Сусăрсем хăйсене хăтлă туяççĕ
Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă "Граждансене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси" патшалăх программин "Пурте усă курма пултаракан хутлăх" çумпрограммине пурнăçламашкăн пирĕн республикăна РФ бюджетĕнчен 42774,3 пин тенкĕ уйăрнă.
Раççей Правительствин хушăвĕпе 71 субъект 3 млрд ытла тенкĕ илет. Асăннă субсидипе сусăрсемпе тухса çÿреме кансĕр граждансене пурте усă курма пултаракан приоритетлă объектсемпе пулăшусен тăкакĕсене финанслаççĕ.
2015 çулта çумпрограммăна пурнăçласа Чăваш Енре социаллă инфратытăмăн 30 яхăн объектне асăннă ушкăна кĕрекенсене юрăхлă майлаштарма палăртнă.
"Пурте усă курма пултаракан хутлăх" çумпрограммăн мероприятийĕсене пурнăçламашкăн РФ Ĕç министерстви пĕлтĕр 65,5 млн тенкĕ уйăрнă. Çав укçапа социаллă инфратытăмăн 27 объектне /социаллă хÿтлĕхĕн - 2, сывлăх сыхлавĕн, халăха ĕçпе тивĕçтерекен, физкультурăпа спортăн - 3-шер, професси вĕренĕвĕн - 4, культурăн - 12/ юрăхлă хутлăх хатĕрĕсем вырнаçтарнă. Вĕсенче алăксене, пусма картлашкисене, лифтсене территорири пулăшупа тивĕçтерекен вырăнсене çĕнетсе улăштарнă, пандуссем, порученьсем лартнă, япăх илтекенсемпе начар куракансене тĕрĕс-тĕкел çÿреме пулăшакан хатĕрсене общество транспорчĕн чарăнăвĕсенче е çул урлă каçмалли вырăнсенче кăна мар, учрежденисен коридорĕсенче те вырнаçтарнă.
"Пурте усă курма пултаракан хутлăх " çумпрограммăн мероприятийĕсемпе килĕшÿллĕ пурнăçланă ĕçсемпе республикăри халăха массăллă информаци хатĕрĕсем урлă тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви май уйăхĕн 13-мĕшĕнче журналистсене пресс-тура йыхравларĕ.
Асăннă тытăмăн инвалидсемпе ĕçлекен пайĕн ертÿçин Валентина Тельцова шухăшĕпе - япăх илтекен, начар куракан тата кÿмепе кăна çÿреме пултаракан сусăрсем валли сывă та тĕреклĕ çынсемпе пĕр тан условисем туса памалла: вĕсем социаллă, вĕренÿ, культура учрежденийĕсене, тĕрлĕ ведомствăна чăрмавсăр кĕрсе тухчăр. "Пурте усă курма пултаракан хутлăх" çумпрограммăна çак тĕллевпе йышăннă та ĕнтĕ.
Социаллă инфратытăмăн инвалидсен нушине тĕпе хурса майлаштарнă приоритетлă объекчĕсен шутне чи малтанах больницăсемпе халăха хÿтлĕхпе тивĕçтерекен учрежденисем кĕреççĕ.
Шупашкар хулинчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комплекслă центр ертÿçи Ренада Федорова пĕлтернĕ тăрăх - "Пурте усă курма пултаракан" çумпрограмма асăннă учрежденире иртнĕ çул вăй илнĕ. Унпа çыхăннă мероприятисене ирттерме 6 млн тенкĕ уйăрнă. Çав укçапа çурта кĕрсе тухмалли алăксене, санитарипе гигиена пÿлĕмĕсене, шалти интерьера улăштарнă. Картишĕнче парковка йĕркеленĕ, куç курманнисем валли полимер-хăйăртан тунă тактил плитисен тăрăхĕсене сарнă.
Икĕ çул каялла хулан виçĕ районĕнчи социаллă учрежденисене пĕрлештернипе йĕркеленнĕ центрта паян аслă ăру çыннисене киле пырса пулăшакан, кăнтăрлахи уйрăмсем, 40 вырăнлă стационар ĕçлеççĕ. Пĕрремĕшне шута илмесен, тăваттăшĕнче хăйсене хăйсем пăхма пултаракансем тĕрлĕ пулăшăва тивĕçеççĕ, вĕсен хушшинче инвалид çук темелле.
Центрта компьютера хăнăхтаракан занятисем йĕркеленĕ май юлашки вăхăтра куç курманнисемпе япăх илтекенсем те, утайманнисем те кунталла туртăнма пуçланă. Ренада Вениаминовна палăртнă тăрăх - комплекслă центр малашне çамрăк инвалидсемпе ĕçлессине те тĕпе хурать. Вĕсене шута илнĕ ĕнтĕ. Тухса çÿрейменнисене компьютер вăрттăнлăхĕпе участокри уйрăмсенчи специалистсем паллаштарĕç. Кÿмепе çÿрекенсем учрежденин инвалидсене илсе çÿремелли ятарлă транспорчĕпе пыраççĕ тата киле унпах таврăнаççĕ. Социаллă пулăшупа тивĕçтерекен пÿлĕмсем пĕрремĕш хутра вырнаçнă. Вĕсене çăмăллăнах тупма пулать: алăксем çине çырса çапнисене Брайль шрифчĕпе е ятарлă сасă паллипе ăнлантарса панă.
