Комментировать

24 Сен, 2015

Хуртсем ирĕкрех хĕл каçаççĕ

Чылай хурт-хăмăрçăна, уйрăмах анчах çак ĕçе пуçăннисене е сахал вĕлле тытаканнисене, пыл хурчĕсене мĕнле хĕл каçарасси самаях шухăшлаттарать. Тин пуçлаканăн омшаник та çук, тĕп сакайне антарни те меллех мар. Хурт-хăмăрпа ĕçлеме пуçласассăнах çакă маншăн та пуçватмăш пулнă. Эпĕ вĕлле хурчĕсене ирĕкрех хĕл каçарма пуçларăм. Хамăн опытпа сире те паллаштарма шухăшлатăп.

Хурт-хăмăр ĕçĕпе 50 çул ытла, хам тĕллĕн вĕренсе, ĕçлетĕп. Ялта пурăнатăп, килте те вăрманта та хуртсем тытатăп. Ниçта та ятарласа тунă хÿтлĕхсем лартмастăп. Пыл хурчĕсем япăх мар хĕл каçаççĕ. Çухату омшаникра хĕл каçаракансенчен ытла мар.

Кĕркунне, хуртсем рамкăсем çине пухăнса вырнаçсан, çĕр çийĕн 30-40 см çÿллĕш хăпартма вĕрлĕк, хăма е пĕрене хуратăп. Ун çине летокĕсене хĕвеле хирĕç туса вĕллесене юнашар лартса тухатăп. Унтан вĕсене пĕтĕмпех чăрăш тураттисемпе хуплатăп. Çак виткĕç çилтен хÿтĕлет, ăшă тытать. Вĕллери хуртсене пĕр пек температура тытса тăма пулăшать. Юр çунă майăн чăрăш лăссисем йăлтах юрпа хупланаççĕ. 60-80 см çитет хупланă сийĕн хулăнăшĕ. Шалтан /вĕллерен/ ăшă тухнипе юр ирĕлет те вĕллепе юр хушши хăвăлланать. Вĕллесене нихăçан та ятарласа юрпа витмен.

Январьте е феврале кĕрсен вĕллесен умĕнчи юра, унтан леток умĕнчи чăрăш тураттисене сиретĕп, трубкăпа вĕллери хуртсен сассине итлетĕп. Вилсе тăкăннă хуртсене пралук çекĕлпе туртса тасататăп. Чăрăш лăссиллĕ туратсене каялла вырнаçтарса хурса юрпа витсе хăваратăп. Март пуçламăшĕнче, çанталăк ăшăтма пуçласан, вĕллесен умĕнчи юра тасататăп. Чăрăш лăссисене леток умĕнчен илетĕп, туратсене вĕлле умне сарса хуратăп. Хуртсем хăйсене вĕçсе тухмалăх ăшă çитнине туйсан вĕçеве тухса тасалаççĕ. Çутçанталăкра кăчкă çурăлсан е пĕрремĕш чечексем тухсан вăйлăрах пыл хурчĕсем чечексем çине çÿреме пуçлаççĕ. Вара вĕлле умĕнчи, тăрринчи туратсене илетĕп, хыçалтисене хăваратăп. Чăрăш турачĕсене йăлтах вĕлле умне талккишпех сарса хуратăп. Çакă вăйсăрланнă хуртсене юр çине ÿкесрен ларма кирлĕ. Килте пулсассăн вĕллесен умне улăм та сарма юрать. Çилсĕр, хĕвеллĕ кун 7-8 градус ăшă пулсан вĕллесене уçса васкавлă тĕрĕслев ирттеретĕп. Пушаннă е юрăхсăра тухнă рамкăсене илетĕп. Вилсе вĕлле тĕпне тăкăннă хуртсене вăрăм авăрлă калакпа айккинелле куçарса пырса кăларса илетĕп, çиме пыл сахал юлнă пулсан пыллă, ăшăтнă рамкăсем е канди хурса паратăп. Йĕпеннĕ витмелли, ашăтмалли япаласене улăштаратăп.

Вĕллесем мĕн юр çÿхеличченех вырăнтах юлаççĕ. Ăшăтнăçемĕн вĕллесене яланхи вырăнĕсене лартатăп, тĕплĕ тасату ирттеретĕп.

Манăн шухăшăмпа, вĕллесене çакнашкал хĕл каçарни - питĕ ансат та лайăх, шанчăклă меслет. Нимĕнле омшаник е ятарлă хуралтă туса та тăккаланмалла мар. Уйрăм хуралтăна лартас пулсассăн та вĕлле хуртне юрăхлă йĕрке тытса тăма çăмăлах мар. Вĕллесен йышĕ нумаях мар пулсан - пушшех те. Ман меслетĕн чăрмавĕ вара чăрăш турачĕ турттарса килесси çеç.

Анатолий АЛЕКСЕЕВ,

хурт-хăмăр ăсти.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.