УРА ЛАППИНЕ ТИМЛĔ ПĂХМАЛЛА
Сахăр диабечĕпе аптракансен ура лапписене питĕ тимлĕ пăхмалла. Ÿчĕ типесрен, çуркаланасран, суранланасран, диабет лаппи аталанасран асăрханмалла. Кĕсенленсен тухтăр пулăшăвĕ кирлех. Çак йĕркесене пăхăнни пĕлтерĕшлĕ.
- Урасене кашни кунах тăрăшса çумалла, асăрханса шăлмалла, ÿт сиенленнипе сиенленменнине палăртма тимлĕ сăнаса тĕрĕслемелле.
- Урасем ытлашши шăнасран е пиçĕхесрен асăрханмалла, çара уран çÿремелле мар.
- Атă-пушмак хăтлă пултăр, урасене ан шăйăрттартăр. Чăлхасене кашни кунах тасисемпе улăштармалла.
- Сурансене йод, спирт, марганцовка, зеленка сĕрмелле мар. Ытах, 3 процентлă аптека водород перекиçĕпе усă курма юрать.
- Мозольсенчен хăтăлма пемзăпа е пилкăпа усă курсан лайăхрах. Чĕрнесене тÿрĕ, кĕтесĕсене çавракалатмасăр касмалла, хытнă хулăн чĕрнесене пилкăпа хырмалла.
- Ÿт типĕ пулсан, çуркаланас хăрушлăх сиксе тухсан çуллă крем сĕрме пулать. Анчах пÿрнесен хушшисене сĕрме юрамасть!
- Çуркаланчăксем тарăнлансан, юнăхма пуçласан специалист патне каймалла.
Халăх мелĕсенчен çак рецептсем витĕмлине палăртаççĕ.
- Сиенленнĕ ÿте кунне темиçе хут уртăшăн /можжевельник/ типĕ çулçинчен хатĕрленĕ порошок сапмалла. Вăл лайăх тасатать, типĕтет.
- Эвкалиптăн 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ çулçине тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, вĕрекен шыв мунчине 15 минута лартмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла, 2 апат кашăкĕ пыл хушмалла. Çак шĕвекпе сиенленнĕ ÿт çине примочка хумалла е ăна 2-3 литр шыва ярса ура лапписене чиксе лармалла. Курс - сурансене ÿт иличчен.
- Ура лапписене пыл сĕрмелле. Темиçе чĕрĕ хупах çулçине кăштах лÿчĕркесе сĕрнĕ пыл çине темиçе сийпе хумалла, çăм тутăрпа чĕркемелле. Малтанхи пилĕк кун компрессене кашни кун хумалла, малалла - кун сиктерсе, сываличченех.
- Бинта гвоздикăн эфир çăвĕнче /ăна аллерги çук пулсан, çакна палăртма маларах çăва чавсан шал енчи хутламĕ тĕлĕнчи ÿте сĕрмелле/ йĕпетмелле, суран çине хурса çыхăпа çирĕплетмелле. Çĕрĕпех тытмалла, ирхине çыхха илмелле. Çапла сипленнĕ вăхăтрах апатчен çур сехет маларах 1 стакан шыва 2 тумлам гвоздика çăвĕ ярса ĕçмелле. Курс - сываличчен.
- Çĕмĕртĕн типĕтнĕ 20 çырлине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вĕрекен шыв мунчине 20 минута лартмалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Шĕвекпе сиенленнĕ ÿте кунне темиçе хут çумалла. Сиплев курсĕ - сываличчен.
- Профилактика тĕллевĕпе сезонра кунне 1-ер стакан хура çырла /черника/ лайăх чăмласа çимелле. Çак вăхăтрах унăн çулçин шĕвекне ĕçмелле. 1 апат кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, çур сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер стакан ĕçмелле. Курс - 3 эрне.