Аскăн-тĕскĕншĕн Бойков та явап тытнă

13 Чÿк, 2015

«Хыпарăн» юн кунхи номерĕнче «Мунча» статья пичетленчĕ. Вăйпитти çамрăксен ушкăнĕ 1970 çулсен пĕрремĕш çурринче Шупашкарти 5-мĕш стройтрестăн «санпропускникĕнче» 30 хĕрпе хĕрарăма /суд çирĕплетни çеç/ мăшкăллани çинчен çырса кăтартнă унта. Партипе совет органĕсен ветеранĕ Алексей БОЙКОВ мунча историйĕпе тĕплĕнрех паллашма пулăшрĕ. Республика ертÿçисенчен пĕри Семен Ислюков çинчен кăсăклине каласа пачĕ.

- 1975 çул. Пикесене пусахланă ушкăн тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарманччĕ-ха, - терĕ Алексей Осипович. - Эпĕ - партин Шупашкарти Калинин райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ. Пĕрремĕш секретарь Николай Кальсин партин Чулхулари аслă шкулне вĕренме кайнă, халăх депутачĕсен Канашĕн ĕçтăвкомĕн председателĕпе район прокурорĕ ĕç вырăнĕнче çук, милици пайĕн пуçлăхĕ - канура. Района уйăх ытла ертсе пытăм. 20 сехет иртсен пÿлĕме РОВД пуçлăхĕн çумĕ Геннадий Смелов кĕчĕ те хут листи тыттарчĕ. Вулатăп: милици пуçлăхĕ ячĕпе учительница çырнă заявлени. Трактор заводне çĕклеме йĕркеленĕ 5-мĕш стройтрест «санпропускникĕн» пуçлăхĕ хăйне мăшкăлланине пĕлтернĕ, айăплисене явап тыттарма ыйтнă. Çырура манăн хушамата та асăннă. Çавăнпа Смелов ăна мана вулаттарма пынă.

- Эсĕ хăв çав вĕрентекене маларах пĕлнĕ-и?

- Курнă. «Заявленипе милицин мĕн тумалла?» - ыйтрĕ Геннадий Иванович. «Инструкципе мĕн тумаллине пурнăçлăр!» - терĕм. Темиçе кун иртсен партин хула комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ Леонид Прокопьев патне кайса усал хыпар çинчен евит турăм. Ку преступлени коммунизм тăвакансен кодексĕпе килĕшсе тăман. Çавăнпа влаç милицие ун çинчен обществăна пĕлтерме чарнă. Уголовлă ĕç /малтан милици следователĕсем М.Заславскипе Ц.Голумб, кайран прокуратура следователĕсем тĕпченĕ/ пуçарнине, суд процесĕ пынине пытарма тăрăшнă. Çапах сас-хура икĕ хулара та сарăлнă.

- Палланă-и маларах çав предприяти ертÿçисене?

- А.Гурин управляющипе, В.Ба­лясов заместительпе тĕл пулса калаçнă. М.Ермолаев тĕп инженера партие епле илнине тишкерме тиврĕ. Ыйтăва парти пухăвĕнче сÿтсе явмасăрах, алă çĕклемесĕрех ăна КПСС ретне илни райком бюровĕнче тăрă шыв çине тухрĕ. Каярахпа чылайăшне суд тенкелĕ çине лартрĕç. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.