«Ĕçлеместĕп, анчах ерçÿсĕр...» Кун пекки те пулать
Паян ĕç ирĕклĕ, патшалăхăн тĕп саккунĕ - Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ - гарантиленĕ тăрăх - «Кашни çыннăн ĕçлес пултарулăхпа хăй пĕлнĕ пек хуçаланма, ăçта вăй хурассине тата профессие суйлама ирĕк пур. Хистесе ĕçлеме чарнă».
Ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсен кăтартăвĕсем тăрăх - паянхи кун тĕлне 2 пин ытла ĕçпе тивĕçтерекен пĕлтернĕ 14 пине яхăн ваканси пур. Производствăна тăтăшах çĕнетсе тата кадрсем улшăнса тăнине пăхмасăр, вакансисем пушă юлнин сăлтавĕсенчен пĕри - ĕçлевĕн сезонлă тата вахтăллă миграцийĕ. Çак туртăм паянхи обществăна уйрăмах илĕртет. Хăшĕ-пĕри кăмăл-туйăмне кура пурнăçри улшăнусене, çав шутра ĕç тĕлĕшпе те, ытларах кăмăллать, çамрăксене вара Раççейĕн инçет çĕрĕсен романтики илĕртет.
Ĕçсĕр тата ĕçлекен çынсене тĕрлĕ майлă палăртакан методикăсем пур.
Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕ /МОТ/ йĕркипе ĕçлисен шутне çаксем кĕреççĕ:
- тара кĕрĕшсе эрнере пĕр сехет те пулин тÿлевлĕ ĕç пурнăçлакансем, урăхла каласан укçапа е япалапа хавхалантарасси пирки çырса е сăмах вĕççĕн калаçса татăлнисем;
- харпăр хăй предприятийĕнче, ĕçĕнче е тăванĕсем патĕнче, çав шутра килĕшÿ тумасăр çемье предприятийĕнче пулăшакан ĕçпе тивĕçтерекенсем, хăйсем тĕллĕн тăрăшакансем, производство кооперативĕн членĕсем;
- килти хушма хуçалăхра ялхуçалăх, вăрман хуçалăх, сунар, пулă продукцийĕ туса илекенсем, вĕсене сутмашкăн е улăштармашкăн янтăлакансем;
- Чирленипе, сывă мар çынна пăхнипе, мĕнпур йышши отпускра 6 уйăхран кая мар пулнипе, ача çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи, пепкине виçĕ çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнипе ĕçре вăхăтлăх пулманнисем;
- çар е патшалăхăн ытти службине илнисем.
Çакна асăнмалла, Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн меслетлĕхĕпе çынна экономика тĕлĕшĕнчен пуçаруллă ĕçлĕ тесе шутлама май паракан ĕç-хĕлĕн переченĕ анлă, вĕсен шутĕнче:
- хăй вăйĕпе çурт тата ытти хуралтă çĕклени;
- çăл тата скважина чавни;
- уйрăм çынна автомототранспорт хатĕрĕсене юсама тата техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăма пулăшни;
- уйрăм çынна атă-пушмак, сĕтел-пукан, тимĕр изделийĕсем юсаса пани;
- сеть маркетингĕн /орифлейм, эйвон тата ытти/ продукцине сарни;
- пассажирсене илсе çÿрени тата груз турттарни /хăй тĕллĕн турттарни/;
- парикмахер, ритуал, йăлари ытти пулăшу пани;
- репетиторлăх, уйрăм урок ирттерни;
- тÿлевлĕ медицина тата социаллă пулăшусем пани /чирлĕ çынна, аслă ăрурине, сусăра, ачана тата ыттине пăхни/;
- «Интернет» сечĕпе усă курса тÿлевлĕ ĕçлени;
- туйсене, юбилейсене, уяв каçĕсене тата ытти мероприятие ертсе пыни тата вĕсене музыкăпа тивĕçтерсе тăни;
- ял, пулă, вăрман хуçалăхĕсен таварне тата вăрманта хăйсем тĕллĕн ÿсекен çимĕçе сутăн илсе консервлани тата янтăлани;
- килте промышленноç таварĕ, сувенир, ытти япала сутлăх хатĕрлени;
- сутмашкăн кĕпе-тумтир, атă-пушмак, пуçа тăхăнмалли хатĕр çĕлени;
- сутмашкăн сĕтел-пукан, тимĕр изделийĕсем ăсталани;
- килте нацин çăкăр-булка тата чустаран хатĕрленĕ ытти çимĕçне сутлăх пĕçерни;
- харпăр хăй утарĕнчи хурт-хăмăр продукцине сутни.
Ĕçлĕ граждансен йышне МОТ меслетлĕхĕпе палăртмашкăн статистика органĕсем уйăхсерен ĕçлев енĕпе социологи ыйтăмĕ ирттереççĕ. Пĕтĕмлетĕвĕсене демократи мелĕпе хатĕрлеççĕ - гражданин пĕлтернине тĕпе хураççĕ, çавна май вĕсенче уйрăм кăлтăк пулатех. Ыйтăм анкетине кĕртнĕ ансатах мар 90 яхăн ыйтăвăн хуравĕсене статистика органĕсен чи ăста профессионалĕсем кăна ăнкарма пултараççĕ ахăр: МОТ меслетлĕхĕпе палăртнă ĕçсĕрсен йышĕ республикăра 38 пин çынпа танлашнă тесе ĕнентерме пăхнă чухне ĕçсĕрлĕхĕн пĕтĕмĕшле шайĕ 5,7 процента çитни çакăнпа çыхăннă та ĕнтĕ.
