Тĕп хуламăр куллен-кун илемлентĕр

26 Мая, 2015

Шупашкар çулран-çул çĕнелсе, хитреленсе пырать. Тĕнче чĕрĕлнĕ вăхăтра тĕп хуламăр пушшех те илемлĕ. Анчах, шел те, тепĕр чухне çак илеме пăсакан кăлтăксем те куç тĕлне лекеççĕ.

Кĕçех Шупашкар хулин сумлă юбилейне паллă тума, Республика кунне уявлама, Акатуя, тĕнче шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнма Чăваш Ене çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пин-пин хăна килсе çитĕ. Чăваш Республикин тĕп хули тахçантанпах таса та хăтлă пулнипе палăрса тăрать. Çак сумлă чыса çĕре ÿкме памалла мар! Çапла шутлаççĕ Чăваш наци конгресĕн Ваттисен Канашĕн шурсухалĕсем. Çавăнпах вĕсем хула илемне пăсакан çитменлĕхсене тупса палăртас, пĕтерес тĕллевпе тĕрĕслев ирттерчĕç. Çак яваплă ĕçе Шупашкар хула администрацийĕн ĕçченĕсемпе журналистсем те хутшăнчĕç.

ЧНК Ваттисен Канашĕн председателĕ Василий Шадриков тĕрĕслевçĕсен ушкăнне чи малтан Афанасьев урамĕнчи чарăнăва илсе çитерчĕ. Ку вырăнтан кунĕпе пин-пин çын утса иртет. Ют çĕршыв студенчĕсем те çÿреççĕ. Анчах, шел те, йĕпе-сапара кунти çулсемпе утма питĕ кăткăс. Тротуарсем çинче ура пакăлчакĕ таран, тепĕр çĕрте ытларах та, шыв пухăнать. Тĕллĕн-тĕллĕн пылчăк çăрăлать. «Акă, «Университет» кафе таврашĕнче ялан тирпейлĕ. Малалла хуçасăр лаптăк пуçланать, - йĕри-тавра сăнама хистесе калаçать Василий Яковлевич. - Мĕн куратпăр-ха? Паллă: тирпей-илем сахалрах».

Малалла автобус туберкулез диспансерĕ патнелле çул тытрĕ. Ватăсене çак учреждени хула варринче вырнаçни те пăшăрхантарать. «Чирлисем больница умĕнчи чарăну павильонĕнче час-часах пухăнаççĕ, - пăшăрханса калаçрĕç вĕсем. - Фанфурик ĕçеççĕ, каçса кайса ÿсĕреççĕ, çавăнтах сура-сура пăрахаççĕ. Кунтан вара ватăсем, пĕчĕк ачасем пăрмаях иртсе çÿреççĕ. Вĕсене усал чир ерес хăрушлăх питĕ пысăк».

Тепĕр кăлтăк - çак урамрах вырнаçнă автомашинăсене юсакан мастерской. Ку тăрăхра пурăнакансене, çак вырăнтан иртсе çÿрекенсене çĕмрĕк техникăна çул хĕррине лартса тултарни тарăхтарать. Каç енне вара территори çÿп-çаппа, пирус тĕпĕсемпе тулса ларать.

Тĕрĕслевçĕсем «Шупашкар: 500 çул» паркра чылайччен чарăнса тăчĕç. ЧНК Ваттисен Канашĕн председателĕн çумне Федор Мадуров паллă скульптора çак вырăн шăпи уйрăмах пăшăрхантарать. Кунта темиçе çул каяллах наци этнопаркĕ никĕслеме палăртнă. Анчах ĕç-хĕл халĕ те шухăш шайĕнче çеç-ха: чăваш наци сĕмне палăртаканни нимĕн те курăнмасть. Парка пырса кĕрекенсене «Юланутçăсем» палăк - халăх Раççей патшалăхĕпе пĕрлешнине кăтартакан паллă - кĕтсе илет. Скульптура малтан Шупашкара Етĕрне енчен пырса кĕнĕ çĕрти çавра çул варринче тăнă. Ăна унтан темиçе çул каялла куçарса килсе «Шупашкар: 500 çул» парка вырнаçтарнă. Кивелнĕ вăл, ăна тахçанах юсаса çĕнетме вăхăт çитнĕ.

