Ĕç укçи парăмĕ ÿсет. Мĕншĕн?

20 Çу, 2015

Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Енĕн пĕрлехи хыснинчи тупăшĕсене ÿстерессипе, ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлессипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвне ирттерчĕ.

«Коллективсенче мана шалу палăртнă кун паман тĕслĕхсем çинчен пĕлтереççĕ. Вĕсене тĕплĕн тишкермелле», - терĕ. Федерацин Налук службин республикăри управленийĕн ертÿçи Марина Петрова чи пĕчĕк ĕç укçин виçинчен сахалрах тÿлекен организацисемпе уйрăм предпринимательсене çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнтарас, çынсен тупăшĕнчен тытакан налука /НДФЛ/ Чăваш Ен хыснине куçармалли саккуна пурнăçлас тĕлĕшпе мĕн туни çинчен каласа пачĕ.

«Юлашки çулсенче уйрăм çын тупăшĕнчен илекен налук бюджетра хушăнсах пычĕ, - терĕ. - Шел те, кăçал вăл сахалрах кĕчĕ. Сăлтавĕ - тĕрлĕ, тĕпрен илсен, предприятисен экономикăри лару-тăрăвĕ улшăннипе çыхăннă. Республикăн промышленноç производствин калăпăшĕ кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 91,8, майăн 1-мĕшĕ тĕлне 89,4 процентпа танлашнă. Тăватă уйăхра НДФЛ парăмĕ 700 млн тенкĕ ытла пухăннă. 2014 çулхи майăн 1-мĕшĕччен вăл 520 млн тенкĕ пулнă».

ЧР пĕрлехи хыснине çав налука январь-апрель уйăхĕсенче пĕлтĕрхи асăннă тапхăртинчен 89 млн тенкĕ сахалрах хывнă. Çав вăхăтра ĕç укçи иртнĕ çулхи 4 уйăхринчен 1,9 процент ытларах панă. Бюджета НДФЛ сахалрах куçарнине ĕç укçи фондне улăштарнипе ăнлантармалла. Ку мĕн патне илсе çитернĕ-ха? Бюджетăн 188 учрежденийĕ налук 41,1 млн тенкĕ сахалрах тÿленĕ. Уйрăммăн илсен вĕренÿ - 39,1, сывлăх сыхлавĕ - 16,4, патшалăх управленийĕпе хăрушсăрлăхĕ - 10,8 процент.

Хыснана НДФЛ пĕлтĕрхи 4 уйăхринчен сахалрах куçни патшалăх уйрăм çынсене пурлăхпа социаллă ыйтусем енĕпе çăмăллăх панă пирки бюджетран налук укçине тавăрса парасси ÿснипе те çыхăннă. Майăн 1-мĕшĕ тĕлне НДФЛран социаллă çăмăллăхшăн тата пурлăхшăн тытса юлнă укçа иртнĕ çулхи 4 уйăхринчен 1,3 хут хушăннă. Хыснана налукпа лайăхрах пуянлатма чăрмантаракан сăлтавсен шутне пысăк предприятисенчен хăшпĕрисем /сăмахран, «ЭКРА» НПП» ООО, «Старко» фирма/ преми, дивиденд, ытти тÿлев виçине пĕчĕклетнине те кĕртеççĕ.

Укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ вăйсăрланнă пирки чылайăшĕ уйрăм çынсен тупăшĕнчен тытакан налука хыснана вăхăтра куçарас вырăнне кредит тĕллевĕсене пурнăçлама янă. Отчетлă тапхăрта НДФЛ тÿлеме тивĕçлĕ 2132 агент саккунпа пăхнă чухлĕ куçарса паман. Вĕсен йышĕ пĕлтĕрхи январь-апрель уйăхĕсенчипе танлаштарсан 11 процент пысăкрах.

Ларура «Хыпар» вулаканĕсене кăсăклантаракан тепĕр информаци - пĕчĕк ĕç укçи паракан организацисен шучĕ иртнĕ çулхи 4 уйăхринчен 48 процент ÿсни. «Трактор завочĕсем» концерн, «СУОР», «ВНИИР» обществăсем, Шупашкар районĕнчи Лапсарти «Юрма» агрохолдинг, ытти предприяти НДФЛ туллин тата вăхăтра куçарманнипе республика кăтартăвĕ кăштах начарланнă. Хальхи вăхăтра вĕсене те тĕрĕслеççĕ.

«Налук службин республикăри управленийĕ тивĕçлĕ мерăсем йышăннăран налук тÿлекен 372 агент 120 млн тенкĕлĕх парăмĕпе татăлчĕ, - пĕлтерчĕ М.Петрова. - Кунсăр пуçне 29 агент мĕншĕн НДФЛ вăхăтра куçарманнине тĕпчерĕмĕр те - часах 18-шĕ хыснана 6,3 млн тенкĕ çитерчĕ».

Кăçалхи I кварталта 69 организаци çак налука татас, тÿлес тĕлĕшпе йĕркене пăснă. Вĕсене хăйсем шутланинчен 133,6 млн тенкĕ ытларах тÿлеттерме йышăннă. Ку пĕлтĕрхи асăннă тапхăртинчен 3 хут нумайрах. НДФЛ куçарассипе 27,3 млн тенкĕлĕх парăма кĕнĕ предприятисен яваплă çыннисем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарас ыйтăва пăхса тухма правăна сыхлакан органсене 5 материал ярса панă. Хальхи вăхăтра управлени инспекторĕсем НДФЛ тÿлессипе пысăк парăма /389 млн тенкĕлĕх/ кĕнĕ агентсене тĕрĕслеççĕ. Çак парăмçăсемсĕр пуçне тата 27 организаци ĕç-хĕлне налук тÿлессине еплерех йĕркеленине уçăмлатмашкăн тĕпчеме палăртнă.

