĕсене асра тытаттăм. «Туслăхран вăйли çук», - тетчĕ вăл. Геннадий Юмарт çакăн пек сĕнÿ панăччĕ: «Чи лайăх куçарусене пухса Атăл тăрăхĕнчи халăхсен литературин антологине кăларасчĕ». Шухăшĕ лайăх, анчах ĕçлемелле. Акă, çĕнĕ кĕнеке кун çути курчĕ. Валери Туркай хатĕрленĕ «Çиччĕрен - çиччĕ» антологи. Пирĕн ĕмĕтленни çитрĕ. Кĕнекене пухса хатĕрленĕ чухне пурне те шута илнĕ. «Кун пек кĕнеке çак тарана çитиччен кун çути курман», - автор сăмахĕсем. Питĕ тĕрĕс каланă. Чăваш вулаканне «Çиччĕрен - çиччĕ» кĕнеке парнеленĕ автор антологине коми, мари, мордва, пушкăрт, тутар, удмурт тата чăваш поэчĕсен сăввисене кĕртнĕ. Сăввисене чăвашла хăех куçарнă. Чи лайăх сăвăсене суйласа илме пĕрре те çăмăл мар. Кашни сăвăç пурнăçĕ çинчен çырса кăтартни хăех мĕне тăрать. Вуншар çын ĕçлемелли ĕçе пĕччен пурнăçланă вĕт. Эпĕ кашни сăвăçне тенĕ пекех пĕлетĕп, курса калаçнă. Пурте пултаруллă. Тĕрĕс суйласа илнĕ сăвăсене. Ку кĕнеке чăваш литературине пуянлатрĕ, вулакансемшĕн питĕ усăллă. Унсăр пуçне тата вăл Валери Туркай пултарулăхне, ăсталăхне кăтартса парать. Сăвăçсен пултарулăхне тишкернĕ. Чăннипех те поэзие кăмăллакансемшĕн пуриншĕн те ку кĕнеке хаклă парне, малашлăха çул уçса паракан кĕнеке. Тав тăватпăр автора пирĕн ĕçĕмĕре малалла тăснăшăн.

 

Роза ПЕТРОВА- АХТИМИРОВА,

Мари Эл, Удмурт республикисен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, тĕпчевçĕ, куçаруçă

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.