Ветеринарсем тивĕçе тăрăшса пурнăçлаççĕ

26 Мая, 2015

Красноармейски районĕнчи килти хуçалăхсенче 2615 ĕне. Ытларахăшĕ пăруланă. Чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци февраль уйăхĕнчен пуçласа пахалăха тĕрĕслеме вĕсем сутакан сĕтрен 4189 тĕслĕх илнĕ.

Пĕтĕмлетÿ мĕнлерех-ха? «Ĕне усракансемшĕн те, сĕт пухакансемшĕн те кирлĕ ĕçе пикенсенех продукцие шыв хушни ытларахчĕ, - терĕ ветеринари-санитари экспертизин лабораторийĕн заведующийĕ Тамара Николаева. - Мăн Шетмĕ ветуйрăмĕнчен илсе килнĕ 15 тĕслĕхрен 5-шĕ, Пикшик уйрăмĕнчен кÿнĕ 10 тĕслĕхрен 4-шĕ витрене шыв янине çирĕплетрĕ. Сăмахран, 1-мĕшĕнче вăл - 30, 2-мĕшĕнче - 21%. Самай нумай, техрегламента тивĕçтермест. Продукцие приборпа тĕрĕслесе пахалăха палăртнă хыççăн сĕт пухакансене справка çырса парса пĕтĕмлетÿпе паллаштаратпăр. Кăтартусем тивĕçтермесен вĕсем продукцие лайăхлатма ыйтаççĕ. Халĕ шыв хушни çукпа пĕрех».

«Çынсем продукци сутмалли стандарта пăхăнма тытăнчĕç, - пĕтĕмлетрĕ станци пуçлăхĕ Эдуард Сорокин. - Чăн та, ĕçе пуçлама çăмăл пулмарĕ. Малтан район администрацийĕпе пĕрле сĕт пуçтаракансемпе тĕл пултăмăр. Пăрачкавпа Элĕкрисем килмерĕç. Хамăр районтан канашлăва 4-шĕ те хутшăнчĕ. Продукцишĕн пахалăха кура татăлма, сĕт туса илекенсемпе пухакансен хушшинчи килĕшĕве çирĕплетме ыйтрăмăр. Çапла ĕç вырăнтан хускалчĕ».

Ку уйăхра райадминистраципе ветстанци сĕт пуçтаракан «Зорька», «Родник» кооперативсен, «Единение» обществăн, В.Илларионовпа А.Черыков предприятийĕсен, Элĕк райповĕн, В.Платонов ХФХ представителĕсене каллех пухнă, васкарах килĕшÿ çирĕплетме ыйтнă. Майăн 21-мĕшĕ тĕлне 88 килĕшÿ тунă.

Сĕт пуçтаракансем приборсемпе сĕтри çу, типĕ çусăр япаласен /СОМО/, белок, шыв хисепне тĕпчесе пĕлеççĕ. Иккĕшĕн продукцие пахаламалли лаборатори пур. Э.Сорокин шухăшĕпе, кашни 10 талăкран хăйсемех тĕрĕслесе ĕлкĕреççĕ. Вĕсен приборсем иртнĕ çулах пулнă. Кăçал татах туяннă.

Ветстанци пуçлăхĕ пĕр килĕшÿ копине кăтартрĕ. Пайтаçăсем документра сĕтри çу, белок, шыв, типĕ çусăр япаласен /СОМО/ хисепне палăртаççĕ. Сăмахран, В.Платонов çу шайĕ 3,4% ытларах пулсан продукцишĕн хушса тÿлеме шантарать.

Пахалăха кура укçа тÿлеме пуçланă-и? Ку ĕçшĕн ветстанци яваплă мар. Унăн тивĕçĕ - пахалăха уçăмлатасси. Ăна мĕнле пурнăçлать-ха? Учрежденин 8 прибор пулин те кашни ветуйрăма çитмест. Çавăнпа хăшпĕринчен тĕслĕхсене тĕрĕслеме райцентра илсе килеççĕ.

«Сĕтри çу хисепĕ пĕчĕкки е ирхине хăймине кашăкпа пуçтарса илнине, е тĕслĕхе приборпа тĕрĕс мар тĕрĕсленине пĕлтерет, - терĕ станци пуçлăхĕ. - Ĕнесене ешĕл курăк çитерме тытăнсан та çу хисепĕ кăштах чакма пултарать. Ун пек ан пултăр тесе май-август уйăхĕсенче те фураж çитермелле. Белок, типĕ çусăр япаласен /СОМО/ кăтартăвĕсем нормăпа килĕшсе тăраççĕ.

Ĕне усракансем çĕнĕлĕхпе кăмăллă. «Унпа тахçанах усă курмалла пулнă, питĕ кирлĕ», - теççĕ. Улталассишĕн вайăкланса тăракансем тĕрĕслеве хирĕç.

Ветспециалистсен ĕç чылай хушăннă. Графика ĕлкĕрессишĕн канмалли кунсенче тĕрĕслеме тивнĕ. Профилактика ĕçне те пурнăçлаççĕ. Мăйракаллă шултра выльăха Çĕпĕр шыççинчен, уртаракан чиртен вакцинацилеççĕ, бруцеллезран, лейкозран юн илсе пахалама Çĕрпÿри ветлабораторие çитереççĕ, туберкулеза тупса палăртас тĕллевпе аллерги мелĕпе усă кураççĕ. Республика Пуçлăхĕ ветслужба умне пысăк тĕллев лартнăранпа учреждени специалисчĕсен кăнтăрла ларса апатланма та вăхăт çук. Ир пуçласа каçчен - хĕрÿ ĕçре.

Ветврача, фельдшера вĕренсе тухнă çамрăксем вĕсем пĕчĕк шалу илсе лăш курмасăр вăй хунине пĕлеççĕ те хулара юлаççĕ. Учрежденире çамрăк специалист /24 çултисем/ иккĕ çеç. Ĕçлекенсен 40% - пенсионерсем - Э.Сорокин шанчăкĕ. «Пенси çулне çитсенех пурте пăрахса кайсан кампа ĕçлĕпĕр-ши? - терĕ вăл. - Юрать-ха, Валентина Скворцова, Галина Дмитриева, Зинаида Захарова, Екатерина Васильева йывăр лава туртма килĕшеççĕ».

Э.Сорокин çамрăк специалистсене ĕçе килме йыхравлать. Хăй те - çамрăк, спортсмен, ЧР ветслужби çуллен ирттерекен ăмăртура арçынсен хушшинче йĕлтĕрпе чупса малти вырăна тухать. Арçынсемпе хĕрарăмсен ушкăнĕ çав енĕпех эстафетăра вăй виçсе иккĕмĕш хутчен кубок çĕнсе илнĕ. Коллектив общество пурнăçне хастар хутшăнать.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.