Управлени ертÿçи ĕç укçи сахал тÿлекенсем тата ăна «конвертпа» паракансем çинче те чарăнса тăчĕ. Çавнашкал предприяти-организаци йышне йăлара пулăшу кÿрекенсене, çÿç касакансене, çурт-йĕрпе автотранспорт юсавçисене, ваккăн сутă тăвакансене кĕртрĕ. Хут çине çырмасăр ĕç укçи пама пултарнине тĕпе хурса управлени налук тÿлеме тивĕçлĕ 3074 тытăма шута илнĕ. Çав шутран 806-шне январь-апрельте тĕрĕсленĕ, саккуна пăхăнман пирки 373-шĕн ĕç-хĕлне сăнаса тăма йышăннă, 93-шĕ налук йĕркине пăхăнманнине палăртнă.

«Ĕçшĕн хавхалантарас енĕпе куçа курăнман тÿлев вăй илни пăшăрхантарать, - доклада пĕтĕмлетрĕ М.Игнатьев. - Вăл - саккунсăр, ăна тĕпрен кăкламалла. Тивĕçлĕ органсенчен ку ĕçе тĕплĕн тата вăхăтра пурнăçлама ыйтатăп. Ку ыйтăва административлă майпа усă курса татса памалла. Ертÿçĕсем эпир сăмахпа: «Конвертпа» шалу пама пăрахăр!» - тенине илтмеççĕ».

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева предприятисем, уйрăм предпринимательсем килĕшÿ çирĕплетмесĕрех çынсене ĕçлеттерекенсене - НДФЛ тÿлеменнисене, Пенси фондне страховани укçи куçарманнисене - тăрă шыв çине кăларас тĕлĕшпе мĕнле вăй хуни çинчен каласа пачĕ. Тĕслĕхрен, управлени Шупашкарта, Çĕрпÿпе Куславкка районĕсенче йĕркеленĕ рейда хутшăннă. 16 уйрăм предпринимателе тĕрĕсленĕ те пĕри те çынсемпе ĕç килĕшĕвĕ туманнине палăртнă. Асăрхаттарсан çеç 9-шĕ йăнăша тÿрлетнĕ, 14 çыншăн налук, страховани укçи куçарма тытăннă. Роза Алексеевна «конвертпа» укçа тÿлекенсем, вĕсемпе кĕрешсе ирттернĕ тĕрĕслевсем çинчен кăсăклине чылай пĕлтерчĕ. Вĕсемпе «Хыпар» вулаканĕсене уйрăммăн паллаштарасса шанатпăр.

Ларура НДФЛ тÿлессипе республика хысни умĕнче пысăк парăма кĕнĕ хăшпĕр предприяти пуçлăхĕсене итлерĕç, мĕншĕн налук темиçе уйăх куçарманнине тишкерчĕç. Ларăва хутшăнма Шупашкарти Чăлхапа трикотаж фабрикин гендиректорне В.Ермолаева чĕнтернĕ. Вăл Правительство çуртне пыма ерçеймен. Унăн вырăнне пынă ĕç тăвакан директортан паянхи кун тĕлне обществăн НДФЛ парăмĕ 7,4 млн тенкĕпе танлашнине пĕлтĕмĕр. «Эверест» АХО гендиректорĕ Николай Герасимов та питĕ ĕçлĕ, республика Пуçлăхĕ умĕнче явап тытас темен, хăйĕншĕн хуравлама право ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместительне янă. Вăл НДФЛ парăмĕпе кăçалхи августра татăлма шантарчĕ.

Налук управленийĕ шутланă тăрăх - тĕп хулари «АБС ЗЭиМ Автоматизация» обществăн НДФЛ парăмĕ 7 млн тенкĕ ытла. Чăн та, АУО гендиректорĕ ларура вăл 2 млн тенкĕ çеç терĕ, ăна кăçалхи июньте пĕтĕмпех парса татма шантарчĕ. «Инстрой» общество директорĕ А.Патруков комисси ĕçне хутшăнма никама та яман.

Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн ертÿçин-патшалăхăн республикăри ĕçлев тĕп инспекторĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Раиса Павлова майăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри предприяти-организацире, уйрăм çын тытăмĕнче вăй хуракансен умĕнчи ĕç укçи парăмĕ 59,1 млн тенкĕ пухăнни, вăл пĕлтĕрхи 4 уйăхринчен икĕ хут ытла ÿсни çинчен пĕлтерчĕ. Парăма пĕтерес тĕлĕшпе инспекци пурнăçлакан ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.

ЧР экономика министрĕ Владимир Аврелькин парăмпа татăлассишĕн коллективсенче тăвакан ĕçсем çинчен каласа пачĕ. «Статистика службинчен пĕлтернĕ тăрăх - шалу парăмĕ 31,8 млн тенкĕпе танлашать, - терĕ вăл. - Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчи кăтартупа танлаштарсан вăл 2,5 млн тенкĕ çеç пысăкланнă. Çак кунсенче темиçе предприяти шалу парать. Çавна май майăн 20-мĕшĕ тĕлне парăм 15,7 млн тенкĕ юлать. Панкрут процедурин производствине кĕртнĕ предприятисем парăмпа август-сентябрь уйăхĕсенче татăлас шанăç пур».

Республика Пуçлăхĕ министртан ĕç укçи парассине, парăмпа татăлассине çирĕп тĕрĕслесе тăма хушрĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Рубрика: