Йывăр тăпрăр çăмăл пултăр
Ĕçтешĕмĕр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Анатолий Семенов нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлса кайнине пĕлтернĕччĕ.
Акă паян унпа яланлăхах сыв пуллашрăмăр. Тĕп хулари Коммуналлă Слобода урамĕнчи 28А çуртра — Ефремов купсасем ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă масарти часавайра — леш тĕнчене каяканăн ячĕпе кĕлĕ ирттернĕ хыççăн Анатолий Семеновича Явăш масарне ăсатрăмăр.
Ăна унти Паллă çынсен аллейинче пытарчĕç. Ĕçтешĕмĕрпе сыв пуллашма «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем — «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн заместителĕ Геннадий Максимов, Анатолий Семеновичпа чылай вăхăт юнашар ĕçленĕ Галина Хрисанова тата Надежда Смирнова.
Çухату пирĕншĕн питĕ пысăк. Анатолий Семенович Семенов — «Хыпарта» ĕçленĕ юлашки вăрçă ветеранĕ пулчĕ. Часах çу уйăхĕн 9-мĕшĕ — Çĕнтерÿ кунĕ — çитĕ. Хальхинче те, ытти çулти пекех, сире саламлас тесен те май килмĕ. Чун ыратать. Пĕртен-пĕр самант канлĕх кÿрет: эсир халĕ яланлăхах Вилĕмсĕр полк йышĕнче. Йывăр тăпрăр çăмăл пултăр.
Комментари хушас