Йывăр атлетикăри çитĕнӳпе саламланă

14 Раштав, 2018

Ĕнер ЧР спорт министерствин ертӳçи Михаил Богаратов республикăри йывăр атлетика спортсменĕсемпе тĕл пулнă. Нацин пĕрлештернĕ командинче тăракан Яна Мохинăна, Александр Козлова, Ирина Баймулкинăна, Наталья Шаймановăна вăл Европа ăмăртăвне хутшăннă ятпа саламланă. Юпа уйăхĕн варринче хĕрсем Европа шайĕнчи йывăр атлетика ăмăртăвне хутшăннăччĕ, вăл Польшăри Замосць хулинче иртнĕ. Пирĕн спортсменкăсем Раççейĕн пĕрлештернĕ командин пухмачне 9 медальпе пуянлатнă.

Тĕл пулăва çавăн пекех спортсменсен тренерĕ, Чăваш Республикинчи тĕп тренер, регионти Йывăр атлетика федерацийĕн ертӳçи Геннадий Иванов, министрăн 1-мĕш заместителĕ Эльвира Матренина, республикăри А.Игнатьев ячĕллĕ Спорт хатĕрленĕвĕн центрĕн директорĕ Игорь Кудряшов хутшăннă. Михаил Богаратов спортсменсене тата вĕсен вĕрентекенĕсене континент шайĕнчи ăмăртура çитĕнӳ тунă ятпа саламланă.

Чăваш Енри йывăр атлетика шкулĕ — çĕршывра малта пыракансенчен пĕри. Европа шайĕнчи ăмăрту хыççăн çакă паллă — пирĕн спортсменсем çитес çул та нацин пĕрлештернĕ команди йышĕнче пулĕç.

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас