Ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет
Тăманлă Выçли ялĕн халăхра тепĕр ят та пур - Кирпĕчлĕ Выçли. Ку ят ун çумне 1939 çулта кирпĕч кăларакан завод хута кайнипе çыпçăннă ĕнтĕ. Килĕрен кайсан та кунта заводра пĕр кун та пулин ĕçлесе курман çын сахал пуль. Вăрман çумĕнчи урамра пурăнакан Самаркинсен пурнăçĕ вара унпа питĕ тачă çыхăннă. Зинаида Гордеевнăпа Валерий Анатольевич иккĕшĕ те унта чылай çул вăй хунисĕр пуçне завод вĕсен шăпине те пĕр тĕвве çыхнă вырăн пулса тăнă.
Зинаидăпа Валерий тĕрлĕ ялсенче пĕр çулта, пĕр уйăхра çуралнă. Хĕр Тури Тимĕрчкассинчи Яковлевсен йышлă çемйинче февралĕн 23-мĕшĕнче кун çути курнă, ултă пĕртăванран чи асли. Валерий вара унран тăватă кун маларах çут тĕнчене килнĕ, вăл та çемьере асли.
1971 çулта, 8 класс пĕтерсенех, ашшĕ-амăшне пулăшас шутпа Зина Тăманлă Выçлири кирпĕч заводне ĕçлеме вырнаçнă. Коллективра пĕр ял хĕрĕсем вуниккĕн те пулнипе çамрăка ĕçе те, общежитинчи пурнăçа хăнăхма та йывăр пулман. Ĕçчен те çаврăнăçуллă пике аллинче пур ĕç те вĕресе кăна тăнă: чĕрĕ кирпĕче кăмакана хывмалла е унтан кăлармалла-и, конвейер çине хумалла е ытти çĕрте пулăшу кирлĕ-и - Зина пур çĕре те ĕлкĕрнĕ.
Уроксем хыççăн завода Тăманлă Выçли ачисем ĕçлеме çÿренĕ. Шăп çакăнта пулса иртнĕ те хĕрпе каччă шутне кĕрсе пыракан Зинăпа Валерин малтанхи тĕлпулăвĕ. Ĕçре паллашса пĕр-пĕрне килĕштернĕ яшпа пикен чĕрисене асамлă хĕлхем саптарнах вăл, ачаш юрату туйăмĕ çуратнă. Вăтам пĕлÿ илсен каччă ниçта та мар, кирпĕч заводне ĕçлеме вырнаçнă, ара, кунта чун туртмăшĕ пулнă-çке. Ят тухсан Валерий Самаркин Чита облаçĕнче ракета çарĕнче икĕ çул службăра тăнă. Çуралнă кĕтесе таврăнсан ĕнерхи салтака тăван коллектив, юратнă хĕрĕ хапăлласах кĕтсе илнĕ.
- Валерине хĕрринчи сарайран ăсатрăмăр, çавăнтах кĕтсе илтĕмĕр тетчĕç хĕрсем, - аса илчĕ çав вăхăта Зинаида Гордеевна.
1977 çулта çамрăксем çемье çавăрнă. Ку туйра мăшăрăн тăванĕ-хурăнташĕ кăна мар, пĕрле ĕçлекенсем те ташланă-юрланă, пĕр-пĕрне савакан икĕ чĕре тинех пĕрлешнĕшĕн савăннă. Хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ Самаркинсем, мăшăрлантарнă, кукаçи-кукамай, асатте-асанне пулса тăнă. Аленăпа Алексей Турă пÿрнисене аякра шыраман - тăван ялтах тупнă. Хĕрĕпе Сергей кĕрĕвĕн 6 ача çитĕнет, ывăлĕпе Наташа кинĕн - иккĕ.
