Кинофестиваль: ниме пăхмасăр - малалла!

20 Çу, 2015

Çапла çирĕплетсе калама, акă, мĕн хистерĕ: сахал йышлă халăхсен Шупашкарта иртекен саккăрмĕш кинофестивалĕ, умĕнхисемпе танлаштарсан, чăнласах сăпайлăн уçăлчĕ. Маларахри çулсенче çапла та пулнă: театр умне чаплă автомашинăсемпе паллă артистсем, акăш-макăш хитре тумланнăскерсем, çитсе чарăнаççĕ, хĕрлĕ кавир тăрăх аллисене сулкаласа утаççĕ, хăйсем йăл та йăл çиçеççĕ. Курма пынă çынсем вара вĕсем мĕн тăхăннине сăнатчĕç, чăн-чăнах бриллиант-и мăй çаккийĕ, мĕн хак-ши - ыттине тишкеретчĕç. Çакă чылай вăхăт калаçмалли сăлтав пулса тăратчĕ. Калăн, фестиваль кинокартинăсем пăхмалли уяв мар, çăлтăрсемпе киленмелли самант тейĕн.

Кăçалхи кинофестиваль вара пачах уйрăлса тăрать. Тĕрĕссипе, вăл иртмессе те пултарнă. Çĕршыври экономикăри лару-тăрăва пула Раççейре йĕркелекен кинофестивальсенчен чылайăшĕ хупăннă. Шупашкартине те çак шăпах кĕтнĕ, анчах Чăваш Ен ертÿлĕхĕ, Мускав ылтăн-кĕмĕлпе пулăшайманнине пĕлсен те малаллах ăнтăлнă. Тăкаксене саплаштарма спонсорсене явăçтарнă.

Кинофестиваль савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă кун - май уйăхĕн 18-мĕшĕнче - унăн йĕркелÿçисем журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕç. Унта та укçа-тенкĕ ыйтăвĕ пирки калаçу пулчĕ.

Кинофестивалĕн программа директорĕ, илемлĕх ертÿçи Сергей Лаврентьев çак шухăша палăртрĕ: «Эпир кăçал пысăк тăкаксемсĕрех чаплă фестиваль ирттерме май тупрăмăр. Унччен пур пек укçа çăлтăрсене явăçтарма кайнă пулсан, хальхинче - пĕтĕмпех фильмсемпе ĕçлеме. Илемлĕ фильмсен конкурсĕнчи ĕçсене Шупашкар çыннисем пирĕн кинофестиваль вăхăтĕнче кăна пăхса киленме пултарĕç. Вĕсем пĕринчен тепри тĕлĕнмелле лайăх, тĕрлĕ кинофестивальте палăрнă. Кăçалхи фестивалĕн тĕп тĕллевĕ - куракана тивĕçлĕ кинокартинăсемпе тивĕçтересси».

Акă, кĕтнĕ вăхăт та çитрĕ: Чăваш патшалăх филармонине хула çыннисемпе хăнасем пуçтарăнчĕç. Куракансемпе артистсем картлашка тăрăх юнашарах утса хăпарни те пулчĕ. Çакă хăйне майлă кăсăклă та пек: икĕ енĕ те пĕртан пек туйăнчĕ.

Шупашкарсем кинофестиваль йĕркелÿçисене хисеплесе уяв концерчĕ хатĕрленĕ. Чăваш Енре кăçал Константин Ивановăн çулталăкĕ те иртнине асра тытса программăна «Нарспи» мюзиклăн пĕр пайĕпе уçрĕç. Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем нихăçан манăçа тухман вальспа савăнтарчĕç.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăнасене республика ертÿлĕхĕ ячĕпе саламларĕ, Шупашкар кинофестивалĕ сахал йышлă халăхсен киноискусствине аталантарма, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пама пулăшнине, республика çыннисене чăн-чăн кинопа киленме майсем туса панине палăртрĕ, артистсене ăнăçу сунчĕ.

Сцена çине жюри членĕсене тухма чĕнчĕç. Кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, икĕ ушкăн ĕçлĕ. Пĕрне, илемлĕ фильмсен конкурсĕнне, Узбек Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Шупашкарти кинофестивалĕн пĕлтĕрхи лауреачĕ Юсуп Разыков ертсе пырать. Ку йышра: Ирина Рубанова критик, киновед, Георгий Параджанов режиссер, сценарист, художник, Раççей халăх артистки Наталья Егорова.

Сахал йышлă халăхсен кино ĕçĕсене кăçал Евгений Цымбал кинорежиссер, сценарист тата актер ертсе пыракан ушкăн /Мария Семенова кинокритик, режиссер тата продюсер, Маргарита Гартфельдер журналист/ хаклĕ.

Сергей Лаврентьев йăлана кĕнĕ йĕркепе кинофестивале «симĕс çутă» пачĕ. Вăл «Старики» картинăпа уçăлчĕ. Асăннă фильм çинчен, акă, мĕн каламалла: вăл Шупашкарти фестиваль хÿттипе кун çути курнă. Ярославльте çуралса ÿснĕ, унти театр институтне пĕтернĕ, халĕ Мускавра Останкинăри телекуравпа радиовещани институтĕнче малалла пĕлÿ илекен Владимир Вобликов актер, режиссер иртнĕ çул Орелти театрта ĕçлекен, нумай кинора ÿкерĕннĕ Сергей Фетисов актерпа паллашнă. Сергей Васильевич хăй вылякан пĕр спектакльти тĕп роль пирки каласа кăтартнă. Сăмах çине - сăмах... Çапла майпа çулталăк хушшинче çĕнĕ фильм çуралнă. Патшалăхран пĕр пус укçа илмесĕр.

Картина ячĕ тăрăхах унти ĕç-пуç кам пирки пынине ăнланса илме пулать. Ватăсене, ачасем пекех, хÿтлĕх, чун ăшши кирлĕ. Пурнăç парнеленĕ ача-пăчаран çавна кĕтсе илме çук пулсан мĕн тумалла? Каллех ачасем пек «выляма» тивет. Çак фильм шухăша ярать, чи çывăх çыннăмăрсем умĕнчи тивĕçĕмĕре туллин пурнăçлама хистет.

Ултă куна пыракан кино уявĕ çинчен çитес номерсенче те çырса кăтартăпăр.

Надежда СМИРНОВА

Рубрика: