Хĕл хырăмĕ пысăк
Çунман йышши паха кирпĕчрен 1954 çулта купаланă витере тăракан выльăх "Звезда" СХПКна /Патăрьел районĕ/ паян кун та тухăçлăхпа савăнтарать. Унсăрăн мĕнле пултăр/ 400 пуç мăйракаллă шултра выльăх /ку шутра 160-ăшĕ сăвакан ĕне/ хăйне чунтан юратса пăхнине, тăрăшнине туять мар-и/ Кăçал ĕнене пăрулаттармалли тата пăру усрамалли уйрăмсен тăррине çĕнĕрен витнĕ. Маларах сăвакан ĕнесене çуллахи лагере инçете илсе кайнă, халĕ ăна вите çумĕнче йĕркеленĕрен тата унта сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнăран иккĕмĕш çул ĕнтĕ дояркăсем хавхаланса ĕçлеççĕ.