Архив - Мая 2015

мая 20th

20 Мая, 2015

Хуралтă вырăнне - кермен?

Хăй вăхăтĕнче Шупашкарта ĕç вăйĕ çитменнипе Чăваш Ен тулашĕнчен те, унăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен те çĕр-çĕр рабочи куçса килнĕ, станоксен умне тăнă, е кирпĕч хунă, е... Ĕç вырăнĕпе кашнинех тивĕçтернĕ пулсан, пурăнмалли кĕтес çинчен çаплах калама хĕн - общежитисенче те чылайăшĕ валли вырăн тупăнман. Çемьеллисем пирки калама та кирлĕ мар.

20 Мая, 2015

Çынсене мĕн пăшăрхантарать?

Апрелĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче граждансенчен йышăннă ыйтусен хуравĕсем

Хăрушсăрлăх

Çĕмĕрле районĕнчи Мисчĕре чукун çул аварийĕ пулнă май унта пурăнакансене мĕншĕн инкеке пула шар курнисем тесе йышăнмаççĕ, мĕншĕн социаллă тÿлевсем памаççĕ? Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туктамăш ялĕнче пурăнакансем.

Чăваш Ен ГКЧСĕ пĕлтернĕ тăрăх - 1996 çулхи майăн 14-мĕшĕнче Мускав-Хусан чукун çул магистралĕн 600-мĕш километрĕнче 24 вакун рельссем çинчен тухса кайнă. Çав цисцернăсенче фенол, дизтопливо пулнă, вĕсем çунма тытăннă.

20 Мая, 2015

«Вăрçă пурнăçа юратма вĕрентрĕ...»

Анатолий Дмитриевич Ефимов /ХМЫТ/ – поэт, прозаик тата драматург. Тутар Республикинчи Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕрремĕш хайлавĕ 1990 çулта «Тăван Атăл» журналта пичетленнĕ.

20 Мая, 2015

Чун тĕпĕнчи сăмахсем

Тухтар та Селиме умĕнче парăмлă мар: парнешĕн парне пултăр тесе, вăл ăна арча туса пачĕ. Мĕнле лайăх арча турĕ-ха тата! Пĕр турат куçсăр чăрăш хăмисем суйласа тупрĕ - купăс пек янăраса тăратчĕç хăмисем - вăл вĕсене çÿхетсе саваларĕ, пĕрин çумне тепĕрне çыпăçтарнă чух ниçта пĕр йĕр, пĕр çĕвĕ хăвармарĕ* арчине тул енчен ийĕпе касса тĕрлерĕ, тăла татăкĕпе сăтăрса якатрĕ, хурăн хуппи ярса вĕретнĕ шывпа сăрларĕ, хĕвел çинче хĕртсе пиçĕхтерчĕ. Çавăн пек чаплă парнешĕн Селиме каçсах кайрĕ.

мая 19th

19 Мая, 2015

Ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет

Тăманлă Выçли ялĕн халăхра тепĕр ят та пур - Кирпĕчлĕ Выçли. Ку ят ун çумне 1939 çулта кирпĕч кăларакан завод хута кайнипе çыпçăннă ĕнтĕ. Килĕрен кайсан та кунта заводра пĕр кун та пулин ĕçлесе курман çын сахал пуль. Вăрман çумĕнчи урамра пурăнакан Самаркинсен пурнăçĕ вара унпа питĕ тачă çыхăннă. Зинаида Гордеевнăпа Валерий Анатольевич иккĕшĕ те унта чылай çул вăй хунисĕр пуçне завод вĕсен шăпине те пĕр тĕвве çыхнă вырăн пулса тăнă.

19 Мая, 2015

Сусăрсем хăйсене хăтлă туяççĕ

Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă "Граждансене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси" патшалăх программин "Пурте усă курма пултаракан хутлăх" çумпрограммине пурнăçламашкăн пирĕн республикăна РФ бюджетĕнчен 42774,3 пин тенкĕ уйăрнă.

Раççей Правительствин хушăвĕпе 71 субъект 3 млрд ытла тенкĕ илет. Асăннă субсидипе сусăрсемпе тухса çÿреме кансĕр граждансене пурте усă курма пултаракан приоритетлă объектсемпе пулăшусен тăкакĕсене финанслаççĕ.

19 Мая, 2015

Ĕç ветеранĕсен йышĕ ÿсет

Аслă ăру çыннисене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес тата вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014 çулхи ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнчи "Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 90-мĕш Указне улшăнусем кĕртесси çинчен" 155-мĕш Указĕпе республикăра пурăнакан тата ĕç стажĕ 37 çул та 6 уйăхпа танлашакан хĕрарăмсене, 42 çул та 6 уйăх стажлă арçынсене тивĕçлĕ канăва тухсан е ватлăх пенсийĕн правипе усă курмалли ÿсĕме çитсен "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илмелли ирĕк пама йышăннă.

19 Мая, 2015

Вăлча сапнă вăхăтра икĕ йĕппе çеç тытма юрать

Атăл-Каспин пулă хуçалăхĕн бассейнĕнче /унта Атăлпа Сăр тата вĕсен юпписем те кĕреççĕ/ пулă тытмалли йĕркепе килĕшÿллĕн пушă вăхăта çыран хĕрринче вăлта тытса ирттерекенсен апрелĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 10-мĕшĕччен хĕлĕхре икĕ йĕпрен ытла пулмалла мар. Кимĕпе, ишмелли ытти хатĕрпе шыва кĕрсе вăрăм вăлтапа е кĕскипе усă курма юрамасть. Промышленноç меслетне ĕçе кĕртнĕ предприятисене /вĕсем Атăлти, Сăрти шыв лаптăкĕсене тара илнĕ/ апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 15-мĕшĕччен пулă тытма чарнă. Мĕншĕн тесен çав тапхăрта пулă вăлча сапать.

Страницы