Йывăç касма юрать-и?
Ялта çурт туянтăмăр. Тавралăха тирпей-илем кĕртесшĕн. Урамра ÿсекен ватă йăмрасене хамăр тĕллĕн касма юрать-ши? Е ял тăрăхĕн администрацийĕнчен ирĕк илмелле-и?
А.ПЕТРОВ, Элĕк районĕ.
ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх — уйрăм çын хуçалăхĕн карти çумĕнче урам енче ÿсекен йывăç-тĕме касма, чăннипех те, ирĕк илмелле.
«Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн ĕç-хĕлне йĕркелесси çинчен» саккунăн 14 статйин 19-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн ял-хула территорине хăтлăлатмалли, çавăн пекех çав территорире вырнаçнă çуртсемпе сооруженисене, çĕр лаптăкĕсене тирпейлĕ тытса тăмалли йĕркене çирĕплетесси хула, ял тăрăхĕсен тивĕçĕ шутланать. Вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн органĕсем çÿлерех асăннă тата «Тавралăха сыхласси çинчен» саккунсене, РФ Вăрман кодексĕнче палăртнине шута илсе кашни ялта йывăç-тĕм касма ирĕк памалли йĕркене палăртать.
Çак ирĕке илме вырăнти хăй тытăмлăх органне заявлени çырмалла. Унсăрăн йывăçсене касма юрамасть. Саккуна пăхăнманшăн РФ УК 260 статйипе уголовлă явап тыттараççĕ, çавăн пекех çут çанталăка кÿнĕ тăкака саплаштарма тивĕ. Уголовлă преступлени паллисем пулмасан РФ КоАПăн 8.28 статйипе административлă майпа явап тыттарассине çирĕплетнĕ. Яваплăх виçине палăртасси сиен калăпăшĕнчен килет. 5 пин тенкĕрен ытларах сăтăр тусан уголовлă яваплăх вăя кĕрет.
Çакна та шута илмелле: РФ УК 260 тата РФ КоАПăн 8.28 статйисенче палăртнă преступленисем вăрманта, парксемпе аллейăсенче, чукун çул тата автоçулсен таврашĕнче ÿсекен йывăçсене каснипе çыхăннă. Йывăç-тĕм хăй тĕллĕн шăтса тухнă-и е вĕсене çын лартнă-и — пĕлтерĕшлĕ мар.
Комментари хушас