«Вăрçă пурнăçа юратма вĕрентрĕ...»

20 Мая, 2015

Анатолий Дмитриевич Ефимов /ХМЫТ/ – поэт, прозаик тата драматург. Тутар Республикинчи Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕрремĕш хайлавĕ 1990 çулта «Тăван Атăл» журналта пичетленнĕ. Вăл - ултă кĕнеке авторĕ, вĕсенчен тăваттăшне Афганистанри вăрçа халалланă: «Вилĕмсĕр кăйкăр юрри», «Ан тăк куççуль, аннеçĕм», «Сар Иван» тата «Леш тĕнчерен...» роман-дилоги. Чăваш академи драма театрĕнче пыракан «Сутăн илнĕ чыс» драма та Афган теминех çутатать.

Анатолий Хмыт - ЧР Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ.

- Анатолий Дмитриевич, кала-ха, çыравçă пулас тени ачаран ĕмĕтленни-и?

- Ачаранах тесен ытлашширех пулать-тĕр, мĕншĕн тесен ун чух çак ĕçе паянхи пек кÿлĕнессе шухăшламан. Анчах та чунра чăвашлăх туйăмĕ çуралнине туйса илтĕм. Пĕррехинче пире, çиччĕмĕш класс ачисене, урок вăхăтĕнче кивĕ хут тиеме илсе тухрĕç. Машини часах çитеймерĕ, эпир ухтарма пуçларăмăр. Пăхатăп - Муса Джалилĕн чăвашла куçарнă «Моабит тĕрминче» кĕнеки выртать. Унччен, паллах, кĕнеке вуламан мар, анчах та мана çав самантра темле туйăм тыткăнларĕ-ши е тăван чăваш чĕлхин кĕвĕлĕхĕ ăрăмларĕ - çĕтĕлме пуçланă страницăсене антăхса вулама пуçларăм. Кайран, эрне вĕçĕнче, хам сисмесĕрех пĕрремĕш хут сăвă йĕркисем капланса килчĕç... Маншăн ку кĕнеке талисман вырăннех пулса тăчĕ. Вăл паянхи кун та манпа пĕрлех. Эпĕ ăна йывăр самантра яланах уçса вулатăп.

- Эппин, хăвăн пултарулăхна сăвăсенчен пуçланă?

- Çамрăк чух сăвă маншăн çăмăл та ансат жанр пек туйăнатчĕ. Анчах та каярах, çулсем иртсен – хамăн шухăша ылмаштарма тиврĕ. Халĕ прозăпа нумайрах аппаланатăп. Поэзи вара – чун ăшши! Унпа чун ыратнă е юрланă чух çеç усă куратăп.

- Проза, мĕн тесен те, анлă жанр. Унпа ĕçлеме çăмăл мар ĕнтĕ?

- Кашни япалан хăйĕн - çитменлĕхĕ, хăйĕн - ытарлăхĕ. Ку ун пек те, ку кун пек тенипе çеç мар. Пур япалана та вĕренес пулать. Манăн та çырма пуçличчен малтан нумай кĕнеке вулама тиврĕ. Вăл кăна та мар - кашни çыравçăн техникипе мелне тишкерме, ăса хывма. Уйрăмах Ю.Бондаревăн «Берег» романĕ пулăшрĕ мана. Унта икĕ çыравçă Германие конференцие каяççĕ. Пĕр-пĕринпе калаçса пыраççĕ. Пĕри эпĕ кунне пĕр абзац çыратăп тет, тепри - иккĕ. Вулатăп та тĕлĕнетĕп - эпĕ вара сехетре пĕр калав çыратăп тетĕп! Хама валли пĕтĕмлетÿсем турăм та - çырма лартăм... Тепĕр икĕ уйăхран пĕрремĕш повесть хатĕр пулчĕ.

- Муса Джалиль, Юрий Бондарев... Паянхи çыравçăсенчен кама асăннă пулăттăн?

- Чăваш литературинчи пур çыравçăн ĕçне те юратса, килĕштерсе вулатăп. Анчах та çак ятсене асăнса, ырă сăмах каласа хăварсан аван пулĕ: Юхма Мишши, Хветĕр Агивер, Герман Желтухин тата Александр Волков. Вĕсем мана пурте кирлĕ вăхăтра кирлĕ пулăшу парса хавхалантарса пычĕç. А.Волков çинчен каласан вара – вăл манăн чăн пĕрремĕш вĕрентекенсенчен пĕри. Эпир унпа сехечĕ-сехечĕпе калаçса лараттăмарччĕ. Литература, пуласлăх çинчен. Уйрăмах вăл мана роман çырма вĕрентетчĕ. Анлă произведенисем çырнă чухне мĕнле чăрмавсем сиксе тухма пултарнине тата вĕсенчен епле хăтăлмаллине ăнлантаратчĕ.

- Апла-тăк, А.Волков сана ĕненнĕ, шаннă?

- Тĕрĕсех. Ун чух, Афганистанран таврăнсан, эпĕ Шупашкара ятарласа килтĕм: университетран вĕренсе тухса пурнăçра хам курса, тÿссе ирттернине романра сăнласа пама тесе. Анчах та роман çырасси - кÿлĕ урлă ишсе каçасси çеç мар иккен. Суймасăр калатăп – пĕр вăхăтра вăл ĕмĕте пăрахма та тиврĕ. Анчах та А.Волков сăмахĕсем аса килчĕç. Çĕнĕрен кÿлĕнтĕм... Халĕ шухăшлатăп та - тĕлĕнетĕп. Вăл ун чухнех эпĕ роман çырма пултарасса шаннă. Ĕненнĕ! Ку çеç те мар - хатĕрленĕ те.…

- Афганистан çинчен асăнтăр. Унта университет хыççăн лекнĕ-и е маларах?

- Маларах. Шкул пĕтерсен тÿрех Шупашкара килсе вĕренме кĕме шиклентĕм. Çулталăк ялта вăй хунă хыççăн çара кайма тĕв турăм. Халĕ шухăшлатăп та – тĕрĕсех турăм! Кам пĕлет, тен, шкул хыççăнах вĕренме кĕреймен пулсан - ăçта кайнă пулăттăм? Ун çинчен шухăшлас та килмест.

- Афганистан пирки çар комиссариатĕнче пĕлтерчĕç-и?

- Çук. Эпир ун чухне, тĕрĕссипе каласан, Афганистан ăçтине те пĕлмен. Икĕ уйăх карантинта пулнă хыççăн çеç пире ăçта валли хатĕрлени çинчен каларĕç.

- Вăрçă пыни çинчен те-и?

- Ун çинчен те. Иолотаньри /Туркменистан/ полк командирĕ хăй строй умне тухса ăнлантарчĕ. Çухатусем пулни çинчен те асăнчĕ вăл. Юлнă кунсенче тата та аванрах хатĕрленме ыйтрĕ. Кам каяс темест - рапорт çырма хушрĕ.

- Юлас текенсем пулчĕç-и?

- Пулчĕç. Ротăра 4-5 ача рапорт çырчĕ.

- Санăн вара... шиклĕх пулмарĕ-им?

- Анне: «Çынран юличчен муртан юл», - тетчĕ. Эпир ун чухне вăрçă мĕнне ăнлансах та кайман. Полигонра пире питĕ япăх çитеретчĕç. Апатĕнче хыткайăк тăп туллиехчĕ, çиме май çукчĕ. Афганистанра вара – тушенка, сгущенка кĕтет тетчĕç пире сержантсем. Епле ăнтăлмăн!

- Афганистан мĕнле кĕтсе илчĕ? Тушенка-сгущенкăпа-и?

- Тушенка-сгущенкăпа та, чышка-чукмарпа та...

- Афганистанра «дедовщина» пурччĕ-им?

- Чи хăрушшиччĕ унта! Пирĕн ăрăва «Турă пÿрчĕ»: малтанхи çулсенче Афганистана вăтам Азирен янă пулнă. Пуçласа Атăл тăрăхĕнчен пире ячĕç. Пуçланчĕ вара пăтрашу, харкашу. Асăнассăм та килмест.

- Пĕрремĕш çапăçу мĕнпе асра юлчĕ?

- Ăна-кăна ăнкарса иличчен - вăйă пек çеç. Автомат курокне пусас вырăнне нумайăшĕ çăварпа евĕрленисем те пулчĕç. Ку - пĕрремĕш çухатуччен çеç. Кайран йăлт пăсланать. Сĕрĕмĕ пуçа тивет те - ăс-тăна пăкăлать, ÿте чул айне тунăн пусмăрласах хурать. Пуçа йăтма мар – хускалас та килмест: йĕри-тавра пуля вĕçет, граната сирпĕнет – тĕнче кисренет. Чи кирли çак самантра - хăвна алла илме пĕлни! Унсăрăн – пуçна çухатан.…

- Çухатусем нумай пулчĕç-им?

