Чăваш апат-çимĕçĕ лайăхрах!
Ютран илсе килекеннине çиме иккĕленмелле
Мĕн çиетпĕр? Лавкка сентрисенчи тавар, апатлану пункчĕсем сĕнекен çимĕç пахалăхлă-и? Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ çынсем ыйтнипе те, хăй тĕллĕн те суту-илÿ вырăнĕсенче, кану çурчĕсемпе вĕренÿ учрежденийĕсенче тĕрĕслевсем час-часах ирттерет. Кăмăллах мар пулин те - суя продукци тĕл пулать. "Садиксемпе шкулсенче пахалăхсăр апат-çимĕç çитерни уйрăмах хăрушă, чуна ыраттарать", - тет управлени ертÿçиНадежда Луговская.
«Чăваш Енре туса кăларакан тата сутакан продукци пахалăхĕн тата хăрушсăрлăхĕн кăтартăвĕсем, пĕтĕмĕшле Раççей Федерацийĕнчипе танлаштарсан, чылай пысăкрах. Юлашки çулсенче апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн микробиологи кăтартăвĕсем лайăхланни сисĕнет", - çирĕплетеççĕ Роспотребнадзор специалисчĕсем. Пĕлтĕр тĕпчев витĕр тухнă тĕслĕхсен 2,4 прценчĕ /РФ - 4,36 процент/ гигиена нормативĕсене тивĕçтермен-тĕк - кăçал ку кăтарту 1,1 процентпа танлашнă. 2014 çулта апат-çимĕç тĕслĕхĕсен 3,6 проценчĕн физика-хими кăтартăвĕсем пĕчĕк тесе йышăннă пулсан, кăçал ку кăтарту 4,2 процента çитнĕ.
Управлени ертÿçи палăртнă тăрăх - уйрăмах пулă тата пулă продукчĕсен /8,1 процент/, çăкăр-булка изделийĕсен /7,7 процент/, аш-какайăн /5,6 процент/ пахалăхĕ палăртнă нормативсемпе тÿр килмен. Тĕрĕслевçĕсен куçĕ тĕлне пулнă пахалăхсăр продукцие Вьетнамран, Китайран, Мускав облаçĕнчен, Мари Элтан, Калуга облаçĕнчен, Чĕмпĕртен, Мордовирен илсе килнĕ. "Акă, тĕслĕхрен, Мари Республикинчен илсе килнĕ кăлпассире какай вырăнне - шыв кăна. Мордва Республикинчи икĕ предприятин чăххисене те шыв "чыхса" тултарнă. Чăваш Енри предприятисем туса кăларакан продукци хушшинче вара пахалăх тĕлĕшĕнчен тивĕçтерменнине асăрхаман", - пĕлтерчĕ Н.Луговская.
Роспотребнадзор специалисчĕсем сĕт юр-варне уйрăмах тĕплĕ тĕрĕслеççĕ. 495 тĕслĕхе тĕпченĕ, 30-шĕ /6,1 процент/ вăл е ку енĕпе /белок, çу, шыв виçи/ нормативсене тивĕçтермен. Сĕт продукцине ÿсен-тăран çăвĕ хушнине тĕрĕслес тĕллевпе 194 проба илнĕ, вĕсенчен 89-шĕ Чăваш Енри предприятисен. 27 тĕслĕхре /13,9 процент/ ÿсен-тăран çăвĕ пуррине тупса палăртнă. Çак шутра чăваш продукцийĕ çук.
Тĕрĕслев кăтартнă тăрăх - услам çăва суя ингредиент уйрăмах нумай хушаççĕ. Тĕрĕслевçĕсем Елчĕк районĕнчи пĕр ялти лавккара 96,8 процент ÿсен-тăран çăвĕнчен тăракан услам çу /ăна "Курское молоко" ООО туса кăларнă, Курск хули/ сутнине тупса палăртнă. Пĕтĕмпе услам çăвăн пахалăх кăтартăвĕсене тивĕçтермен 15 тĕслĕхне асăрханă.
Фальсификат продукци лавккасене çеç мар, ачасен сывлăхне çирĕплетекен учрежденисене те лекет. Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх - пахалăхсăр апат-çимĕçе Етĕрне районĕнчи "Созвездие", Çĕмĕрлери "Соснячок" лагерьсенче, Улатăрти ача çуртĕнче, Канашри шкул апатланăвĕн комбинатĕнче тупса палăртнă. "Чувашия" санаторин апатлану блокĕнче пахалăхсăр сыр, "Волжанка" комплексра пахалăхсăр сĕтпе турăх асăрханă. "Хăрушă вĕт, - тет Надежда Феофановна. - Çынсем унта хавшак сывлăхне çирĕплетме каяççĕ. Пальма çăвĕ организмшăн вара питĕ кăткăс япала".
Пахалăхсăр сĕт продукцине ытти регионтан - Тутарстанран, Воронежран, Чулхула, Владимир, Иваново, Саратов, Тула, Смоленск облаçĕсенчен, ытти çĕртен - илсе килнине пĕлтерчĕ управлени ертÿçи Н.Луговская. Чăваш Ен продукцийĕн пахалăхĕ тивĕçтерменни çинчен кÿршĕ регионсенчен çулталăк тăршшĕнче пĕр хутчен кăна - Улатăрти сĕт продукцийĕ туса кăларакан предприяти тĕлĕшпе - çăхав килнĕ. Хальхи вăхăтра унта тĕрĕслев пырать.
Çĕршывра контрафакт продукци кăларакан "фантом" предприятисем те - юридици адресĕпе те, чăн адреспа та тупма май çук фирмăсем - пур иккен. Вĕсен ĕç-хĕлĕ çăхавсене тĕрĕсленĕ май "тăрă шыв çине" тухать. "Паллă мар çынсем тавар туянакансен шанăçĕпе усă курса пысăк тупăш илеççĕ. Вĕсем продукци этикетки çине чăнлăхпа килĕшсе тăман информаци çыраççĕ, халăха куç умĕнчех контрафактпа улталаççĕ", - палăртаççĕ Роспотребнадзор ĕçченĕсем. Çакнашкал предприятисем пирки вĕсем право хуралĕн органĕсене пĕлтерсех тăраççĕ.
Управлени специалисчĕсем кăçалхи тăхăр уйăхра 729 тĕрĕслев ирттернĕ, санитари-эпидемиологи требованийĕсене пăхăнман 538 тĕслĕхе тата потребительсен прависене пăснă 383 тĕслĕхе тупса палăртнă. Административлă право йĕркине пăсни çинчен 1107 протокол хатĕрленĕ, 7 млн ытла тенкĕлĕх штраф хунă. Апат-çимĕç продукцийĕн 802 партине /4300 килограма яхăн/ тавар çаврăнăшĕнчен кăларнă. Пăрахăçланă таварсен шутĕнче 1650 килограмм улма-çырлапа пахчаçимĕç, 475 килограмм аш-какай, 440 килограмм сĕт-çу, 421 килограмм пулă, 223 килограмм пылак сĕткен, 213 килограмм кĕрпе, çăкăр-булка изделийĕ.
В.БАГАДЕРОВА
Комментари хушас