Комментировать

20 Мая, 2015

САНБЕРРИ - ПАХА ÇЫРЛА

Кÿршĕсем санберри текен çырла ÿстереççĕ. Кăçал мана та сĕнчĕç. Çак çырла çинчен ытларах пĕлес килет. Сывлăха вăл мĕнле усă кÿрет?

З. ЕГОРОВА.

Шупашкар районĕ.

Шултра хура çырлана /черника/ аса илтерекен санберрин тути хăйне евĕр. Анчах ăна тутишĕн мар, сывлăхшăн усăллă пулнине кура хаклаççĕ. Çырли вăйлă антиоксидант пулнипе, çамрăклатакан витĕмĕпе палăрса тăрать. Унра ватлăха вăрахлатакан, усал шыçăран хÿтĕлекен селен, юн тытăмне лайăхлатакан япаласем, организмран наркăмăшсемпе шлаксене кăларакан пектин, усăллă ытти микроэлементсемпе витаминсем пур.

  • Организма тасатма, пыршăлăх ĕçне йĕркене кĕртме, юн пусăмне чакарма кашни кун 5 апат кашăкĕ санберри çырлин варенине çимелле. Варени рецепчĕ: 1 килограмм çырла пуçне - 1 килограмм сахăр, 1 стакан шыв, 1 лимон, ваниль сахăрĕ. Шывпа сахăртан сироп пĕçермелле, унта çунă çырласене ярса вăйсăр çулăм çине лартмалла, вĕреме кĕртмелле те 5 минут пĕçермелле. Çулăм çинчен илмелле, сивĕнме памалла. Тата икĕ хут вăйсăр çулăм çине лартса 5-шер минут вĕретмелле, çавăн пекех сивĕтмелле. Юлашки хут пĕçернĕ чухне лимон сĕткенĕ, унăн теркăланă хуппине /цедра/ кăштах тата ырă шăршă кĕмелĕх ваниль сахăрĕ хушмалла. Варение стерилизациленĕ банкăсене ярса полиэтилен хупăлчасемпе витмелле. Сивĕтмĕшре упрамалла.
  • Суран, çăпан çине кунне 2-3 хут санберрин чĕрĕ çырлине сĕткен тухиччен лÿчĕркесе хумалла. Процедурăна кунне 2-3 хут тумалла. Сиплев курсĕ - сываличчен.
  • Ангина, сасă чĕлĕхĕсем шыçни, гингивит, стоматит аптратсан пыра çырла сĕткенне шывпа çурмалла хутăштарса чÿхени витĕмлĕ пулăшать. Сывлăх лайăхланичченех чÿхесе сипленмелле.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.