Çамрăка упрать, çемьене тăрантарать
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуçĕнче пурăнакан Леонид Альбертович Архиповăн виçĕ ывăл. Асли хулара ĕçлесе пăхнă хыççăн тăван яла таврăннă. Çĕре, виçесĕр уй-хире кăмăллакан çамрăка хулара хĕсĕк те тăвăр туйăннă. Тата унти пурнăç хăйне улăштарасран шикленнĕ. "Пирĕн пек çемçе кăмăллисем валли мар ĕç вырăнĕ.