Вăтăр сакăр çул пĕр сукмакпа алла-аллăн утать ялти хисеплĕ мăшăр. Çак хушăра çирĕп хуçалăх çавăрнă: çуртне те лартнă, йывăçне те пайтах ÿстернĕ. Ялйыш çинчи ырă ята, чыс-сума вĕсем хăйсен ĕçченлĕхĕпе, хастарлăхĕпе, ырă та уçă кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе тивĕçнĕ. Çемье пуçĕ çăварне пирус хыпмасть, эрех-сăрапа иртĕнмест. Кил хуçи арăмĕн ĕçченлĕхĕ вара пÿрт-çурт тирпейлĕхĕнчен тÿрех курăнать. Пур япала та хăйĕн вырăнĕнче. Пÿлĕмсенче ăçта пăхнă унта - тĕрлĕ чечек. Дивансемпе креслăсене, вырăн таврашне çыхнă пĕчĕк минтерсем, стенасене хăй аллипе тĕрленĕ тĕрĕсемпе кавирсем илемлетеççĕ.
Тăманлă Выçлири кирпĕч заводĕнче профком председателĕ пулнă, экономистра нумай çул тăрăшнă Раиса Потапован сăмахĕсем те çавнах çирĕплетеççĕ.
- Иккĕшĕ те харсăр, питĕ маттур çынсем, мĕне пуçăнсан та ĕçе тĕплĕ тăваççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-90-мĕш çулĕсенче завод патшалăх панă планпа ĕçленĕ. Ăна вăхăтра пурнăçлас тесе рабочисем канăç курман, хĕлĕпех кăмака сÿнтермесĕр кирпĕч хĕртни-типĕтнисем те пулнă. Самаркинсем çывăрма та пĕлмен пуль, ĕçе чи малтан çитетчĕç, ыттисем килнĕ çĕре конвейера ĕçлеттерсе яратчĕç. Икĕ бригадăччĕ заводра, пĕринче Зина Самаркина, тепринче Оля Прокопьева рабочисене хавхалантарса тăратчĕç. Кун ирттĕр те смена пĕттĕр тесе мар, производство калăпăшĕ ÿстĕр тесе тăрăшатчĕç Самаркинсем. Иккĕшĕн те Хисеп грамотисем пур, Зинаида Гордеевнăна вара Нечерноземагропромстройăн «Хисеплĕ строитель» паллипе наградăларĕç. Ĕçре те малтаччĕ, килти хуçалăха та нихăçан япăхтарса вырттарман вĕсем, ачисем те тирпейлĕ çÿренĕ. Çав вăхăтрах концертсене хутшăнма та, алĕç тума та вăхăт тупнă вĕт-ха, çамрăклăх çунатлă тесе ахальтен каламан ĕнтĕ, - терĕ Раиса Николаевна ĕçтешĕсенчен тĕлĕнсе пĕтереймесĕр. Чăнах та, çак килĕшÿллĕ те ĕçчен мăшăртан тĕслĕх илмелли çеç юлать, «Ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет» текен каларăша та хушса хурас килет.
Зинаида Гордеевна вунă çул ĕнтĕ тивĕçлĕ канура. Унăн ĕç кĕнекинчи стаж пĕтĕмпех пĕр предприятире - Тăманлă Выçли кирпĕч заводĕнче - пуçтарăннă. Валерий Анатольевич вара çак кунсенче çеç пенси удостоверенине алла илчĕ-ха. Вăл та тăван заводра чылай çул вăй хунă: слесарьте, экскаваторщикре, мастерта... Юлашки çулсенче «Пайгас» ялхуçалăх кооперативĕнче тăрăшать. Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ, пахчаçимĕç лартса тăваççĕ. Ывăлĕпе хĕрĕ ура çине çирĕп тăнă пулсан та «вăй-хал çитнĕ чухне ачасене пулăшас килет-çке», - теççĕ.
Самаркинсемшĕн ку çул уйрăмах пĕлтерĕшлĕ: Зинаида Гордеевнăпа Валерий Анатольевич 60 çулхи юбилейĕсене паллă турĕç.
Л.ШУРЯШКИНА.
Комсомольски районĕ
Комментировать