- Чылай!.. Эпĕ Пули-Хумринчи 395-мĕш полкри 2-мĕш ротăра хĕсметре тăтăм. Юлашки çур çул хушшинче çеç ротăра вунă ытла çын вилчĕ. Хăшĕсене асăнса хăварас килет: Геннадий Саликиев, Иван Данилов /сапер/ - Тутарстанран, Керимхан Нагдалиев – Дагестанран, Алексей Моисеенко – Беларуçран, Валерий Здоровых – Крым каччи, Василий Мельник - Украинăран, Валерий Грабчак – Казахстанран, Валерий Барильченко аслă лейтенантпа Сергей Никулин капитан тата ыттисем те. Аманса сусăрланнисем, чирлесе хавшанисем тата нумайăнччĕ!

- Вĕсен хушшинче ентешсем пулнă-и?

- Ротăра чăвашсем эпир - тăваттăнччĕ. Вăрмартан - Коля Алексеевпа Веня Николаев, Мелеккесрен /Ульяновск облаçĕ/ - Виктор Тойгильдин. Шĕкĕр Турра, килсене пурте тĕрĕс-тĕкел таврăнтăмăр!

- Аманман та-и?

- Мана Турă пÿрчĕ. Ротăра ун пек телейлисем эпир иккĕн çеç юлтăмăр: Валерий Мироваев тата эпĕ. Иксĕмĕр те икĕ çул çурă хушшинче госпиталь мар – медсанчасть мĕнне пĕлмен. Анчах та Иш-Камыш операцийĕнче хамăрăн артиллери пире хамăра лектерчĕ. Вăт, ун чухне эпĕ сулахай хăлхана кăшт сусăрлатрăм. Пĕр снаряд пирĕн умра çурăлса кайрĕ. Пирĕн телее артиллери снарячĕсен ванчăкĕсем минăнни пек аяккалла мар - çÿлелле сирпĕнеççĕ, çавăнпа та пире лекмерĕç. Пилĕксĕмĕр те хăлхасăрлантăмăр çеç. Анчах та пĕри те кайман госпитале. Вăхăчĕ те пулман - тепĕр кунне каллех тусем çине.

- «Леш тĕнчерен...» дилогине вуланă май эпĕ çакна асăрхарăм: тĕп сăнар – Улюш - тăтăшах Пихампара аса илет. Эсир тĕне кĕмен-им? Тата Улюш сăнарне кама шута калăпланă?

- Кĕмен. Кунта нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Манăн анне Тутарстанри Аксу районĕнчи «Федоровка» ятлă поселокра çуралса ÿснĕ. Унта чăн чăвашсем пурăнаççĕ. Аннене кура эпĕ те чăн чăваш тĕнне хисеплеме пуçларăм. Уйрăмах тусем çинче вилĕмпе пурнăç хушшинче çÿренĕ чух. Нуша кулачă çитерет теççĕ. Тĕн те çын патне çавăн чухнех пырать. Пач йывăр чух: «Çÿлти Туррăм Пихампар, мана вилме ан пар!» - теттĕм. Кĕнекери Улюш та çак сăмахсенех калать. Нумай чухне вăл ман çулпах утать... Улюш сăнарне калăпланă чух çурри ытла пулĕ хамран илнĕ. Анчах та Улюш - тăлăх, манăн вара аттепе анне те пур. Тата, Улюш тăвакан хăшпĕр ĕçе чăн пурнăçра нумай чух урăх салтак тунă. Ку Улюш характерне калăплама кирлĕ пулчĕ. Çавăнпа та Улюша пĕтĕмпех хамран илтĕм тесе калаймастăп. Характерĕ манăн пулин те - ĕçĕсем хăйĕн.

- Ветис Уламасов пирки пĕр-ик сăмах каласа хăвар-ха. Вăл кам? Ăçтан илнĕ сăнар?

