Комментировать

13 Ноя, 2015

Пурнăç уттинчен юлмасть

Типтерлĕ те вăр-варскере сакăр теçеткерен иртнĕ тесе ниепле калаймăн. Халĕ те вăрăм çула пăхмасăрах Красноармейски районĕнчен Шупашкара вĕçтерсе çитнĕ вăл. Тĕрĕслĕхе юратаканскер тÿрех канăç паман ыйтăва хускатрĕ:

- Эпĕ «Хресчен сассине» тухма пуçланăранпах çырăнса илетĕп. Кашни номерне сиктермесĕр вуласа пыратăп. Анчах юлашки вăхăтра ăна илейместĕп. Ун вырăнне урăх, йÿнĕ хаçат тыттараççĕ. Манăн вара «Хресчен сасси» вулас килет. Унта усăллă сĕнÿсем те, чуна уçса вуламалли материалсем те пайтах, - пăшăрханса пĕлтерчĕ Елена Макарова. - Кун пирки темиçе хут та почтальона асăрхаттартăм, кăлăхах. Укçине каялла тавăрма ыйтрăм. Çук, килĕшмерĕç. Пирĕн ялта, Нимĕчкассинче, хаçат-журнала 2-3 килте кăна çырăнса илеççĕ. Халĕ вĕсем патне юратнă кăларăма вулама çÿретĕп. Хама кÿрентернине пăхмасăр çитес çул валли те çырăнтăм-ха.

Унтан кинемей сăмахне çирĕплетнĕн сĕтел çине квитанцисем кăларса хучĕ. Чăн та, Елена Порфирьевна чăвашла вулама юратать. Пĕлтĕр те, 2016 çулăн пĕрремĕш çур çуллăхĕ валли те «Хыпар» Издательство çурчĕн «Хресчен сасси», «Çамрăксен хаçачĕ», «Капкăн» кăларăмĕсене тата «Ял пурнăçĕ» район хаçатне çырăннă.

- Ачасем йăваран вĕçсе тухса кайрĕç. Хаçат-журналпа чуна йăпататăп, кичемлĕхе сиретĕп. Ватăсен те пурнăçран юлас килмест-çке, - сăмахларĕ вăл.

Хастар хĕрарăм хăй вăхăтĕнче ял пурнăçне лайăхлатма вăй-халне шеллемен. Вунă çул ял старостинче тăрăшнă. Тăван тăрăхра кĕпер, çул, пĕве тунă, медицина пункчĕ уçнă çĕрте унăн тÿпи пысăк. Халĕ те алă усса лармасть вăл, кăмăла кайман пулăма, ултава асăрхасан ыйтăва татса памасăр та лăпланмасть.

Лариса Никитина.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.