«Ĕмĕр тăршшĕпех этнопарк тăвас ыйту канăçсăрлантарать. Тĕрлĕ проект пулнă. Тăватă хутчен ĕçе те пуçăннă, укçа-тенкĕ те сахал мар уйăрнă. Анчах укçа таçта кайса кĕрет. Çынсем килеççĕ, каяççĕ, ыйту çивĕчлĕхĕ вара тамалмасть, - пăшăрханса калаçрĕ Федор Иванович. - Тĕп хулара халăхăн культура пуянлăхне кăтартакан лапам кирлех». Çулçÿреве тухнисем этнопарк ытти халăх çыннисемшĕн те юратнă вырăн пулса тăрассине палăртрĕç. Вĕсем кунта хăйсен наци уявĕсене ирттерĕç. Ку вырăнта тĕп хула хăнисене кĕтсе илме те кăмăллă пулĕччĕ. Ватăсем хула хуçалăхĕшĕн яваплă çынсене парка наци сĕмĕ кĕртмелли çинчен асăрхаттарса тĕрлĕ сĕнÿ пачĕç.

Шупашкарăн çурçĕр-хĕвеланăç районĕ чăннипех те илемлĕ вара. Çĕнĕ çуртсем, сарлака урамсем, капăр çăкасем... Чун савăнать, мăнаçлăх туйăмĕ вăранать. Гузовский урамĕ чăвашсем ăста вăрманçă пил-пехилне ас туса пурăннине кăтартакан тĕслĕх пекех. Çул хĕррипе, картишсенче ретĕн-ретĕн йывăç-тĕм ÿсет, ем-ешĕл курăк ешерет. Гузовский паркне пырса кĕрсен вара... кăмăл хуçăлать. Тирпей-илем сахалрах кунта. Йĕри-тавра хăрнă йывăç турачĕсем купаланса выртаççĕ, хут-çатăрка вĕл-вĕл вĕçет... «Çынсем çак парка çÿреме питĕ юратаççĕ. Анчах кунти тасамарлăх чуна ыраттарать, - тет ЧНК Ваттисен Канашĕн пайташĕ Ираида Стекольщикова. - Акă, пăхăр-ха: çак лаптăк - ачасене выляма уйăрнăскер. Кунта мĕн пур-ха? Хăйăр купи те пулин çук-çке». Ватăсем парка волонтерсене явăçтарса тирпей-илем кĕртме сĕнчĕç.

...Автобус И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситет, Ялхуçалăх академийĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ тата ытти вĕренÿ учрежденийĕ умĕпе иртрĕ. Шел, вĕсенчен пĕри те республикăра кăçал К.В.Иванов çулталăкĕ иртнине пĕлмест тейĕн - ушкăн куçĕ тĕлне çак пулăма кăтартакан пĕр паллă та лекмерĕ. Шурсухалсене çавăн пекех хулара ют чĕлхепе çырнă лавкка ячĕсем йышланни, чăвашла çырни питĕ сайра курăнни пăшăрхантарчĕ. Хăшпĕр урам ячĕ, сăмахран, уçăмсăр. Калăпăр, Лебедев урамĕ. Кам вăл Лебедев? Герман Лебедев композитор тетĕр пулĕ. Çук, çар çыннине хисеплесе урама çак ята панă.

Тĕллевлĕ çулçÿреве Шупашкар хула администрацийĕнче пĕтĕмлетрĕç. Хулан тĕп архитекторĕ А.Павлов, депутатсен пухăвĕн хула хуçалăхĕшĕн яваплă комиссийĕн ертÿçи В.Антонов тата ыттисем пĕрле канашласа ЧНК Ваттисен Канашĕн хастарĕсем асăрханă çитменлĕхсене пĕтермелли çул-йĕре палăртрĕç. Депутатсемпе администраци ĕçченĕсем шурсухалсене тĕп хула пуласлăхĕшĕн тăрăшнăшăн тав турĕç. Малашне те пĕрле ĕçлеме килĕшсе татăлчĕç.

 

В.БАГАДЕРОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.