- Славик Уламасов та, Тая та - шухăшласа тупнă сăнарсем мар. Вĕсем - чăн пурнăçран. Славикпа эпир икĕ çул çурă пĕрле хĕсметре тăтăмăр. Вăл - пĕрремĕш ротăра, эпĕ - иккĕмĕшĕнче. Кĕнекери лару-тăру йăлтах тĕрĕс тесен те йăнăш пулмĕ. Пĕрне çеç калассăм килет: Ветис салтака кайиччен тунă йăнăшсене Славик салтакран килсен турĕ. Анчах та иккĕшĕ те - хăйсен йăнăшĕсене тÿрлетсен вилчĕç: Ветис салтакран таврăннă чух, чăн пурнăçри Славик тусăм - 1989 çулта çĕре кĕчĕ. Тая вара - хăйĕн хĕрачисене çитĕнтерсе çемье çавăрма пулăшсан тин качча тухрĕ. Халĕ пурте Нурлатра пурăнаççĕ.

- Кĕнекере Афганистанри лару-тăру хăш çулсенче пулса иртет? Тата автортан хушнă япаласем пур-и?

- Пĕрремĕш кĕнеке «Таркăнсем» ятлă, унти лару-тăру 1982 çулсенче пулса иртет. Иккĕмĕшĕ вара - «Тамăк витĕр», 1984 çул: Иш-Камыш, Файзабат, Ханабат, Панджшер тата Андараб операцийĕсене сăнласа панă. Çавăнпа та унта йăлт тенĕ пекех тĕрĕс. Нумай чухне сăнарсен хушамачĕсене те чăн пурнăçри пекех хăвартăм. Анчах та илемлĕ литературăра япалана илемлетмесĕр май çук. Çавăнпа та автортан хушăнни пурах, паллах.

- Чăваш академи драма театрĕнче сирĕн пьесăрпа лартнă «Сутăн илнĕ чыс» спектакль пырать. Вăл 2011 çулхи республикăра иртнĕ «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра иккĕмĕш вырăна та тухнă. Премьера хыççăн ун пирки нумай çырчĕç: лайăххине те, начаррине те. Ху мĕн каланă пулăттăн?

- Конкурсра вăл çул пĕрремĕш вырăн никама та лекмерĕ. Иккĕмĕшне вара пире Ольга Тургайпа иксĕмĕре пайласа пачĕç. Пьесăна драма шайне çитерме, чăн та, çăмăлах мар. Пĕччен ĕçленĕ пулсан, тен, ерçеймен те пулăттăм, В.Н.Яковлев /театрăн илемлĕх ертÿçи/ хăй те нумай тăрăшрĕ. Пьеса сцена çине куçсан И.И.Ивановпа /спектакль режиссерĕ/ нумай ĕçлеме тиврĕ. Хăшĕ-пĕрисем /Афганра пулнисемех/ «тăрăшнипе» спектакльти çивĕчрех самантсене кăларчĕç. Паллах, пурнăç çине кашни хăйне майлă пăхать. Режиссерпа эпир ун пек лару-тăру пуласса кĕтнĕччĕ, анчах та çавнашкалах хыпăнса ÿкеççĕ тесе шухăшламан, паллах...

- Пьесăри сюжета чăн пурнăçран илнĕ-и?

- Кашниех мана çакнашкал ыйту парать. Мĕншĕн? Ăнланаймастăп. Ку пьесăра чăнлăх пĕрре - хăйĕн тÿнтерлĕхне тавăрса хунă вăрçă! Ытти вара йăлтах автор меллĕ усă курса сыпăнтарнă «фантази»! Хутран-ситрен, тен, такам пьесăри сăнарсенче хăйсене курнишĕн автор та, режиссер та айăплă мар. Шел те, Петĕр /сăнар/ пеккисем пирĕн хушăмăрта пуррине пьеса йĕри-тавра пыракан лару-тăру питĕ анлă çутатса пачĕ. Пурнăç вăл!..

- Афганистанра орден-медальсене сутăн илнисем те пулнă-им вара?

- Паллах. Унта паттăрсем çеç пулнă тени – йăнăш шухăш! Ыррипе юнашар кирек ăçта та начарри çÿрет! Нумай чухне пĕрин йăнăшĕ – теприншĕн паттăрлăха куçать. Шел, анчах та ку - факт. Наградăсене сутăн туянасси е пĕр-пĕр салтакăнне йăкăртасси вăл кашни вăрçăрах пулнă. Афганистанра вара пушшех те анлă сарăлнăччĕ. Уйрăмах - офицерсен хушшинче. Анчах штабра е каптеркăра ларакан сержантсем, салтаксем те нумай чухне маххă памастчĕç. Романра ун пек тĕслĕхсене илсе патăм эпĕ. Халĕ асăнмăпăр.

- Ун пекех пулсан пур награда пирки те иккĕленÿ çуралма пултармасть-и?

