УРА ЛАППИНЕ ТИМЛĔ ПĂХМАЛЛА

20 Мая, 2015

Сахăр диабечĕпе аптракансен ура лапписене питĕ тимлĕ пăхмалла. Ÿчĕ типесрен, çуркаланасран, суранланасран, диабет лаппи аталанасран асăрханмалла. Кĕсенленсен тухтăр пулăшăвĕ кирлех. Çак йĕркесене пăхăнни пĕлтерĕшлĕ.

  • Урасене кашни кунах тăрăшса çумалла, асăрханса шăлмалла, ÿт сиенленнипе сиенленменнине палăртма тимлĕ сăнаса тĕрĕслемелле.
  • Урасем ытлашши шăнасран е пиçĕхесрен асăрханмалла, çара уран çÿремелле мар.
  • Атă-пушмак хăтлă пултăр, урасене ан шăйăрттартăр. Чăлхасене кашни кунах тасисемпе улăштармалла.
  • Сурансене йод, спирт, марганцовка, зеленка сĕрмелле мар. Ытах, 3 процентлă аптека водород перекиçĕпе усă курма юрать.
  • Мозольсенчен хăтăлма пемзăпа е пилкăпа усă курсан лайăхрах. Чĕрнесене тÿрĕ, кĕтесĕсене çавракалатмасăр касмалла, хытнă хулăн чĕрнесене пилкăпа хырмалла.
  • Ÿт типĕ пулсан, çуркаланас хăрушлăх сиксе тухсан çуллă крем сĕрме пулать. Анчах пÿрнесен хушшисене сĕрме юрамасть!
  • Çуркаланчăксем тарăнлансан, юнăхма пуçласан специалист патне каймалла.

 

Халăх мелĕсенчен çак рецептсем витĕмлине палăртаççĕ.

 

  • Сиенленнĕ ÿте кунне темиçе хут уртăшăн /можжевельник/ типĕ çулçинчен хатĕрленĕ порошок сапмалла. Вăл лайăх тасатать, типĕтет.
  • Эвкалиптăн 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ çулçине тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, вĕрекен шыв мунчине 15 минута лартмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла, 2 апат кашăкĕ пыл хушмалла. Çак шĕвекпе сиенленнĕ ÿт çине примочка хумалла е ăна 2-3 литр шыва ярса ура лапписене чиксе лармалла. Курс - сурансене ÿт иличчен.
  • Ура лапписене пыл сĕрмелле. Темиçе чĕрĕ хупах çулçине кăштах лÿчĕркесе сĕрнĕ пыл çине темиçе сийпе хумалла, çăм тутăрпа чĕркемелле. Малтанхи пилĕк кун компрессене кашни кун хумалла, малалла - кун сиктерсе, сываличченех.
  • Бинта гвоздикăн эфир çăвĕнче /ăна аллерги çук пулсан, çакна палăртма маларах çăва чавсан шал енчи хутламĕ тĕлĕнчи ÿте сĕрмелле/ йĕпетмелле, суран çине хурса çыхăпа çирĕплетмелле. Çĕрĕпех тытмалла, ирхине çыхха илмелле. Çапла сипленнĕ вăхăтрах апатчен çур сехет маларах 1 стакан шыва 2 тумлам гвоздика çăвĕ ярса ĕçмелле. Курс - сываличчен.
  • Çĕмĕртĕн типĕтнĕ 20 çырлине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вĕрекен шыв мунчине 20 минута лартмалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Шĕвекпе сиенленнĕ ÿте кунне темиçе хут çумалла. Сиплев курсĕ - сываличчен.
  • Профилактика тĕллевĕпе сезонра кунне 1-ер стакан хура çырла /черника/ лайăх чăмласа çимелле. Çак вăхăтрах унăн çулçин шĕвекне ĕçмелле. 1 апат кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, çур сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер стакан ĕçмелле. Курс - 3 эрне.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.