Архив - 26 Мая, 2015

26 Мая, 2015

Вика Цыганова: «Чăваш Енре çынсем уçă та ырă кăмăллă»

Майăн 24-мĕшĕнче тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре Раççей тава тивĕçлĕ артисткин Вика Цыгановăн «Ку вăл манăн Тăван çĕршыв» концерчĕ иртнĕ. Ăна Славян çырулăхĕпе культурин кунне халалланă. Мероприяти «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пулăшнипе иртнĕ.

26 Мая, 2015

Сывă пул, ачалăх - хапăл ту, Пуласлăх!

Майăн 22-23-мĕшĕсенче республикăри шкулсенчен вĕренсе тухакансемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Вунпĕрмĕшсен йышĕнче - 6,5 пин хĕрпе каччă, тăххăрмĕш класран вара кăçал 11,2 пин вĕренекен тухаççĕ. Пĕр вăхăтрах савăнăçлă та, хумхануллă та вĕренекенсен çак уявĕ. Майăн 23-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Шупашкарти 5-мĕш гимназире юлашки шăнкăрава халалланă уява хутшăннă. Экзаменсене ытлашши пăлханмасăр ăнăçлă тытма, пуласлăха утмашкăн тĕрĕс çул суйлама суннă.

26 Мая, 2015

Тĕп хуламăр куллен-кун илемлентĕр

Шупашкар çулран-çул çĕнелсе, хитреленсе пырать. Тĕнче чĕрĕлнĕ вăхăтра тĕп хуламăр пушшех те илемлĕ. Анчах, шел те, тепĕр чухне çак илеме пăсакан кăлтăксем те куç тĕлне лекеççĕ.

26 Мая, 2015

«Ĕçлеместĕп, анчах ерçÿсĕр...» Кун пекки те пулать

Паян ĕç ирĕклĕ, патшалăхăн тĕп саккунĕ - Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ - гарантиленĕ тăрăх - «Кашни çыннăн ĕçлес пултарулăхпа хăй пĕлнĕ пек хуçаланма, ăçта вăй хурассине тата профессие суйлама ирĕк пур. Хистесе ĕçлеме чарнă».

26 Мая, 2015

«Хĕрлĕ пăнчăсем» Чăваш Енре ан пулччăр

Раççейри çулсен пахалăхĕпе юсавлăхĕн ыйтăвĕпе çы-хăннă çивĕчлĕх паян çуралнăскер мар, ку темăпа ахальтен мар ĕнтĕ халăхра анекдотсем те пайтах çÿреççĕ. Малашне вара çак ĕç-пуçа сăнаса тăма РФ Шалти ĕçсен министерствин общество канашĕ те тÿрремĕнех хутшăнĕ. Çакăн çинчен тунтикун канашăн видеоçыхăну мелĕпе регионсене явăçтарса ирттернĕ ларăвĕнче ОК председателĕ Анатолий КУЧЕРЕНА пĕлтер-чĕ.

26 Мая, 2015

Ветеринарсем тивĕçе тăрăшса пурнăçлаççĕ

Красноармейски районĕнчи килти хуçалăхсенче 2615 ĕне. Ытларахăшĕ пăруланă. Чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци февраль уйăхĕнчен пуçласа пахалăха тĕрĕслеме вĕсем сутакан сĕтрен 4189 тĕслĕх илнĕ.

26 Мая, 2015

Патент ирĕк парать

Федерацин 2015 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ «Ют çĕршыв гражданĕсен Раççей Федерацийĕнчи право лару-тăрăвĕ çинчен» саккунне тата Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» 357-мĕш саккунĕ пирĕн çĕршыв территорийĕнче ĕçлемешкĕн мигрантсене хутшăнтармалли çĕнĕ йĕркене палăртнă. Унăн тĕшши - ют çĕршыв çыннисене хутшăнтармалли квотăсене патентпа улăштарасси. Раççее визăсăр патшалăхсенчен ĕçлес тĕллевпе килнисем патента тĕпе хурса уйрăм çын тата юридици сăпатĕнче тăракан патĕнче вăй хума, ĕçпе тивĕçтерекене улăштарма пултараççĕ.

26 Мая, 2015

«Маншăн живопиçпе хĕрарăм - пĕрешкел кĕтрет»

Вăл - чăннипех те хăйнеевĕрлĕ çын. Пурнăçра та, пултарулăхра та. Ахальтен-им живопиçре хăйĕн стильне шухăшласа тупнăшăн «Культура пуянлăхĕ» /Культурное достояние/ фонд ылтăн медаль парса чысланă.

26 Мая, 2015

Чăваш бадминтонисчĕсем - çĕршыв мухтавĕ!

Паянхи саманара сусăрсене çăмăлах мар. Çапах та çак пурнăçра та чылайăшĕ хăйсен вырăнне тупаççĕ, тăрăшуллисемпе хастаррисем пысăк ят-сум та çĕнсе илеççĕ. Ку енĕпе Сурдлимп /илтменнисен/ вăййисен паттăрĕсене палăртас килет.

Страницы