- Ун пек каласшăн мар эпĕ. Ун пек шухăшламастăп та! Хăйĕн наградине нумайăшĕ çапăçу хирĕнче вилĕмпе куçа-куçăн тăрса илнĕ. Юн тăкнисем сахал мар. Анчах та кунта калаçу пач урăххи çинчен пырать. Асăрхарăр пулĕ - Афганистанри вăрçă инваличĕсем ку пьесăна питĕ ыр-кăмăллăн йышăнчĕç. Анчах та теприсем... Темшĕн, спектакльне пăхман пулин те çине тăрсах «хирĕнчĕç». Культура министерствине çитрĕç. Пирĕн хушăмăрта ун пеккисем пулман тесе ĕнентерчĕç. Мĕнле калаççĕ-ха вырăссем - вăрă пуçĕнче шлепке те çуннă тет мар-и? Паллах, вĕсен хушшинче те тĕрлĕ çын пур. Пурне те пĕр сăмахпа витес килмест.

- Хăвăрăн наградăсем пур-и?

- Чăн çапăçу наградисем çук. Каярах патшалăх панисем çеç. Пирĕн вăхăтра ун пекех валеçмен. Чи малтан вилнисемпе аманнисене паратчĕç. Унтан парти членĕсемпе кандидатсене. Тепĕр юхăмĕ вара - асăнтăм ĕнтĕ - «пултаруллисене» лекетчĕ. Анчах та нумай чух командиртан та килетчĕ. Пирĕн батальонри виççĕмĕш рота командирĕ вырăнне юлнă В.Цветков /халĕ вăл подполковник, Шупашкарта пурăнать/ аслă лейтенантах илер - ротăри пирĕн призыври ачасем пурте тенĕ пек икшер-виçшер наградăпа таврăнчĕç килĕсене. Кашни «сопровождение» тухмассерен награда хутне çыратчĕ. Пирĕн вара хăйне юрататчĕ. Анчах та эпир уншăн ÿкĕнместпĕр. Сывă юлни паха!

- Паян, çулсем иртсен, Афганистана лекнишĕн ÿкĕнместĕн-и?

- Çук. Пĕр енчен Турра тав тăватăп, тепĕр енчен, тен, вăл мана юри çав вăрçă витĕр кăларчĕ пуль тесе шухăшлатăп. Мĕншĕн тесен Афганистана лекмен пулсан паянхи кун эпĕ мĕн çинчен çырнă пулăттăм? Паллах, пурнăçра тема нумай. Анчах та... Афганистан ман пултарулăхра тĕп вырăн йышăнать. Çырмалли вара - тата ик-виç ĕмĕрлĕх те юлать. Ку - хам курни çеç. Ыттисем курса-тÿссе ирттернине те çырас пулсан? Миçе ĕмĕр кирлĕ? Çавăнпа та çанă йăваласа ларма вăхăт çукрах.

- Сюжетсемсĕр пуçне тата мĕн пачĕ Афганистан?

- Чăтăмлăхпа туслăх. Вĕсем манăн тăп туллиех.

- Чăтăмлăхĕ пирки ăнланатăп-ха. Юлташ нумай пулма пултарать-им?

- Камăн мĕнле. Манăн вара нумай: Çĕпĕртен пуçласа Украина таранах... Эпĕ вĕсемпе мухтанатăп, вĕсем çинченех çыратăп та. Афганистан çухатусемсĕр пуçне тата пире туслăх парнелерĕ. Вăл, вут-çулăмра туптаннăскер, нихăçан сÿнес çук. Эпир пĕр-пĕриншĕн кар тăратпăр.

- Аван. Кăна нумай чух хамăр та куратпăр. Паян вара мĕн çыратăн?

- Калавсемпе ларатăп ытларах. Анчах та пьесăсем те çыркалатăп. Сăмах май каласан – нумай пулмасть «Çерем çинчи çиçĕм» трагикомеди Çамрăксен театрĕн сцени çине тухрĕ. Унти лару-тăру - паянхи чăваш ялĕнче. Тăм Мирун, ялти ватă, сăнарĕ урлă пурнăç илемне, унăн тĕрĕслĕхне уçса пама тăрăшрăм. Спектакле Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалланă. Режиссерĕ - В.Н.Оринов. Спектакль куракансен кăмăлне каясса шанатăп.

 

Юрий ЛИСТОПАД калаçнă

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.