Завод ертÿçисене айăпланă

7 Çурла, 2014

Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче химиксен хулин сучĕ «Çĕнĕ Шупашкарти строительство материалĕсен завочĕ» АУО ертÿçисем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе приговор палăртнăччĕ. Иртнĕ ытлари кун ЧР Аслă сучĕн уголовлă ĕçсене тишкерекен суд коллегийĕ 1-мĕш инстанци сучĕн çак айăплавне тишкерсе улăштармасăр хăварнă.

Суд вĕсене РФ Уголовлă кодексĕн 159-2 статйин 4-мĕш пайĕпе айăпланă. Алексей Бартышева 4 çуллăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварса 300 пин тенкĕлĕх штрафланă, Дмитрий Бартышева - условнăй майпа 3,5 çуллăха, 300 пин тенкĕлĕх штраф, Римма Столяровăна - условнăй майпа 4 çуллăха, 250 пин тенкĕлĕх штраф, Юрий Зорина - условнăй майпа 3 çуллăха, 200 пин тенкĕлĕх штраф хунă. Кашнин тĕлĕшпех 3 çуллăх тĕрĕслев вăхăчĕ палăртнă.

Уголовлă ĕçе Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн следстви пайĕ пуçарнă, вăлах тĕпченĕ. Следстви тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - 2009-2010 çулсенче республикăн халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă тĕллевлĕ программисемпе килĕшÿллĕн ЧР Ĕçлев службин Çĕнĕ Шупашкарти центрĕ тата строительство материалĕсен завочĕ çынсене йышлăн ĕçрен хăтарас хăрушлăх тухса тăрсан ĕçсĕр юлма пултаракансене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтармалли килĕшÿсем тунă. Завод ĕçсĕр юлма пултаракансене вăхăтлăха вырнаçтарма 350 ытла вырăн йĕркелеме, вăхăтлăх ĕçсене пурнăçланăшăн вĕсене шалу тÿлеме шантарнă.

Килĕшÿсене тĕпе хурса вăхăтлăх ĕçсене пурнăçлама тивĕç çынсем чăннипе çав ĕçсене туман, халĕчченхи пекех хăйсен ĕç тивĕçĕсене малалла пурнăçланă. НЗСМăн генеральнăй директорĕ-президенчĕ А.Бартышев, коммерци директорĕ Д.Бартышев, техника директорĕ Ю.Зорин, ĕç йĕркелевĕпе тÿлев пайĕн пуçлăхĕ Р.Столярова каварлашса тата служба вырăнĕпе усă курса 2009 çулхи авăн-раштав, 2010 çулхи нарăс-юпа уйăхĕсенче ĕçлев центрне суя кăтартусем кĕртнĕ документсем тăратнă. Вĕсене ĕненес тĕк - çынсене вăхăтлăх ĕçе йышăннă, вĕсем çав ĕçсене пурнăçланă, шалу илнĕ...

Ĕненнĕ çав. ФХС управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - çак хутсене тĕпе хурса Çĕнĕ Шупашкар хулин ĕçлев центрĕ строительство материалĕсен завочĕн тÿлев шучĕ çине федераци бюджечĕн укçине куçарса панă - 4 млн та 417 пин тенкĕ ытла. Çав укçана улталаса вăрланă. Çапла вара предприяти ертÿçисем патшалăха уйрăмах пысăк виçепе сиен кÿнĕ.

К.НИКОЛАЕВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.