"Эпĕ чарăнăва çитсе общество транспорчĕпе хулан кирек хăш районне те кайма пултаратăп, - тет куç курманнипе инвалида тухнă Эниса Васильева. - Комплекслă центрăн ятарлă оборудованипе пуянлатнă компьютер залĕнче кулленех ăсталăха туптатăп. Кăткăс техника мана тĕнчепе çыхăнтарать. Çакнашкал хатĕрсем тата программăсем туянса пирĕн тавракурăма анлăлатма пулăшнăшăн социаллă ĕçченсене тав тăватăп". Сăмах май, компьютер технологине алла илнĕ хыççăн вăл ĕçе вырнаçма ĕмĕтленет.
"Шупашкарта пурăнмашкăн мана яланах меллĕ пулнă, халĕ вара тата хăтлăрах. Комплекслă центра хаваспа килетĕп, - тет инвалидсен "Ырăлăх тата тăнăçлăх" центрĕн членĕ Татьяна Васильева. - Кÿмепе çурта кĕмешкĕн меллĕ пандус вырнаçтарнă, кунти специалистсене çын килни çинчен пĕлтермешкĕн чĕнÿ пускăчĕсем пур. Хамăр центрта тăвăр, кунта вара пÿлĕмсем аслă та çутă. Компьютер сĕтелĕ хушшине ларса хăнăху илетĕп, çынсемпе хутшăнатăп, алĕçпе аппаланатăп, çапла вара пурнăçăн кашни самантне хакламаллине чунпа туятăп. Хулари чылай учреждение паян чăрмавсăрах кĕреетпĕр. Çынсем инвалидсем тĕлĕшпе тимлĕ пулни савăнтарать. Хамăра ăшшăн кĕтсе илни, ырă сунса ăсатса яни кăмăла çĕклет.
Халиччен эпĕ Крымри санаторисенче темиçе хут та сипленнĕ. Вĕсенче ун чухнех сусăрсем валли хăтлă хутлăх туса хунăччĕ. Пирĕн патра ку ыйтăва юлашки çулсенче çивĕччĕн хускатрĕç. Халĕ, авă, палăртни пурнăçа кĕрсе пырать. Инвалидсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассине патшалăх тивĕçлипе хаклани вăй-хал хушать".
Инвалидсене общество транспорчĕпе усă курмашкăн меллĕрех пултăр тесе "Пурте усă курма пултаракан хутлăх" çумпрограммăпа килĕшÿллĕн 4 троллейбус, 3 автобус тата кÿмепе çÿрекенсене транспорта лартмашкăн ятарлă хатĕр вырнаçтарнă тепĕр автомашина туяннă, социаллă инфратытăм объекчĕсем çывăхĕнчи чарăнусенче маршрут кăтартăвĕсем, сасăллă светофорсем лартнă, тактиль плити сарнă, бардюр хĕррине лутралатнă.
Республикăри офтальмологин клиника больницин тĕп тухтăрĕ Дмитрий Арсютов палăртнă тăрăх - "Пурте усă курма пултаракан хутлăх" çумпрограммăпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ условисемпе инвалидсем кăна мар, аслă ăру çыннисем те усă кураççĕ. "Вĕсемшĕн те çав хатĕрсем меллĕ. Кун пек чухне сусăрсемпе ватăсем хăйсене ыттисем пекех туйма пултарни пĕлтерĕшлĕ. Сăмах май, япăх куракансене пулăшас тĕллевпе сиплев учрежденийĕн территорийĕнче те, поликлиникăпа стационарта хăтлă хутлăх туса панă.
Мария Николаева - Çĕмĕрле районĕнчи Якуртушкăнь ялĕнчен . Çывăх вăхăтрах 90 çул тултаракан тыл ĕçченĕн сылтăм куçне операци тунă. Сентябрь уйăхĕнче сулахаййине сиплес тĕллевлĕ. "Питĕ лайăх пăхаççĕ кунта: сиплевĕ пахалăхлă, пурăнмалли условисем хăтлă. Тухтăрсемпе медсестрасем ырă кăмăллă. Çĕнтерÿ кунĕпе тĕп тухтăр Дмитрий Геннадьевич палатăна пырса хăй саламларĕ, чечек çыххипе савăнтарчĕ. Маншăн, ялти ватă çыншăн, тăрăшнăшăн пурне те чĕререн тав тăватăп", - тет кÿмепе çÿрекен инвалид.
Маларах çĕкленĕ çуртсенче инвалидсене хăтлă хутлăх туса парас енĕпе хатĕрсене вырнаçтармашкăн тĕрлĕ мел шырама тивет-тĕк, малашне вĕсене çуртсен проектнех кĕртсе хăварĕç.
Валентина СМИРНОВА
Комментировать