Раççей ĕçлев саккунĕсемпе килĕшÿллĕн ĕçсĕр гражданинăн статусне чăннипех вырнаçас тата ĕçлеме тытăнас шухăшпа служба центрĕсене пынисене кăна параççĕ. Унта вĕсене ваканси суйлама сĕнеççĕ, специальноçпе пĕр килекенни пулмасан е професси çук-тăк, ятарлă тест витĕр тухма, ĕç рынокĕ ыйтакан профессие вĕренмешкĕн кайма май пуррине пĕлтереççĕ. Вырăн шыранă тапхăрта вĕсене 4900 тенкĕ таран пособи тÿлеççĕ. Хăшпĕр условие пăхăнмаллине те аса илтереççĕ: регистрацие тăнă çыннăн тÿлевлĕ ĕçлеме юрамасть. Çакна тупса палăртсан ултав мелĕпе илсе тăнă пособие патшалăха тавăрса пама тивет. Унăн сумми пĕр пин тенкĕрен иртсен уголовлă ĕç пуçарма сăлтав тупăнать.
Паянхи кун тĕлне республикăра официаллă йĕркепе 5 пине яхăн ĕçсĕре регистрациленĕ, шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ çулталăкра вăтамран пĕр процента çывхарать.
Служба центрĕсенче учета тăман граждансен социологи ыйтăвĕсене хуравланă чухне хăйсем ĕçленине пытарнин усси çук. Хăшĕ-пĕри харпăр хăй хуçалăхĕнчен илекен тупăшран /тĕслĕхрен, пилĕк ĕнерен е çĕр сурăхран/ налук тытманни пирки пĕлменнипе çапла тăвать ахăр. Чăваш Енри кашни виççĕмĕш çемье харпăр хăй хуçалăхне аталантармашкăн патшалăхран çăмăллăх кредичĕ илнĕ вĕт - çакă çемье членĕсене кăна мар, тăвансене, тепĕр чухне кÿршĕсене те, ĕçлĕ пулма май парать. Çу кунĕсенче пускиле утă хатĕрлеме пулăшатăн - хĕл кунĕсенче сĕт тата çу çителĕклех пулать. Апла-тăк, ку та - ĕçлев.
Хула çыннисене илес-тĕк, организацисенче официаллă майпа вăй хумасан та, вĕсем ăçта та пулин вăй хураççĕ, урăхла каласан вăрттăн ĕçлеве хутшăнаççĕ. Çакна патшалăх статистики те çирĕплетет - Шупашкарта паян 2,4 пин ĕçсĕре регистрациленĕ. Тĕлĕнмелли çук, республикăри ĕçсĕрсем вырăн шыранă тапхăр вăтамран 3,6 уйăха тăсăлать. Асăннă кăтарту Раççейринчен икĕ хут кĕскерех. Служба органĕсен клиенчĕсен çуррийĕ унта пынă хыççăн малтанхи вунă кунрах ĕçлĕ пулать. Вăй хурас текен кĕске хушăрах вырăн тупма тăрăшать.
Хăйсем ĕçлĕ пулнине пытаракансен çакна асра тытмалла: «вăрттăн» шалу саккуна пăсни кăна мар, ĕçлекенĕн социаллă прависене хĕсни те. Сăмах кунта чи малтанах социаллă тÿлевсем пирки пырать. Шалăва конвертпа илекенсем вĕсене тивĕçеймеççĕ. Уйрăммăн илсен, кану ÿсĕмне çитсен пенси виçи пĕчĕкрех тухать. Унсăр пуçне, çакăн йышши сотрудниксем вăхăтлăх ĕçлейменнин, ĕçсĕрлĕх, ачана 3 çула çитиччен пăхнин, штата пĕчĕклетнипе ĕçрен хăтарнин пособийĕсене тулли виçепе илеймеççĕ.
«Вăрттăн» шалу тÿленипе килĕшекен çын банкра кредит илнĕ е лавккара тавара тăхтамалла туяннă чухне те йывăрлăха лекет. «Вăрттăн» шалуллă çын патшалăх çăмăллăхĕсемпе - хваттер туянсен, тÿлевлĕ вĕренсен тата медицина пулăшăвне укçалла тивĕçсен - НДФЛ налукĕнчен канса юлмалли ирĕкпе туллин усă кураймасть.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем республикăра пурăнакансене чылайранпа «киле пырса» ĕç сĕнеççĕ. Куçса çÿрекен мобильлĕ офиссем ялсене тăтăшах çÿресе урапа çинчи хăтлă кабинетсенче йышăнаççĕ, ваканси банкĕпе паллаштараççĕ. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата ытти хулара ваканси банкĕсене Раççей Перекет банкĕ халăх йышлă çÿрекен вырăнти банкомачĕсенче тупма пулать.
Ĕç рынокĕн хальхи условийĕсенче - вакансисен хисепĕ ĕç шыракансен йышĕнчен 3 хут пысăкрах чухне - ĕçлев ыйтăвне хирĕçле хуравланине ĕненме йывăр.
Ĕçлĕ пулни паян пайталлă. Мăшăрĕн укçипе, ватă ашшĕ-амăшĕн пенсийĕпе пурăнакан, урăхла каласан çын ĕнси çинче ларакан услап кÿршисем ăнăçтарнине ăмсанать, влаç органĕсене кÿренет, кăмăлсăрланса çÿрет.
Саккунлă йĕркепе шалу илсе тăракана вара кÿршисемпе юлташĕсем сума сăваççĕ, вăл хăйне хисеплет. Çакă малалла ăнтăлма вăй-хал парса тăрать. Ун пек çынна шанаççĕ, пысăк должноç сĕнеççĕ, тивĕçлĕ гонорар тÿлеççĕ.
Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.
Комментировать