Комментировать

26 Мая, 2015

Патент ирĕк парать

Федерацин 2015 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ «Ют çĕршыв гражданĕсен Раççей Федерацийĕнчи право лару-тăрăвĕ çинчен» саккунне тата Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» 357-мĕш саккунĕ пирĕн çĕршыв территорийĕнче ĕçлемешкĕн мигрантсене хутшăнтармалли çĕнĕ йĕркене палăртнă. Унăн тĕшши - ют çĕршыв çыннисене хутшăнтармалли квотăсене патентпа улăштарасси. Раççее визăсăр патшалăхсенчен ĕçлес тĕллевпе килнисем патента тĕпе хурса уйрăм çын тата юридици сăпатĕнче тăракан патĕнче вăй хума, ĕçпе тивĕçтерекене улăштарма пултараççĕ. Кун пек чухне пĕр условие пăхăнмалла: унăн патентра кăтартнă специальноçпа кăна тăрăшмалла. Унсăрăн ют патшалăх çыннине кăна мар, ĕçпе тивĕçтерекене те администраци тĕлĕшĕнчен явап тыттараççĕ.

Шăпах çакăн пирки калаçрĕç Раççей Федерацийĕн миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕ массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли Наци библиотекинче май уйăхĕн 19-мĕшĕнче йĕркеленĕ брифингра. Сÿтсе явнă тĕп ыйту - «Чăваш Республикине ĕçлес тĕллевпе килнĕ ют çĕршыв гражданĕсен хăйсене тытмалли йĕрке».

Саккун çирĕп ыйтать

Федераци миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин çумĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Вячеслав Степанов çирĕплетнĕ тăрăх - çÿлерех асăннă саккун Раççей Федерацийĕнче уççăн ĕçлес тĕллевлĕ мигрант хăйне еплерех тытмаллине палăртать. Раççее килсен унăн 30 кун иртиччен миграци службине пырса патент пама ыйтса заявлени çырмалла. Кун пек чухне çумра паспорт, ĕçлес тĕллевпе килнине ĕнентерекен миграци картти, медицинăн ирĕклĕ страхованийĕн полисĕ е медицина учрежденийĕпе тÿлевлĕ пулăшу парассине çирĕплетнĕ килĕшÿ, ерекен чир çуккине ĕнентерекен справка, вырăсла калаçма, историе, Раççей законодательствин никĕсне пĕлнине палăртакан документ пулмалла.

Чăваш Республикин территорийĕнче паракан патентра чикĕ леш енчен килнĕ çыннăн профессине, специальноçне, должноçне, ĕçлев тĕсне Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2015 çулхи январь уйăхĕн 28-мĕшĕнчи 28-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн обязательнăй йĕркепе кăтармалла. Регион влаçĕсен мигрантсен сывлăхне тĕрĕслекен медицина, вырăсла калаçма, Раççей историне тата РФ законодательствин никĕсне пĕлнине палăртмашкăн комплекслă экзамена йышăнакан вĕрентÿ учрежденийĕсен переченьне уçăмламалла. Асăннă саккунпа Раççей субъекчĕсен ĕç миграцине йĕркелемелли полномочийĕсем делегациленеççĕ. Тĕслĕхрен, субъектăн должноçри аслă çынни социаллă-ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелекен виçĕ енлĕ комисси шухăшне тĕпе хурса ĕç тăвакан влаçăн федераци органне миграци енĕпе хăйĕн территорийĕнче патент парассине вăхăтлăх чарса лартмашкăн сĕнме /ăна çырмалла/ пултарать.

Чăваш Республикинче пĕр патент йĕркеленĕшĕн кăçал 3136,8 тенкĕ тÿлемелле. Çав укçа регион бюджетне пуянлатмашкăн хывăнать.

Кăçалхи май уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне миграци службин управленийĕ ют çĕршывăн 245 çыннине патентпа тивĕçтернĕ. 2015 çул пуçланнăранпа уйрăм çынсен тупăшĕнчен 1952 пин тенкĕ налук пырса кĕнĕ. Ют çĕршыв гражданĕсенчен 168-шĕ - юридици сăпатĕнче тăракансем патĕнче, 70-шĕ уйрăм çын патĕнче вăй хураççĕ.

Раççее килнĕренпе 30 кун иртиччен патент ыйтса заявлени паман 20 çынран пĕтĕмпе 200 пин тенкĕ штраф шыраса илнĕ.

Сăмах май, ЕАЭС килĕшĕвĕ тăрăх - Раççее ĕçлес тĕллевпе Беларуçран, Казахстанран, Арменирен /çав йыша кĕçех Киргизи те хушăнать/ килнĕ граждансене çÿлерех асăннă документсем пухассинчен хăтараççĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.