Ыйту çивĕчлĕхĕ паллă

5 Çĕртме, 2020

Республикăра пурăнакан çынсем регион операторĕ çӳп-çап пухнăшăн тӳлемелли ятсăр-шывсăр квитанцисем ярса пани, çавăн пекех çуртсăр-йĕрсĕр çĕр лаптăкĕсемшĕн те укçа илни пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаева социаллă сетьсем урлă та, тĕлпулусенче те пĕр хутчен çеç мар пĕлтернĕ.

Олег Алексеевич ыйту çивĕчлĕхне ăнланса яваплă органсем умне ăна вăраха ямасăр татса пама тĕллев лартрĕ. Паян ЧР Çут çанталăк министерстви, ЧР Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕ, МВК «Экоцентр» регион операторĕ пĕрлехи брифинг ирттерчĕç. Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене ыйтăва татса памалли çул-йĕре мĕнле курни пирки каласа кăтартрĕç.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ӳкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментари хушас