Вăл ялан пирĕн чĕрере

3 Нарăс, 2019

Паян, нарăсăн 3-мĕшĕнче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, «Коммунизм ялавĕ» хаçатра /халĕ «Хыпар»/ ĕçленĕ Анатолий Семенов пурнăçĕ татăлнă. Вăл 96-ра пулнă.

Анатолий Семенов тивĕçлĕ канăва тухичченех «Коммунизм ялавĕн» çырусен пайĕн редакторĕнче ĕçленĕ. Ялтан килекен çырусене тимлĕ вуласа тухаканскер пичете юрăхлисене «Редакци почтинчен» страница валли хатĕрленĕ. Ыттисен авторĕсем патне хуравсем çырнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Анатолий Семенов сапер пулнă. Хĕрлĕ çара 1941 çулта кайнă, 1942 çулта çар-инженери училищине пĕтернĕ те çапăçу хирне çул тытнă. Волхов фрончĕн саперĕ Ленинграда ирĕке кăларма хутшăннă, йывăр аманнă. Унтан саперсен уйрăм батальонĕн взвод командирĕ Сталинград облаçĕнчен пуçласа Ворошиловград, Донецк, Запорожье, Днепропетровск, Одесса облаçĕсене, Молдавипе Румыние тăшманран тасатнă.

Аслă çĕнтерĕве вăл Болгарипе Германи чиккинче кĕтсе илнĕ.

«Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем Анатолий Семенов тăванĕсемпе пĕрле хурланаççĕ. Ветеранпа ытларикун сыв пуллашĕç.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас